Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ»

Автор: Ирина Трифонова

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2019.05.30

Хушнӑ: 2019.06.08 14:29

Пуплевӗш: 143; Сӑмах: 1179

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Экономика

Кун ҫинчен эпир «Харпӑр хӑйне ӗҫпе тивӗҫтерекенсене пулӑшакан центр» коммерцилле мар автономилле организацин соучредителӗпе Юлия Райнвайнпа курса калаҫрӑмӑр.

– Юлия, сирӗн шутпа харпӑр хӑйне ӗҫпе тивӗҫтерекенсемпе ҫыхӑннӑ Раҫҫей законне вӑхӑтлӑ йышӑннӑ-и, кирлӗ-и вӑл пирӗн граждансене?

– Манӑн экономика пӗлӗвӗ ҫуккипе закона рынок экономики енчен хаклама пултараймастӑп. Малтанласа ку процеса шанмасӑртарах йышӑнтӑм. ТР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Предпринимательство ӗҫӗсен комитечӗ ҫулталӑк каялла фокус-групсем (социологи тӗпчевӗсен мелӗсенчен пӗри. -Авт.) йӗркелеме пуҫласан та шану ҫукчӗ-ха. Мӗншӗн тесен тӗллевӗ ӑнланмалла марччӗ. Мӗн тума бизнеса ҫиеле кӑлармалла, енчен те ун тулашӗнче те йӑлтах йӗркеллӗ пулсан? Хӑй ҫине ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ паян та: «Мӗн парать мана закон налог тӳленипе лӑпкӑ ҫывӑрма пуҫланисӗр пуҫне?» – ыйтӑва лартать. Чӑн та, мӗн парать патшалӑх пире? Закон тулашӗнчи экономикӑран тухма мотиваци панисӗр пуҫне? Закон кӑларса патшалӑх пире правасемпе тивӗҫтерчӗ. Харпӑр хӑйне ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн (малалла кӗскетсе «харпӑрҫӑ» тейӗпӗр) тӗрлӗ ӗҫ пулма пултарать. Хам ҫинчен калас-тӑк, харпӑрҫӑ пек ӗҫлеме ачапа декретра ларнӑ чухне пуҫларӑм. Декрета «Универсиада ялӗн» дирекцийӗнчен тухрӑм.

– Унта мӗн вӑхӑт хушши ӗҫлерӗн?

– Сакӑр ҫула яхӑн. Универсиадӑна, унтан Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионатне ирттернӗ ҫӗре хутшӑнтӑм. Малтанласа волонтер пек. Тӗрӗссипе, мӑнаҫлансах волонтер юхӑмне хамӑр пуҫарса ятӑмӑр теме пултаратпӑр. Тутарстанра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те. Универсиадӑна тав, унран йӑлт пуҫланчӗ. Атӑлҫи Физкультурӑпа спорт академийӗнче вырнаҫнӑ Универсиада музейӗ те манӑн проект.

– Лайӑх ҫӗрте ӗҫленӗ, апла мӗн хистерӗ харпӑрҫӑ ҫулӗпе утма?

– Декрета кайсан кил хӗрарӑмӗ пек кӑна ларасси мана тивӗҫтермерӗ. Ҫапла ача-пӑча таварӗсемпе услугисен маркечӗпе ӗҫлеме тытӑнтӑм. Унччен маларах килте хам алӑпа дизайнер куҫкӗскийӗсем тӑваттӑм. Вӗсене сутма вырӑн кирлине тӳрех ӑнланса илтӗм. Вара пуҫарӑва хам ҫине илсе суту-илӳ площадкине хатӗрлеме пуҫларӑм. Харпӑрҫӑн тӗрлӗ ӗҫ пулма пултарать терӗм маларах. Хӑш-пӗри курӑнмасӑр ӗҫлеет, теприне легализациленмесӗр май ҫук. Суту-илӳ центрӗсенче вырӑн арендӑна илсе унта хам пек килте ӗҫлекен 30 яхӑн аннене явӑҫтартӑм. Кашнин хӑйӗн япали: ювелир капӑрлӑхӗсем, ҫыхнӑ тумтир, тӑм савӑт-сапа тата ытти те. Ҫавӑнтах тӗрӗслевпе килес пулсан хӳтӗленсе хамшӑн та, ӗҫлекенсемшӗн те нимӗн те калама пултараймассине ӑнланаттӑм. Эпӗ йӗркелӳҫӗ-ҫке. Ҫавӑнпа теветкеллӗх пысӑкчӗ. Ку ӗҫре рекламӑсӑр май ҫук, ӗҫ уҫӑ, ӑна вара право йӗркине сыхлакан органсем те кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа харпӑрҫӑсем ҫинчен закон маншӑн кирлӗ пулса тухрӗ. Ман тавар туянакансен, закон тата хам умра та тӳрӗ пулас килет. Ҫав вӑхӑтрах курӑнмасӑр ӗҫлес текенсем йышлӑ-ха.

