Текст: Арҫын телейӗ…
Автор: Лидия Филиппова
Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/lib/haylav/7352.html
Хушнӑ: 2019.05.20 15:14
Пуплевӗш: 37; Сӑмах: 216
Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав
Вырӑсла Тема: Паллӑ мар
(философиллӗ-юптаруллӑ ирӗклӗ сӑвӑ)
Кам вӑл – арҫын? Кам эсӗ – чӑваш арӗ?
Пӗлсех Чӑваш Юманӗпе танлаштараҫҫӗ-ши сана?
Ҫулсем вӗҫсе пыруҫӑн ӗмӗрлӗх кӗрлевӗ,
Иртни тата пуласлӑх пӑлхантараҫҫӗ-ши чунна?
Туссем, пуҫа ватар пӗрле: арҫын телейӗ…
Мӗнре вӑл? Мӗнех телей кӳме пултарӗ арҫынна?
Хӑҫан телейпеле ҫиҫет ун пичӗ-куҫӗ?
Хӑҫан вӑл хатӗр ҫавӑрмашкӑн тепӗр май Ҫӗр чӑмӑрне?
Пӗлеп, аслӑраххи-ӑслӑраххи, ак, калӗ:
-Арҫын телейӗ – вӑрҫӑ ҫуккинче. Ҫак тӑнӑҫ пурнӑҫра
Вӑрҫӑ кӗрлевӗ мар, ача-пӑча шӑв-шавӗ
Тата юратнӑ мӑшӑр хуҫаланччӑр сирӗн ҫуртӑрта…
Мӗнре е, тен, камра чӑн-чӑн арҫын телейӗ?
Хӑҫан халь-халь сиксе тухассӑн тапать унӑн чӗри?
Укҫа? Футбол? Сӑра? Карьера? Тутлӑ шашлӑк?..
Тен, ҫӗн машина туянсан? Тӗслӗрен, «Феррари Энцо»?..
Теле-е-ей… Куҫ умӗнче вара — Чӑваш Юманӗ…
Чунра – аваллӑхран, йӑх-тымартан тапса тӑран хӑват.
Арҫын, тен, ывӑнмасӑр тырӑ актӑр, утӑ
ҫултӑр, вутӑ ҫуртӑр? Килес ӑру валли ҫул хывтӑр?..
Арҫынсенче, паллах, курас килет хӑюлӑх. —
Инкек-синкек килсе тухсан е, тен, усал-тӗсел ерсен
(Паллах, ан пултӑр ун пекки) кам лӑплантарӗ?
Камӑн тӗреклӗ ҫурӑмӗ хыҫне пытанӑпӑр, хӗрсем?
Арҫын тенин телейӗ — унӑн вӑйӗнче тен?
Тавлашӑва чарма, кирлех тӑк — «ҫук» теме пултарнинче?
Е, тен, килсе тухсассӑн пурнӑҫ пӑтӑрмахӗ
Пулас ҫӗнӗ ӑрушӑн пурӑнма вӑй-хал ҫитернинче?..
…Пӗтӗмлетсе вара, ентешӗмсем, ҫапла калам:
Арҫын телейлӗ хӑй кирлине туйсан, алли-ури ӗҫ
Таврашне пырсан. Ҫурта ҫути ытамӗнче
Куҫран-куҫа пӑхса унта йӑхсен малашлӑхне курсан.
Эппин, пӗрлех пурнар, упрар тус-тӑвана,
Темле пулсан та… — арҫынсӑр йывӑр, тупата.
Улӑпсене вара, кӗрнек Юмансене —
Чӑваш тӗнчин пуласлӑхне — ҫитӗнтерер пӗрле.