Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫа (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туссем, пуҫа ватар пӗрле: арҫын телейӗ…

Друзья, разобьём голову вместе: мужское счастье...

Арҫын телейӗ… // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7352.html

Юратнӑ ҫынпа хӳшӗре те лайӑх тенешкел пуҫа усман-ха Ильинсем.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Шупашкарсем тӗлӗнтерме пӑрахмаҫҫӗ, мӗн-тӗр ҫӗннине, пуҫа шӑнӑҫайманнине шутласа кӑларсах тӑраҫҫӗ.

Чебоксарцы не перестают удивлять, выдумывают что-нибудь новое, не укладывающееся в голове.

Чебоксарик. Ӑҫта логика? // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... cta-logika

Темле пулсан та — тӑхӑр Музӑран, пӗртте пуҫа ватмасӑр, Эратӑна суйланӑ пулӗччӗ, ирӗк парсан, Поэт тени.

Как бы там ни было - из девяти Муз, ни разу не ломая голову, выбрали бы Эрату, если бы дал волю названный Поэт.

Ҫыравҫӑна // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7347.html

«Пуҫа ҫума ҫумӑр шывӗ пуҫтарам. Ӑш ҫуннине ҫӑл шывӗпе пусарам. Ҫумӑр сивӗ сиплӗ теҫҫӗ, ӗҫме ҫук. Ҫӑл шывӗнчен уҫӑраххи ним те ҫук», — паян та манӑҫман юратнӑ юрӑ сӑмахӗсем.

"Помыть голову соберу дождевую воду. Души пожар потушу колодезной водой. Дождь холодный благодатный говорят, пить нельзя. Колодезной воды нет ничего полезней", — слова и сегодня незабвенной любимой песни.

Ҫӗнӗ юрӑ тенӗрен... Светлана Асаматӑн иккен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21823.html

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 11 сехетре «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камит (пьеса авторӗ — Александр Пӑртта) кӑтартӗ.

Чувашский государственный академический драматический театр 26-го марта в 11 часов покажет комедию "Быстрые деньги вскруживают голову" (автор пьесы - Александр Партта).

Спектакльсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21579.html

Пӗрремӗш тома вуласа тухнӑ хыҫҫӑн пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗнӗччӗ: романа хӗрӳ парса пынӑ Тухтарпа Селиме юратӑвӗ трагедиллӗ вӗҫленчӗ, Шерккей хӑйӗн ҫӑткӑн чунне уҫса пачӗ — мӗн ҫинчен калӗ-ши татах ку произведени? — тенӗччӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пуҫа ирӗксӗрех пӗр шухӑш килет: мӗншӗн повеҫсен авторӗсем пурте тенӗ пекех ҫамрӑксем тавра сырӑннӑ-ха?

В голову невольно приходит одна мысль: зачем почти все авторы повестей обступили молодежь?

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫамрӑк пулнӑ та пуҫа ҫавӑрса янӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Пуҫа харӑсах нумай информаци кӗртме кирлӗ мар.

Не надо в голову вбивать сразу много информации.

Телефонсӑр мӗнле пурӑнӑпӑр-ши? // Н.ДАНИЛОВА. Пирӗн пурнӑҫ

— Ыратман пуҫа — тукмак, тени мар-и ку, — кӳренсе сассине хӑпартрӗ Московски райӗҫтавкомӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Г. Воеводин, Л. Ерусланов мӗн каланине пӗлсен.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Ҫак сӑлтавпа, юратнӑ ҫыннӑм ҫинчен пуҫа килнӗ шухӑшсене, чунри туйӑма уҫса парас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Пикесем юратӑва пула пуҫа ҫухатӗҫ, савнипе ҫывӑх юлташ ултавне каҫармӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Тупӑшшӑн тӑрӑшса пуҫа ҫухатма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫав самантсенче унра яланах хамшӑн кӑсӑк енсем-пулӑмсем асӑрханӑ ҫеҫ мар, час-часах ниепле те пуҫа шӑнӑҫма пултарайман мыскаралла япаласем курса шалтах тӗлӗнни асӑмран тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫапах та пуҫа усман, шав малалла ӑнтӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Сылтӑм урана тӳрӗ тытмалла, сывласа илнӗ май пӗр вӑхӑтрах сылтӑм чӗркуҫҫипе пуҫа ҫӗклемелле, чӗркуҫҫине алӑсемпе тытса пуҫ патнелле туртмалла.

Куҫарса пулӑш

Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Алӑсене, мӑя, пуҫа ҫемҫетсе ирӗклӗ усӑнтарса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ҫулталӑк вӗҫнелле вӗсен хисепне 220 пуҫа ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Халӗ 80 ӗне усраҫҫӗ пулсан, вӗсен йышне ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле 100 пуҫа ҫитерме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех