Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахӑн (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кунта пуҫна та ҫурса пӑрахӑн… — тесе аллине сулчӗ Саша.

— Тут башку сломаешь… — махнул рукой Саша.

4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эсӗ тикӗсрех тыткаласа пыр, ахальшӗн шестернисене ҫӗмӗрсе пӑрахӑн та машинине те ӳпӗнтерсе ярӑн, — терӗ.

Ты тормози плавно, а то шестерёнки сорвёшь да и машину опрокинешь.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Сана тилмӗрсе ӳкӗте кӗртӗп, эсӗ ӑнланӑн, хӗрхенӗн те Гришӑна пӑрахӑн тесе шухӑшланӑ.

Думала — упрошу ее, она пожалеет, смилуется и откажется от Гриши.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асту, чартак ҫине пырса ан кӗр, атту мӑйна хуҫса пӑрахӑн.

Гляди на чердак не сунься, а то свернешь шею-то!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.

Не будет у тебя мужа, потому что высушили и издурнили тебя работа, нужда, дети; не будет у твоих полуголых, сопливых детей отца; сама будешь пахать, боронить, задыхаясь от непосильного напряжения, скидывать с косилки, метать на воз, поднимать на тройчатках тяжелые вороха пшеницы и чувствовать, как рвется что-то внизу живота, а потом будешь корчиться, накрывшись лохунами, и исходить кровью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑҫан эсӗ ун ҫинчен калаҫма пӑрахӑн?

Когда ты бросишь об этом говорить?

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Шӑрпӑк чӗртсе пӑрахӑн — вут хыпӗ.

— Спичку брось, — вспыхнет.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ мана пӑрахӑн, тесе шутларӑм…

Думала, что ты бросишь…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, ылханлӑ чун, сӑхӗ те урасене тӑсса та пӑрахӑн.

А ить она, проклятая, куда укусит, а то и с копыт долой.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ытла хытӑ ан шакка, атту ал тупанне татса пӑрахӑн.

Не стучи дюже, а то ладошку отобьешь.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кондрат мӗншӗн партире пулма тивӗҫлӗ маррине эсӗ ӑнланмастӑн пулсан, эпӗ сана тӗплӗн ӑнлантарса паратӑп, вара эсӗ сӗлӗ ҫине пӑхакан лаша пек тулхӑрма пӑрахӑн

А ежли тебе не понятно, почему Кондрат неудостоенный для партии, я тебе категорически поясню, и тогда ты перестанешь ухмыляться, как мерин — на овес глядючи…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эс ку териех ӳсӗрме пӑрахӑн.

Ты не будешь так кашлять.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Радда ӑна шыв юхтарнӑ пекех ҫапла калать: — Санӑн ҫавӑн пек ҫӳле вӗҫсе хӑпармалла марччӗ, Лойко, асту, персе анса, сӑмсупа шыв лупашкине тӗл пулӑн та мӑйӑхна лапӑртаса пӑрахӑн, — тет.

А Радда и говорит, точно воду цедит: — Ты бы не залетал так высоко, Лойко, неравно упадешь, да — в лужу носом, усы запачкаешь, смотри.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Эпӗ сана ахаль хӑвармастӑп, эпӗ сана кунтан илсе каятӑпах, малтанах ют ҫӗршыва, унтан яла; кӑшт имшерленӗн, юншӑхма пӑрахӑн, кайран ӗҫне те шыраса тупӑпӑр…

— Я не оставлю тебя так, я увезу тебя отсюда, сначала за границу, потом в деревню: похудеешь немного, перестанешь хандрить, а там сыщем и дело…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Юлашкинчен вара эсӗ ӑна, Марья Васильевна пекех, ӗненсе пӑрахӑн.

и ты в конце концов поверишь ему, как поверила Марья Васильевна.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара, тен, пӑрахӑн ухмахланма.

Может, тогда чуть поумнеешь.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хуллентерех, хуллентерех ҫӗклен, ҫурусене хӑратса пӑрахӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

8. Лешӗ ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «хуҫамӑм! кӑҫаллӑха та хӑварсам ӑна — эпӗ ун тавра кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам — 9. ҫитес ҫул ҫимӗҫӗ пулмӗ-и; пулмасан вара касса пӑрахӑн» тенӗ.

8. Но он сказал ему в ответ: господин! оставь ее и на этот год, пока я окопаю ее и обложу навозом, - 9. не принесет ли плода; если же нет, то в следующий год срубишь ее.

Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ун чухне эсир кӗмӗлӳпе сӑрнӑ йӗрӗхсене, ылтӑнупа сӑрнӑ йӗрӗхсене ирсӗрлӗх вырӑнне хуратӑр; вара вӗсене йӗрӗнчӗк япалана кӑларса ывӑтнӑ пек кӑларса пӑрахӑн; вӗсене: «таси паха» тейӗн.

22. Тогда вы будете считать скверною оклад идолов из серебра твоего и оклад истуканов из золота твоего; ты бросишь их, как нечистоту; ты скажешь им: прочь отсюда.

Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, эсӗ мадиансене пӗр ҫынна пӗтернӗ пек пӗтерсе пӑрахӑн, тенӗ.

16. И сказал ему Господь: Я буду с тобою, и ты поразишь Мадианитян, как одного человека.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех