Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫа (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн эпир сайра кулатпӑр, хирӗҫ утса килекен ҫын пирӗн ҫине йӑл кулса пӑхсан пуҫа усатпӑр?

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ай, мар, шутлас мар, Ҫамрӑк пуҫа ватас мар, Юратмасӑр юрлас мар, Юрламасӑр хурлас мар.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Калаҫма пултарнӑ чухне иртнӗ каҫ пуҫа кӗнӗ, чунӑм витӗр кӑларнӑ сӑввӑма парнелетӗп сана, Таисия Андреевна.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

30-40 пин тенкӗ илсе килнипе аякка каятӑн-и? Ҫапах та ыррине шанмалла, пуҫа усмасӑр пурин те малалла утмалла.

Привезшими 30-40 тысячами рублей далеко уйдёшь? Но все же надо надеяться на хорошее, всем поднимая голову надо идти вперёд.

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пуҫа пӗкрӗм те тухса утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Хӑйӗн ачалӑхӗ ҫинчен аса илни: «Эпӗ ача чухне ял ҫийӗн сайра пулин те яраплан вӗҫсе иртетчӗ. Ӑна куҫран ҫухаличчен сӑнаса тӑраттӑм. Ӳссен летчик пулатӑп текен шухӑш ҫирӗп кӗрсе ларчӗ ман пуҫа. Ман шухӑша атте те ырларӗ».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

«Чӑваш Республикинче пултарулӑха аталантарма, тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗ тупма майсем ҫителӗклех, — терӗ Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашлӑхра ырӑ сунса. — Паллах, кулленхи пурнӑҫра йывӑрлӑхсемсӗр те мар, такӑнасси те пулать, анчах пуҫа ан усӑр. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать».

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Ачана итлеттереймен самантсенче мӗнле кӑна меслет пирки пуҫа ҫавӑрттармастӑм-ши?

- В моменты, когда мальчик не слушался, какие только воспитательные меры в голове не придумывала?

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— «Ҫемье ӑшши» конкурса хутшӑнма сӗнсен те сцена ҫине хатӗр сценарипе мар, хамӑр хывнӑ сӑвӑ-юмахпа, халӑхӑн юрри-кӗввипе, вӑййипе тухмаллине тӳрех пуҫа илтӗм.

— Даже когда предложили участвовать в конкурсе «Семейное тепло», на сцену я вышла не с готовым сценарием, а со стихами и сказками, которые сама сочинила, используя при этом элементы народного фольклора.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Раиса Васильевнӑн сӑввисене ӑнланас тесен пуҫа шухӑшлаттармалла, философ пулмалла.

Чтобы понимать стихотворения Раисы Васильевны надо быть философом, думать головой.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тӗрӗс шухӑшпа пуҫа тасат.

С чистыми помыслами очисти душу.

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Кӗлӗ сӑмахӗсен стильне йӗркелеме пулӑшнӑ пурнӑҫ философине (ӑна ваттисен ҫапла сӑмахӗсемпе палӑртма пулать: «Тайма пуҫа хӗҫ витмест», «Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ») ӑша хывнӑ И.Я.Яковлев халӑхӑмӑра цивилизаци ҫулӗ ҫине тепӗр хут илсе тухма мехел ҫитерет.

И.Я.Яковлев, впитавший философию жизни, которая помогла выстроить стиль молитвенных слов (ее пословицами можно отметить так: "Поклонившую голову меч не берет", "Лежачий чурбан покрылся мхом, передвигающийся чурбан становится гладким") нашел силы еще раз вывести народ на путь цивилизации.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Пирӗн больницӑра пуҫа унашкал мелпе тӗрӗслемелли хатӗр те пулман.

В нашей больнице не было даже прибора чтобы проверить голову подобным образом.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Пирӗн больницӑра пуҫа унашкал мелпе тӗрӗслемелли хатӗр те пулман.

В нашей больнице, чтобы проверять головной мозг такими методами, не было ничего.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Тен, Эльза Элекҫей пирки пуҫа та илмест?

Может, Эльза и не думает об Алексее?

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Анчах чӗрем пуҫа итлесшӗн мар, мана хӗрпе тӳррӗн калаҫса пӑхма хистет.

Но сердце не слушает голову, оно заставляет поговорить с девушкой.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Апатлантӑмӑр, «шур пуҫа» пушатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫавна май пӗр юрӑри «Кала-кала аннеҫӗм ачалӑхӑм ӑҫта?» йӗркесем пуҫа пырса кӗреҫҫӗ.

В связи с этим вспоминаются строки из одной песни "Скажи-скажи, мама, где мое детство?"

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Арҫыннӑн куҫӗсем чарӑлнӑ: — Сирӗн умӑрта пуҫа таятӑп!

У мужчины вытаращились глаза: - Низкий поклон вам!

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Пуҫа пӗр спектакльти эпизод пырса кӗчӗ.

Вспомнил один эпизод из спектакля.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех