Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Хушнӑ: 2020.04.10 16:54

Пуплевӗш: 63; Сӑмах: 312

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Урамра лапка-лапка юр ҫӑвать. Малтанхи юр. Ҫӗр ҫийӗ шуралнӑҫем шуралса пырать.

Пилӗк ҫулхи Вова чӳрече умне ларнӑ та тулалла пӑхать. «Эх, йӗлтӗр пулнӑ пулсан тухса ярӑнмалла кӑначчӗ! Ҫук вӗт… — пӑшӑрханса шухӑшлать вӑл. — Атте ҫаплах килмерӗ-ха, темшӗн вӑрах тӑчӗ…»

Ашшӗ тӗттӗмленсен тин таврӑнчӗ. Ҫӗлӗкӗ те, кӗрӗкӗ те шап-шурӑ хӑйӗн. Аллинче — хутпа чӗркенӗ тӑрӑхла япала.

— Ну, салтсах курар-и? — янахӗнчен кӑлт тӗкрӗ ашшӗ ывӑлне.

— Курар, — хӑюсӑртараххӑн тавӑрчӗ Вова.

Ашшӗ кантрасене салтрӗ, хупласа тӑнӑ хута илчӗ. Вова куҫӗ умне кӑн-кӑвак йӗлтӗр тухса тӑчӗ. Ҫутӑ ҫинче йӑлтӑр-йӑлтӑр тӑвать хӑй, куҫа ҫисе ярасла ҫиҫет. Малашне ӗнтӗ Вова пӳрте кӗмесӗр ярӑнать, темӗн чухлӗ ярӑнать! Паянах тухсан та юратчӗ те — каҫ пулнӑ. Ыран, эппин, ыран…

— Чӗнне хытӑ ҫыхса лартмарӑм-ши эпӗ, тӑхӑнса пӑх-ха. Ун пек мар, кӑҫатӑпа виҫеҫҫӗ ӑна. Тапочкипе ярӑнмастӑн вӗт эсӗ… Ну-ну, часрах тупкала кӑҫаттуна, — васкатрӗ ашшӗ.

Вова кӑҫаттине васкаса тӑхӑнчӗ те йӗлтӗрӗ ҫине хӑпарса тӑчӗ.

— Лайӑхрах чик урусене, чӗнӗ ӑшнерех чик. Ак ҫапла. Патаккисене те тыт. Ме! — тӑсса пачӗ ашшӗ. — Утса пӑх. Шуса мар, утса. Урай ҫинче шумасть вӑл. Вӑт, вӑт, ҫакӑн пек. Пулчӗ-и?

— Пулчӗ, — тавӑрчӗ савӑнӑҫпа ҫиҫекен Вова куҫӗсене йӑлкӑштарса.

Ытти каҫсенче вӑл выртнӑ-выртманах ыйха путаканччӗ. Кӗҫӗр час ҫывӑрса каяймарӗ, ыранхи ҫинчен шухӑшларӗ. Ун хӑвӑртрах ир пултарас килчӗ…

Вова вӑраннӑ ҫӗре пӳлӗмре хӗвел вылять. Темӗн чухлӗ хӗвел. «Паян ярӑнатӑп-тӑк ярӑнатӑп!» Вырӑнӗ ҫинчен васкаса сиксе тӑчӗ, хӑпӑл-хапӑл тумланчӗ. Унтан тӳрех йӗлтӗрӗ патне ыткӑнчӗ.

— Мӗн тӑвасшӑн эсӗ унпа? — ыйтрӗ амӑшӗ.

— Ярӑнма каятӑп, — хавассӑн тавӑрчӗ Вова.

— Ӑҫта ярӑнасшӑн?

— Урамра, юр ҫинче.

— Юрӗ пур-ши унта, пӑх-ха.

Вова чӳрече патне чупса пычӗ. Урамра чӑнласах та юр ҫук, хура ҫӗр ҫеҫ. Мӗнле-ха капла?..

— Ӑҫта кайнӑ вара юр? — ыйтрӗ вӑл пӑртакран кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярасла.

— Ирӗлнӗ.

— Урӑх пулмасть те-и?

— Пулать.

— Хӑҫан?

— Каярах. Тен, ыранах та…

Темиҫе кунтан чӑнах та ҫӗнӗрен юр ҫурӗ. Нумай ҫурӗ.

— Халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑн хӗл килсе ҫитрӗ. Ку юр текех ирӗлмест, ҫуркуннечченех тӑрать. Ил йӗлтӗрне, ярӑнма тухатпӑр, — терӗ ашшӗ.

Вӗсем урамра тӗттӗм пуличченех ҫӳрерӗҫ. Ну, лайӑх та иккен йӗлтӗрпе ярӑнма, питӗ лайӑх!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех