Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVI

Пай: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хушнӑ: 2020.01.20 05:23

Пуплевӗш: 94; Сӑмах: 1072

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Юлашки станцӑра кондуктор билетсене пухма килсен, эпӗ хам япаласене пуҫтартӑм та тухма хатӗрлентӗм, ҫывӑхрах иккенне, хам мӗн курасси инҫе те мар иккенне туйса илсен, пушшех те хытӑрах пӑлхана пуҫларӑм. Мана сивӗ пулчӗ, эпӗ шӑла шаккасах чӗтре пуҫларӑм. Эпӗ халӑхпа пӗрле вокзалтан хӑвӑрт тухрӑм та лав тытса ҫийӗнчех ларса кайрӑм. Эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр, сайра хутра тӗл пулакан ҫынсемпе дворниксене, ҫӑмӑл тӑрантаспа хунарсем е мала, е хыҫала ӳкерекен мӗлкесем ҫине пӑхса пытӑм. Ҫур ҫухрӑм пек иртсен, манӑн урасем шӑнса кайрӗҫ, эпӗ вара вакунра ҫӑм чӑлхана хывса сумкӑна хунине аса илтӗм» Ӑҫта сумка? Кунтах-и? Кунта. Карҫин ӑҫта? Багаж ҫинчен йӑлтах манса кайнине аса илтӗм те распискӑна кӑларса пӑхрӑм, анчах манӑн уншӑнах каялла ҫаврӑнас килмерӗ, вара эпӗ малаллах кайрӑм.

Мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, хам мӗн тӑвасшӑн пулнине эпӗ халь аса илейместӗп. Нимӗн те пӗлместӗп. Темскер ман пурнӑҫра питӗ кирлӗ хӑрушӑ япала пулассине туйнӑ пек ҫеҫ астӑватӑп. Мӗн пулса иртни эпӗ ҫапла шухӑшланипе пулса иртрӗ-и е эпӗ ӑна малтанах сиссе тӑнипе-и, — ҫакна пӗлместӗп. Тен, пулса иртнӗ хыҫҫӑнхисем пуласси умӗнхи минутсене кайран ҫавӑн пек тӗксӗм сӑн ҫаптарчӗҫ пулӗ. Эпӗ крыльца ҫине ҫитсе чарӑнтӑм. Вуникӗ сехет ҫитнӗччӗ. Чӳречесенче ҫутӑ пуррине курса (пирӗн хваттер залӗнче, гостинӑйра ҫутӑччӗ), унтан ҫынсем тухаҫҫӗ пуль тесе, крыльца умӗнче темиҫе извозчик тӑратчӗ. Ҫурҫӗр иртсен те пирӗн чӳречесем мӗншӗн ҫутти ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫапла темле хӑрушӑ япала пулассине кӗтсе эпӗ картлашкасем ҫине пусса хӑпартӑм та шӑнкӑртаттартӑм. Егор, ырӑ кӑмӑллӑ, тӑрӑшуллӑ, анчах питӗ тӑмсай лакей, алӑка уҫрӗ. Малти пӳлӗмре, тумтир ҫакмалли пӑта ҫинче, ытти платьепе юнашар эпӗ тӳрех унӑн шинельне куртӑм. Манӑн тӗлӗнсе каймаллаччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ, ҫакна кӗтсе тӑнӑ пекех, тӗлӗнмерӗм. «Шӑп кӑна эпӗ шутланӑ пек», — терӗм эпӗ хама. Шалта кам пурри ҫинчен Егортан ыйтсан, вӑл Трухачевский ятне каларӗ. — Тата кам та пулин пур-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Урӑх никам та ҫук, — терӗ вӑл.

Вӑл ҫакна мӗнле сасӑпа каланине астӑватӑп. «Урӑх ҫынсем пурри пирки ан шикленӗр», — тенӗ пек савӑнса каларӗ вӑл ӑна. «Никам та ҫук иккен. Апла иккен», — хама хам каланӑ пек калаҫрӑм эпӗ.

— Ачасем мӗнле?

— Турра тав, сывах-ха. Паҫӑрах ҫывӑраҫҫӗ.

Эпӗ сывлӑш ҫавӑрса илме те, янах шӑммисем чӗтренине чарма та пултараймарӑм. «Апла пулсан, эпӗ шутланӑ пек мар иккен: унчченхине эпӗ телейсӗрлӗх тесе шутланӑччӗ, тӗрӗссипе вара пурте лайӑх пулнӑ, ӗлӗкхиллех. Халь акӑ ӗлӗкхилле мар ӗнтӗ. Эпӗ мӗн шухӑшлани, ӑсра мӗн курни, халь ҫеҫ курни — пӗтӗмпех куҫ умӗнче. Акӑ вӑл пӗтӗмпех кунта…»

Эпӗ кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм, анчах мана айккинчен явӑл ҫапла каларӗ: «Эсӗ йӗр, ҫемҫешкелен, вӗсем вара лӑпкӑн ҫеҫ уйрӑлӗҫ те айӑпламалли пӗр нимӗн те хӑвармӗҫ, эсӗ вара ӗмӗрӗпех иккӗленӗн, асапланӑн». Ҫавӑнтах манӑн ҫемҫешкелӗхӗм иртсе кайрӗ, ун вырӑнне тӗлӗнмелле туйӑм ҫуралса тухрӗ — эсир ӗненмӗр те — савӑнӑҫ туйӑмӗ ҫуралса ҫӗкленчӗ: тинех асапланма пӑрахатӑп ӗнтӗ, эпӗ ӑна халь тивӗҫлипе айӑплама, унран хӑтӑлма, хам мӗн чухлӗ урас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ урма пултаратӑп. Эпӗ вара хамӑн хаярлӑха пӗтӗмпех ирӗке ятӑм — эпӗ тискер кайӑк пулса тӑтӑм, усал та чее тискер кайӑк.

— Ан пыр, ан пыр, — гостинӑя пыма хатӗрленекен Егора каларӑм эпӗ, — эсӗ акӑ мӗн ту: эсӗ тух-ха, хӑвӑртрах лав тыт та ларса кай; акӑ квитанци, япаласене илсе кил. Ну, уттар.

Вӑл коридор тӑрӑх хӑйӗн пальтоне илме кайрӗ. Вӗсене ан хӑраттӑр тесе, эпӗ ӑна хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗ патне ҫитиех ӑсатрӑм та тумланичченех кӗтсе тӑтӑм. Гостинӑйра, тепӗр пӳлӗм урлӑ, калаҫни тата турилккесемпе ҫӗҫӗ чӑнкӑртатни илтӗнет. Апат ҫинӗ май эпӗ шӑнкӑртаттарнине вӗсем илтеймен. «Халь кӑна ан тухтӑрччӗҫ», — шухӑшларӑм эпӗ. Егор хӑйӗн така тирӗнчен ҫӗлетнӗ пальтоне тӑхӑнчӗ те пӳртрен тухрӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн алӑка питӗртӗм, вара хам пӗчченех тӑрса юлнине тата ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт ҫитнине туйса илсен, мана хӑрушӑ туйӑнса кайрӗ. Мӗнле пуҫламалла — эпӗ ӑна пӗлеймерӗм-ха. Халь ӗнтӗ йӑлтах пӗтнине ҫеҫ ӑнлантӑм эпӗ: арӑм айӑпли пирки иккӗленме май та ҫук, эпӗ ӑна халех акӑ айӑплатӑп, вара унпа мӗнпур ҫыхӑнӑва тататӑп.

Унччен эпӗ иккӗленкелеттӗм-ха. «Тен, ку вӑл тӗрӗс мар, тен, эпӗ йӑнӑшатӑп?», — теттӗм, халь вара ун пекки нимӗн те ҫук. Мӗн тумаллине йӑлтах шутласа ҫитернӗ. Манран вӑрттӑн, иккӗш кӑна, ҫӗрле! Ку ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах манса кайни! Е тата унтан та начартарах: айӑпсӑр тесе кӑтартасшӑн пулса, усал ӗҫе юриех ҫавӑн пек хӑюллӑн, чӑрсӑррӑн тӑваҫҫӗ. Пӗтӗмпех ӑнланмалла. Иккӗленмелли ҫук. Эпӗ пӗр япаларан ҫеҫ — вӗсем тарасран, ҫӗнӗ ултав шутласа тупса, айӑпламалли сӑлтава манран пытарасран, ҫавна май хӑйсем айӑпсӑр тӑрса юласран ҫеҫ хӑрарӑм. Хӑвӑртрах тытас тесе, эпӗ вӗсем ларакан залӑна гостинӑй витӗр мар, коридорпа ачасен пӳлӗмӗ витӗр чӗрне вӗҫҫӗн утрӑм.

Ачасен пӗрремӗш пӳлӗмӗнче ывӑл ачасем ҫывӑраҫҫӗ. Иккӗмӗш пӳлӗмӗнче няня йӑшӑлтаткаласа илчӗ, вӑранасшӑн пулчӗ; пӗтӗмпех пӗлсе илсен, мӗн шухӑшлӗ-ха вӑл, терӗм те эпӗ хама хам чӑтма ҫук шеллесе пӑрахрӑм, манӑн куҫҫуль юхса анчӗ, вара ачасене вӑратас мар тесе коридора чӗрне вӗҫҫӗн чупса тухрӑм та хам кабинета пырса кӗтӗм, диван ҫине йӑтӑнса анса, йӗрсе ятӑм.

