Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пичӗсем (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур тетрадьсен пичӗсем ҫине те: «О. 5. Г хатӗрленмелли класӗнче вӗренекен Петр Бачейтетрачӗ», — тесе ҫырса хучӗ.

Все тетради были аккуратно надписаны: тетрадь ученика приготовительного класса О.5.Г. Петра Бачей.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Салтаксен те пичӗсем савӑнӑҫлах пулман.

Лица солдат тоже не были радостными.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унччен кунта Медицински институт пулнӑ-мӗн — стена ҫинче вилӗ кӗлеткисем ҫакӑнса тӑратчӗҫ-ха, пичӗсем хӑрушӑччӗ; вӗсене, нервисене кӑтартмалла пултӑр тесе, тирне ҫурри таран сӳнӗччӗ.

Прежде здесь находился медицинский институт — ещё висели на стенах муляжи с мёртвыми, страшными лицами, наполовину содранными, чтобы показать, как расположены нервы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем йӑвашланчӗҫ, тин ҫеҫ тапранма пуҫланӑ шурӑмпуҫ ҫутинче вӗсен палӑра-палӑрми тӑракан пичӗсем туртӑннӑ пек, начарланнӑ пек туйӑнчӗҫ.

А ребята стояли затихшие, и лица у них, слабо освещенные уже начинавшейся зарей, показались мне осунувшимися.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑлхисем хӑйсен хупах пек, пичӗсем те этем пичӗ евӗрлех.

лопоухие, с какими-то странными, почти человеческими мордами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эрехпе хӗрнӗскерсен пичӗсем хӗп-хӗрлӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

С красными рожами и блистающими глазами.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Саншӑн вӗсен пичӗсем ҫинче пӗр пӗркеленчӗк те пулин пулнӑ тесе шутламастӑн-и эсӗ?

Не думаешь ли ты, что у них из-за тебя прибавилась хоть одна морщинка?

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Тата леререх, вӑрман ҫулӗ тӑрӑх, улалатса сӑрланӑ танксен кӳлеписем патӗнче, снарядсем алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑксем тавра, кивӗ тункатасем хушшинче, — пур ҫӗрте те салтак вилли йӑванса выртать; хӑшӗ фуфайкӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа, хӑшӗ вараланса пӗтнӗ симӗс френч тӑхӑннӑ, ытла сивӗ пулнипе, пилоткисене хӑлхи таранах антарса лартнӑ; вӗсен хуҫланса ларнӑ чӗркуҫҫийӗсем, каҫӑртса хунӑ янах шӑммисем юр айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ; ӑвӑс пек сарӑхса кайнӑ пичӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсене тилӗсем кышланӑ е чакаксемпе ҫӑхансем сӑхса пӗтернӗ.

И еще дальше, вдоль лесной дороги, возле пятнистых танковых туш, у откосов больших воронок, в окопчиках, подле старых пней, – всюду мертвые фигуры в ватниках и стеганых штанах, в грязновато-зеленых френчах и рогатых пилотках, для тепла насунутых на уши; торчат из сугробов согнутые колени, запрокинутые подбородки, вытаявшие из наста восковые лица, обглоданные лисами, обклеванные сороками и вороньем.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Куҫкӗретех тыттараҫҫӗ — пичӗсем хӗрелӗҫин иҫмасса!

В глаза врут стоят - и хоть бы что!

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Пӑхса ларакансен пичӗсем ҫинче вӗсем тарӑхса кайни палӑрче.

На лицах публики выразилась досада.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем хӑйсен пичӗсем ҫумӗнче такам сывланине туйса илчӗҫ те ку ҫӗрлехи усал иртсе кайрӗ пулӗ тесе чӗтреве ерчӗҫ.

Мальчики ощутили мимолетное дыхание на своих щеках и вздрогнули, вообразив, что это пролетел мимо дух ночи.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем нумайччен тӗртӗшеҫҫӗ, пичӗсем те кӗренленсе каяҫҫӗ.

Разгоряченные борьбой они раскраснелись.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пичӗсем хӗрелесрен хӑрарӗҫ-ши е пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасшӑн пулмарӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Колхоз ӗҫӗсене тума утатӑн — каллех ырӑ туйӑмсем: икӗ бригада пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, утӑ ҫулнӑ чух та савӑк кӑмӑллӑх, улӑм пуҫтарнӑ чух те шӳт-кулӑ ҫынсен пичӗсем ҫинче, укҫине нумаях памасан та чунра таса, ҫутӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Пичӗсем йӑл кулӑпа тулни, куҫӗсем ҫӑлтӑр евӗр ҫиҫни пурнӑҫра та ӳсӗмсем тума пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

7. Ылтӑнран икӗ херувим хывса-ҫапса тунӑ: вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса лартнӑ, 8. пӗр херувимне — пӗр вӗҫне, тепӗр херувимне тепӗр вӗҫне туса лартнӑ; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тунӑ; 9. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑнӑ, пичӗсем тӗлме-тӗл пулнӑ; херувимсен пичӗ арча хупӑлчийӗ ҫинелле пӑхнӑ.

7. И сделал двух херувимов из золота: чеканной работы сделал их на обоих концах крышки, 8. одного херувима с одного конца, а другого херувима с другого конца: выдавшимися из крышки сделал херувимов с обоих концов ее; 9. и были херувимы с распростертыми вверх крыльями и покрывали крыльями своими крышку, а лицами своими были обращены друг к другу; к крышке были лица херувимов.

Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 18. тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт; 19. пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр; 20. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ.

17. Сделай также крышку из чистого золота: длина ее два локтя с половиною, а ширина ее полтора локтя; 18. и сделай из золота двух херувимов: чеканной работы сделай их на обоих концах крышки; 19. сделай одного херувима с одного края, а другого херувима с другого края; выдавшимися из крышки сделайте херувимов на обоих краях ее; 20. и будут херувимы с распростертыми вверх крыльями, покрывая крыльями своими крышку, а лицами своими будут друг к другу: к крышке будут лица херувимов.

Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех