Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халсӑрланса ҫитнӗ, кӑвакарса шурса кайнӑ, урисене аран илсе пусакан хӗрлӗармеецсем хӑйӑр тӑрӑх мӗлкесем пек сулланса пычӗҫ.Изможденные, иссиня-бледные, еле передвигающие ноги красноармейцы шли как тени.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Атте пурӑннӑ пулсан, паратчӗ те-ха вӗсене!» — ним тума пултараймасӑр тарӑхса шухӑшланӑ Костя, мачча ҫинче кукӑр-макӑр мӗлкесем ҫыхлана-ҫыхлана, салана-салана кайнине пӑхса.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сад пахчисене ҫӑра мӗлкесем хупласа илнӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юр ҫинче уҫӑмсӑр мӗлкесем ӳппӗн-тӳппӗн тӑсӑлаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унта юр витсе кайнӑ хытхура тӗмӗсем, тип варсен хӗррипе тӑсӑлакан каҫалахи хӑмӑр кӑвак мӗлкесем палӑраҫҫӗ.С мысами занесенного снегом бурьяна и лиловыми предвечерними тенями, лежавшими по склонам балок.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Садри улмуҫҫисем айӗнче — тигр тирӗ пек сарӑ йӑрӑмлӑ мӗлкесем; утар шӑршипе шӑрӑхра типсе кайнӑ ҫӗр шӑрши кӗрет.В саду под яблонями — тигровые пятнистые тени, пахнет пчельником, выгоревшей землей.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑҫан та пулсан художник ӗҫлесе ларнине курма тӳр килнӗ пулсан, эсир асӑрханӑ пулӗ: кӑвак пир ҫинче малтан тӗксӗм контурсем анчах, темле мӗлкесем курӑнаҫҫӗ, вара пуҫӗ, аллисем, хулпуҫҫисем палӑрма пуҫлаҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑма стенасем ҫинче ҫутӑ пӑнчӑсем сиккелесе ташлаҫҫӗ, кӑнттам та илемсӗр мӗлкесем шӑвӑнса куҫаҫҫӗ, вӑйсӑррӑн мӗлтлетекен хунар турӑш умӗнчи ҫуллӑ лампада ҫутипе тӗтӗмленсе йӑсӑрланать.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗвел ҫинче тӗссӗрленнӗ парусина ҫил чӳхентерсе тӑнипе ҫав мӗлкесем, тӑллаттарса утса иртекен ҫынсен урисем айӗнчен хӑтӑлса тухма ӑнтӑлнӑ пек, варкӑша-варкӑша илеҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Магазинсемпе кафесен алӑкӗсем умне карса хунӑ парусин шӑналӑксенчен тротуарсем ҫине хӑмӑр тӗслӗ юлхав мӗлкесем ӳкнӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑнтӑртан вӗрекен ҫил Чир енчен ҫӗрӗшнӗ курӑкӑн пылак тутӑллӑ шӑршине варкӑштарса килет, кӑнтӑрлахи вӑхӑтсенче ҫуркуннехи пекех, сенкер те акӑш-макӑш черчен мӗлкесем тавра курӑм хӗррипе вӗлтӗртетсе выляҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лайӑх шӗвӗртнӗ ҫинҫе вӗҫлӗ кӑранташ хут ҫине тӗксӗм мӗлкесем тӗрлесе чупать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каҫхи таса тӳпере катӑлнӑ уйӑх тӑнӑ, пӳртсенчен, йывӑҫсенчен урама урлӑ вӑрӑм мӗлкесем ӳкнӗ.На чистом вечернем небе стоял ущербный месяц, от хат, от деревьев далеко на улицу выползли тени.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑтан шуранка куҫхупанкисем айне ҫутӑ мӗлкесем капланчӗҫ, ҫавӑнпа ун хупӑнчӑк куҫӗсем тӑрӑхласа кулнӑ пек пулчӗҫ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вагон кустӑрмисем пӗр виҫеллӗн таклатса пыраҫҫӗ, хушӑран, пӑравус картах туртнипе, вагон сулланса илет, кӳршӗри тахӑш купере ҫурма-сасӑллӑн юрлаҫҫӗ, тӗксӗм хунартан шупка-кӑвак чалӑш мӗлкесем тасалаҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн хӗрарӑмӑнни пек ҫара пичӗ ҫине чӳрече хушӑкӗ витӗр вӗрсе тӑракан ҫилле хумханкалакан лампа ҫутинчен мӗлкесем ӳксе, авӑкӑн-авӑкӑн чӗтренкелеҫҫӗ.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картиш тӑрӑх сарӑлса кайнӑ сарӑ сӗмлӗх тӗссӗрленсе пырать; утюгласа якатнӑ пек туйӑнакан мӗлкесем ҫухалаҫҫӗ« пӑхсассӑн ҫатан карта хыҫӗнче мӗн тӗксӗмленсе выртнине те туйса илме ҫук: иртнӗ ҫулта касса килнӗ ҫапӑ купи-и е ҫатан карта ҫумне сӗвеннӗ хыт-хура тӗмӗ-и?
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Акӑ вӗсем, разведчиксем, кирӗк хӑш самантра та вӑрман шӑплӑхӗнче, ҫӗр питӗнчи путӑк-шӑтӑксенче е каҫ йӑлтӑракан мӗлкесем хушшинче куҫран ҫухалма, ирӗлсе кайма хатӗрскерсем, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн ҫул хӗррипе йӗркипеле утса пыраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр, сайра хутра тӗл пулакан ҫынсемпе дворниксене, ҫӑмӑл тӑрантаспа хунарсем е мала, е хыҫала ӳкерекен мӗлкесем ҫине пӑхса пытӑм.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫуртсем ҫумӗпе пӗр-пӗрне чӗнсе хура мӗлкесем чупса иртеҫҫӗ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.