«Эпӗ — таса чунлӑ ҫын, эпӗ — аттепе аннен ывӑлӗ, эпӗ — мӗнпур пурнӑҫ тӑршшӗпех телейлӗ ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗччӗ, эпӗ ӑна нихҫан та улталаман… Кунта вара! пилӗк ача, вӑл пур — музыканта ыталать, мӗншӗн тесен вӑл хӗрлӗ туталлӑ! Ҫук, ку вӑл — этем мар! Ку вӑл — йытӑ ами, йӗрӗнчӗк йытӑ ами! Мӗнпур пурнӑҫ тӑршшӗпех вӑл ачасене юрататӑп тесе улталаса пурӑннӑ, халь ак вӗсен пӳлӗмӗпе юнашарах… Ман пата мӗнле ҫыру ҫырса янӑ-ха тата! Мӑйран мӗнле сӗмсӗррӗн ҫакӑнать! Мӗн пӗлетӗп эпӗ? Тен, унччен те яланах ҫапла хӑтланнӑ вӑл? Тен, хамӑн шутланакан ачасене те вӑл пӗтӗмпех лакейсемпе тунӑ? Ыран эпӗ киле ҫитнӗ пулӑттӑм та, вӑл, ҫӳҫне илемлӗн тураса пуҫтарнӑскер, ҫинҫе пилӗклӗскер, кӗрнеклӗ утса тухса мана кӗтсе илнӗ пулӗччӗ (эпӗ унӑн илемлӗ питне куратӑп, анчах ӑна кураймастӑп), вара ман ӑшра ҫав кӗвӗҫӳ тискер кайӑкӗ ӗмӗрӗпех ларнӑ пулӗччӗ, чӗрене какайланӑ пулӗччӗ. Няня мӗн шутлӗ, Егор. Мӗскӗн Лиза тата! Вӑл чылаях ӑнланса илнӗ ӗнтӗ. Кунта вара ҫав сӗмсӗрлӗх! Ҫав ултав! Эпӗ пӗлекен ҫав выльӑх туйӑмӗ!» — хампа хам ӑшра калаҫрӑм эпӗ.

Эпӗ тӑрасшӑн пултӑм, анчах пултараймарӑм. Чӗре ытлашши хытӑ тапнипе эпӗ ура ҫинче тӑма та пултараймарӑм. Ҫук, эпӗ чӗре ҫурӑлнипе вилетӗп. Вӑл, арӑм, мана вӗлерет. Ӑна ҫавӑ кӑна кирлӗ. Мӗнле, ӑна хӑйне вӗлермелле-и? Ҫук, ку вӑл уншӑн ытла ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ, эпӗ ӑна вӗлермӗп. Ҫапла, эпӗ кунта ларатӑп, вӗсем унта апат ҫиеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, тата… Ҫапла, вунҫиччӗри хӗр мар пулин те, Трухачевекий унран йӗрӗнсе тӑман: ҫапах та вӑл начар хӗрарӑмах мар вӗт, чи кирли тата — хаклӑ сывлӑхшӑн хӑрамалли кунта нимӗн те ҫук. «Мӗншӗн эпӗ ӑна ун чух пӑвса пӑрахман-ши?» — пӗр эрне каялла ӑна пӳлӗмрен хӑваласа кӑларнине тата урайне тӗрлӗ япаласемпе ҫапнине аса илсе шухӑшларӑм эпӗ. Ун чухне хам мӗнле пулнине аса илтӗм; аса илтӗм ҫеҫ мар, манӑн каллех ҫавӑн чухнехи пек ҫӗмӗрес, ватас килчӗ. Астӑватӑп: манӑн хӑвӑртрах ӗҫе пуҫӑнас килчӗ, ҫав ӗҫе тӑвасси ҫинчен шухӑшлассисӗр пуҫне пуҫра урӑх нимӗн те юлмарӗ. Хӑрушлӑх ҫитсе ҫапсан, тискер кайӑк е этем, тарӑхса ҫитнӗскер, пурне те тӗп-тӗрӗс, васкамасӑр, анчах пӗр минута та сая ямасӑр тума пуҫлать, пӗртен-пӗр тӗллеве ҫеҫ пӑхӑнса ӗҫлет. Эпӗ те ҫапла пулса тӑтӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех