Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

малашне сăмах пирĕн базăра пур.
малашне (тĕпĕ: малашне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗш каҫхинех ҫапла тыллать пулсан, малашне мӗн кӗтмелле тет?

Если в первый же день она так себя ведёт, то чего ждать в будущем?

Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Малашне ытти авторсен те «каюра» вырӑнне «кай ура» ҫырмалла тесе пӗтӗмлетӳ турӗ Ю.М. Виноградов.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

— Паян ҫӑлӑнса юлсан малашне куҫ курӗ унта…

— Если сегодня спасемся, в дальнейшем будет там видно...

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Шомик ялӗнче пурӑнакансене Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парнепе район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова та саламларӗ, малашне те активлӑ пулма, культурӑпа яланах ҫыхӑнура пулма чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

Малашне те выпускниксемпе мӑнаҫланас тесен вара вӗренӳ процесне малтан мала аталантарса пымаллине, ҫӗнӗлӗхсене алла илмеллине пурнӑҫ хӑйех кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Мӗн тунмалли, чӑн та, чӗри ыратнӑ унӑн, чӑтма ҫук ыратнӑ, ҫапах та «мӗнле ӗнтӗ эпӗ капла малашне» тесе шутсӑр шухӑшласах та кайман вӑл.

Ему правда было горько, очень горько, но все-таки он не думал о том, «как он теперь будет».

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ҫапла кала-кала йӗчӗ: — Мӗнле ӗнтӗ эпӗ капла малашне?

Плакал, говорил:– Как же я теперь буду-то?

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

— Епле ларкаласа тӑрӑн ӗнтӗ эс малашне?

– Как теперь сидеть-то будешь?

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Эппин, тусӑмӑрсем, ентешӗмӗрсем, малашне те пӗрлех пулар.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Паянхи тата иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен каласа паракан чи ҫивӗч очерксемпе эссесем, чӗлхе, наци, общество, тӗн, культура, ӳнер, кӑмӑл-сипет, литература тишкерӗвӗсем, критикӑлла статьясем, ытти жанрпа ҫырнӑ усӑллӑ хайлавсем, архив докуменчӗсем малашне те пулӗҫ журналӑмӑрта.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Эсир юратса вулакан «Тӑван Атӑл» литературӑпа культура тата искусство журналӗ (асӑрхӑр - тӑван чӑваш чӗлхипе патшалӑх шайӗнче кун ҫути куракан пӗртен-пӗр журнал) малашне те чӑваш ҫыравҫисен, сӑвӑҫисен, публицисчӗсемпе критикӗсен чи лайӑх хайлавӗ-тӗпчевӗсемпе паллаштарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Эппин, ентешӗмӗр-йӑхташӑмӑрсем, малашне эпир тата эсир пурте интернет паракан майсемпе - электронлӑ ҫырӑнтару, скайп ҫыхӑнӑвӗ, электронлӑ почта т.ыт.те - туллин те тухӑҫлӑн усӑ курасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Чӑваш Республикин тӗп хулинче - шурӑ Шупашкарӑмӑрта - тӑван чӗлхепе тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала 2017 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче илсе тӑрас, вулас, эппин унпа малашне те туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытас, пӗтӗм Чӑваш тӗнчин (ҫав шутра чӑн малтан литература, культура тата ӳнер пулӗҫ паллах) хыпарӗсене пӗлес текенсен йышӗ самаях ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Малашне ҫаплах пулсан вара сирӗн тӗлӗшпе ыйтусем тата ытларах ҫуралӗҫ: прокуратура, следовательсем — вӗсене кӑтартусем пама тивӗ…»

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Вӗсем халӗ те тумласа тӑраҫҫӗ, малашне те, эпӗ халӗ асӑннӑ ӗҫсем халапсем ӑшне путса пӗтӗмпех манӑҫа тухсан та, ҫав тумламсем тумласа тӑрӗҫ.

Она падает и теперь, и будет падать, когда все это станет вчерашним днем истории, уйдет в сумерки прошлого, а там и в непроглядную ночь забвения.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки вӑл чӗннине хавассӑн йышӑннӑ, вӗсем вара малашне пӑхса пӗлмешкӗн чул ҫине хӑрӑмпа паллӑ тунӑ та ҫӗнӗ япаласем шыраса тупма кайнӑ.

Он позвал Бекки, и, сделав копотью знак, чтобы не заблудиться, они отправились на разведку.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вара икӗ ҫарӗ те мӗн чухлӗ ҫын ҫухатнине шутларӗҫ, тыткӑна лекнисене улӑштарчӗҫ, малашне пӗр-пӗринпе хирӗҫӳсем пуласси тӗлӗшпе ҫӗнӗрен килӗшӳ турӗҫ тата хӑш кун тепре татӑклӑн ҫапӑҫасси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.

Подсчитали убитых, обменялись пленными, уговорились, когда объявлять войну и из-за чего драться в следующий раз, и назначили день решительного боя.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Карчӑк, хӑй чеелӗхӗнчен нимӗн пайтине курмарӗ пулин те, малашне Том хӑйне итлекен пулӗ тесе хӗпӗртерӗ.

Она и огорчилась, что проницательность обманула ее на этот раз, и обрадовалась, что Том хоть случайно вел себя хорошо.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

– Юлия, мӗнле шутлатӑр, харпӑр ӗҫ йӗркелени малашне вӑтам бизнеса куҫма е пысӑк бизнеспа хутшӑнусем йӗркелеме пулӑшӗ-и?

— Юлия, как думаете, налаживание самозанятности поможет в будущем перейти в средний бизнес или же наладить связи с крупным бизнесом?

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

«Авангард» хаҫатӑн иртнӗ номерӗсенче Х-ХII ӗмӗрсенче Тикеш хулашӗ пулнӑ тӗлте малашне этнографипе археологи территорине, туристсен комплексне йӗркелес пирки пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тикеш хулашӗ - аваллӑх управҫи // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех