Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ӑслӑлӑх хӑйне валли ҫурт лартнӑ, унӑн ҫичӗ юпине чутласа якатнӑ, 2. парне выльӑхӗ пуснӑ, эрехне шӗветнӗ, сӗтел ҫине хатӗрленӗ; 3. вара тарҫисене хула тӳпемӗсенчен халӑха ҫапла йыхравлама янӑ: 4. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» Катӑк ӑслине вӑл ҫапла каланӑ: 5. «килӗр, манӑн ҫӑкӑрӑма ҫийӗр, шывпа шӗветнӗ эрехӗме ӗҫӗр; 6. ӑссӑрлӑха пӑрахӑр та — пурӑнӑр, ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрӗр!» 7. Сӗмсӗр ҫынна ӑс парӑн — мӑшкӑла юлӑн, усал ҫынна ӳпкелӗн — намӑс курӑн.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус каланӑ: эппин, хӑвӑр хушшӑрти суя турӑсене пӑрахӑр, хӑвӑр чӗрӗрсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри еннелле ҫавӑрӑр, тенӗ.23. Итак отвергните чужих богов, которые у вас, и обратите сердце свое к Господу Богу Израилеву.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр; аҫӑрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑрахӑр, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑрӑр.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эппин, Израиль, йӗркесемпе саккунсем итле: сирӗн чӗрӗ юлмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсен Турри, хӑвӑра [еткерлӗхе] паракан ҫӗре кайса ӑна ӗмӗрлӗхе илмелле пултӑр тесе, [паян] эпӗ сире ҫав йӗркесемпе саккунсене мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентӗп; 2. эпӗ сире калани ҫумне нимӗн те ан хушӑр, унран нимӗн те кӑларса ан пӑрахӑр; эпӗ сире [паян] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ӳкӗчӗсене пӗлтеретӗп, эсир ҫав ӳкӗтсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 18. Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр, 19. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр; 20. вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара фараон хӑйӗн пӗтӗм халӑхне ҫапла хытарса каланӑ: [еврейсен] ҫуралакан ывӑлӗсене пурне те шыва пӑрахӑр, хӗрӗсене пурне те чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3. тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне ҫак правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнмалла: - кил-ҫуртра е мунчара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене тивӗҫтермен кӑмакасене хӑвӑр тӗллӗн ан лартӑр; - кӑмака ҫинче тата ҫумӗнче ҫунакан хатӗрсене ан тытӑр; - кӑмака хутнӑ чухне хӑвӑрт тивсе илекен шӗвексемпе усӑ ан курӑр; - йывӑҫ ҫуртсем ҫумне сӳнмен кӗлпе кӑмрӑка ан пӑрахӑр; - ҫунакан кӑмакана никамсӑр ан хӑварӑр, ӑна пӑхса тӑма ҫул ҫитмен ачасене ан шанӑр; - кӑмакана ытла хӗртсе ан ярӑр.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17