Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ аптекӑна кӗтӗм те, хама мӗн кирлине тӗрӗссӗн пӗлмесӗр, прилавок умӗнче нумайччен, тавар илекенсен аллисемпе хӑйсен кӗсйисене тытса ман ҫине шиклӗн пӑхакан пуличченех, продавец хамран: сана мӗн кирлӗ? — тесе ыйтичченех тӗрткелешсе тӑтӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Вӗсем пӗр-пӗринпе питӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ… телейлӗ пуличченех… юратса кайичченех килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ пулмалла.Они живут в большом ладу друг с другом и доживутся, пожалуй, до счастья… пожалуй, до любви.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку тӗлӗшпе тухса кайнӑ хирӗҫӳ, юлашкинчен, Петербургри министерство пӗтӗм ӗҫе вырӑнта пӑхса тухма уйрӑм ҫын шанса ямалла пуличченех ӳссе кайнӑ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эпӗ ҫапах тавара, хӑйӗн пурӑнӑҫне хӗрарӑм юратӑвӗн карти ҫине лартса, вӑл картӑна ҫапса пӑрахсан йӳҫсе кайнӑ, нимӗн тума пултарайми пуличченех аялалла персе аннӑ ҫын — арҫын мар, аҫа мар, тетӗп.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Чартковӑн чӗри пӳлӗмре ура сасси илтӗнми пуличченех хыттӑн тапрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл каҫ пуличченех ҫапла ларчӗ, вара васкаса вырӑнӗ ҫине кӗрсе выртрӗ.Так просидел он до самого вечера и с жадностью бросился в постель.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кайран вӗсем ҫине мӗн ҫутатми пуличченех, пурте пӗрлешсе тӑракан ҫӗр-шыва тӗтӗм хупласа иличчен таптасси килчӗ; ҫапла ҫав кунта ҫынсем ҫутҫанталӑк евӗр, ҫутҫанталӑкӗ вара ҫынсем пек.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
«Шуйттан курӑнакан пуличченех ӗҫрӗм!» — хӑйӗнчен хӑй кулма хӑтланса пӑхрӗ Ридлер, куҫсем ҫапах та ун умӗнчен сирӗлмерӗҫ.«Допился до чортиков!» — попробовал посмеяться над собой Ридлер, но… глаза не исчезали.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пулемет ҫине иккӗмӗш турат ӳксен хӗп-хӗрлӗ пуличченех хӗрсе кайнӑ кӗпҫи чӑшлатса илчӗ.Вторая ветка упала на пулемет, и он зашипел: ствол был раскален почти докрасна.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Анне каҫ пуличченех кӳршӗсем патне тӑвар шырама кайнӑ тет…— Парнишка сказывает, еще засветло ушла по соседям соли разыскать…
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ ун ҫине сӑмахӗсем илтӗнми пуличченех пӑхса юлтӑм.Я остался стоять и смотреть ему вслед, пока не перестал слышать, что он говорит.
Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.
Тӑпра муклашкисем аялалла вӗҫех кайрӗҫ, куҫран курӑнми пуличченех вӗҫрӗҫ.Глыбы земли сорвались вниз и летели, пока не скрылись из глаз.
Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.
Вӑл сиввӗн Григорий аллине сирчӗ, питне-куҫне шӑмарса, сӑмса сыппи ҫинчи пӑч-пӑч вӗтӗ чӗкеҫ шатрисем палӑрми пуличченех хӗрелсе кайрӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем урамра тӗттӗм пуличченех ҫӳрерӗҫ.
Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.
…Станицӑра тӗттӗм пуличченех чан ҫапса тӑчӗҫ, сӑмакун ӗҫрӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫынсем шавланӑ, кӑшкӑрашнӑ вӑхӑтра, протоколне ҫырма пӑрахсах, Сыроваткин ура ҫине сиксе тӑчӗ — ҫӳҫӗсем тӑрмаланса кайнӑ хӑйӗн, хӗрлӗскер, вӑл сасси хӑйӑлтатакан пуличченех темскер кӑшкӑрчӗ, анчах ӑна, йӑпӑлти те путсӗр ҫын эсӗ, терӗҫ те сӑмахне хӑлхана чикмерӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажарова симӗс китель тата ҫап-ҫутӑ тасатнӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫак хастар ҫын умӗнче мӗн пур йӗри-тавралӑх каялла чакнӑ, хӗсӗннӗ пек туйӑнчӗ; пит ҫӑмартисене вӑл ӳчӗ кӑн-кӑвак курӑнакан пуличченех яп-яка хырнӑ; хыткан пит-куҫӗ кӑнттамраххӑн хускалнинче вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫине хытӑ шанса тӑни палӑрать.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫавӑнтан вара, кӑнтӑрла ӗҫре чупнӑ-тӑрмашнӑ хыҫҫӑн вӑл мӗн ҫӗрле пуличченех Бахолдинпа Советра ларнӑ, итлемен пӳрнисемпе кӑранташа тӗрӗс тытма тӑрӑшса, саспаллисем ҫырнӑ е васкамасӑр, тӑсса: «Эпир чурасем мар. Чурасем эпир мар», — тесе вуланӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Херлисен батарейисем Дон сӑрчӗсем мӑнаҫлӑн хуҫаланакан вырӑнтан каҫ пуличченех Дон леш еннелле персе тӑчӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинья каҫ пуличченех кравать ҫинче выртрӗ, унтан, куҫҫульпе тӑртаннӑ питлӗскер, вырӑн ҫинчен тӑрса питне ҫурӗ те ҫӳҫне тураса тирпейлерӗ, евчӗсем килес умӗнхи хӗр пек, васкаса тумланма пуҫларӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.