– Вӑхӑт ҫитсен вӗсене те «шӑтӑкран» туртса кӑлараҫҫех ӗнтӗ?

– Паллах, тӗтӗрсе кӑлараҫҫех. Анчах кӗтмелле-и ҫакна? Ну, 5 е 10 ҫул пытанса ӗҫлӗн, анчах легальлӗ ҫул ҫине тухма тиветех. Закон пур, ӑна пӑхӑнмасӑр предприниматель ӗҫне пурнӑҫланӑшӑн явап тыттарассине те никам та илсе ывӑтман. Ман шутпа, халӗ, закон стартра чух, палӑрни аванрах, хӑвна кирлӗ условисене ыйтса илме пулнипе. Харпӑр позици автономилле организаци йӗркелесе ярас яваплӑха хам ҫине илме хистерӗ те.

– Сансӑр пуҫне унта кам кӗрет?

– Харпӑрҫӑсене пулӑшакан центрӑн тепӗр соучредителӗ Лиана Пахарева кондитер, вӑл килте зефир тӑвать. Эпир унпа фокус-групсен пӗринче, иртнӗ ҫулта Тутарстан Президенчӗпе иртнӗ канашлура паллашрӑмӑр. Пирӗн граждан позицийӗ пӗрешкел. Харпӑрҫӑсемпе ҫыхӑннӑ темӑна питӗ тарӑн кӗрсе кайнипе-и, пиртен ыйтакансем йышланчӗҫ. Юлия Райнван е Лиана Пахарева пек кӑна явап тытни тӗрӗсех мар. Кам вара эпир? Центр йӗркелесе ярса статус илме, ыттисене пулӑшма шухӑш ҫуралчӗ.

– Центр тавра ҫын нумай пуҫтарӑнчӗ-и? Миҫен эсир халь?

– Нумай-и, сахал-и – калама пултараймастӑп. Нумай пулмасть Лианӑпа Тимур Нагуманов (ТР Президенчӗ ҫумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнӑйӗ) Ҫырчаллинче предпринимательсемпе тӗл пулчӗҫ. Ҫавӑнта харпӑрҫӑсен чатне йӗркелес шухӑшпа таврӑнчӗ вӑл. Уҫрӑмӑр, пӗр талӑкрах унта 100 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

– Влаҫпа хутшӑнусем мӗнле йӗркеленсе пыраҫҫӗ? Ӑнланаҫҫӗ-и вӗсем сирӗн ӗҫе тата мӗнле пулӑшу хатӗрӗсем пур вӗсен сире валли?

– Чи малтан Тимур Нагуманова тав тӑвас килет. Вӑл чӑннипех пирӗн йывӑрлӑхсене ӑнланакан ҫын. Вӗсем патшалӑх йышӑннӑ мелрен пӑрӑнса пирӗнпе ҫывӑх, тӳрӗ диалог йӗркелерӗҫ. Харпӑрҫӑсем ҫинчен закон-тӑк, вӑл ятне тивӗҫтертӗр тесе ӗҫлеҫҫӗ, патшалӑха кирлӗ пек кӑна мар. Ҫулталӑк хушшинче мӗнле кӑна тӗлпулу иртмерӗ-тӗр: уйрӑммӑн кондитерсемпе, косметологсемпе, мероприяти ертӳҫисемпе, тренерсемпе, коучсемпе, ыттисемпе. Ҫапла вӗсем кашни пӗрлӗхӗн проблемисене, ӗҫ майне пӗлме тӑрӑшрӗҫ. Хамӑр центр ӗҫне те вӗсен тӗслӗхӗпе йӗркелеме тӑрӑшатпӑр, отрасле кура эппин. Сӑмахран, кондитерӑн проблемисем парикмахерӑннинчен пач уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Сӑмах май, центр ӗҫне кондитерсен чатӗнчен пуҫларӑмӑр. Мӗншӗн тесен кӑткӑс ушкӑн. Роспотребнадзор тимлӗхӗ питӗ пысӑк. Закона, закон айӗнчи актсене илес пулсан вӗсен нимле те килте ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ.

– Вӗсен урӑхла май та ҫук-ҫке. Нумайӑшӗ килте торт пӗҫернипе кӑна тытӑнса тӑрать те, ҫемйине тӑрантарать.

– Шел пулин те, ку – закона пӑсни. Килте санэпидемстанци нормисене ниепле те тивӗҫтерме ҫук. Сӑмахран, икӗ холодильник пулмаллах, ытти оборудовани. Хваттер пысӑк кирлӗ. Кондитерсене пулӑшма пӗрремӗш утӑма турӑмӑр. Патшалӑх власть органӗсемпе харпӑрҫӑсем пӗрле роспотребнадзор валли документ хатӗрлерӗҫ. Унта килте ӗҫлекен кондитерӑн ӗҫ нормисене палӑртнӑ. Тутарстан Республики шайӗнче документа йышӑннӑ, федераллӑ шайра та ҫирӗплетессе шанатпӑр. Пирӗн задача халӗ – кашни отрасль енӗпе ҫак схемӑпа ӗҫлесси, черетре косметологсем.

– Косметологи услугисене килте илесси потребительшӗн те теветкеллӗ. Мӗн-тӗр пулсан, косметолог сан сывлӑхушӑн явап тытмасть.

– Ку чухне ҫын хӑй те яваплӑ, кам патне кайнине тӗплӗн тӗрӗслемелле. Ҫавӑнпа нормативсем кирлӗ те.

– Пурин те килти условисене нормативпа танлаштарма май пулӗ-ши?

– Камӑн пулмасть, ун ҫак сферӑран кайма тивет.

– Енчен те харпӑр ӗҫ ҫемьене тӑрантармалли пӗртен-пӗр май пулсан?

– Мӗн тӑвӑн. Ӗҫлес килсен нормативсене пӑхӑнма тивет. Анчах ҫакӑнтан хӑрамалла мар. Документ питӗ ансат. Тата ӑна чиновник пӗччен шутласа туман, диалога харпӑрҫӑсем хӑйсем те хутшӑннӑ. Шантарса калатӑп, норматива тытса пыма йывӑр мар. Чӑннипех кукӑль пӗҫерме юрататӑн пулсан, документ саншӑн пулӑшу кӑна пулать.

– Министрсен Кабинетӗнче ҫак темӑпа иртнӗ юлашки пресс-конференцире республикӑра харпӑрҫӑсен шучӗ 8 пинрен иртсе кайнине каланӑччӗ. Мӗнле професси е специальность ҫыннисем унта ытларах?

– Кун пек статистика хальлӗхе ҫук. Сӑнанӑ тӑрӑх, «Яндекс таксипе» ӗҫлекенсен шучӗ хӑвӑрт ӳсет. Паллах, кондитерсем, бьюти индустри специалисчӗсем, слесарьсем, сехетлӗх «упӑшкасем».

– Харпӑр хӑйне ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн налог тӳленисӗр пуҫне Пенси фондне те укҫа хурса пыма интерес пур-и? Мӗнле калас, малашлӑх ҫинчен те шутламалла.

– Патшалӑх харпӑрҫӑсене Пенси фончӗн яваплӑ тӳлевӗсенчен хӑтарнӑ. Харпӑр предприниматель пек регистрациленсен, сӑмахран, ҫак тӳлев ҫинчен чи малтан аса илтереҫҫӗ. Ним те ӗҫлесе илмесен те ҫулталӑкне 36 е 39 пин тенкӗ Пенси фондне кӑларса памалла. Старт-ап пулсан та ку нумайӑшне ӗҫ пуҫарма чарса тӑрать. Темле ӗҫ кайӗ-ха, прогноз маларах тума йывӑр. Енчен те харпӑрҫӑ Пенси фондне хӑй ирӗкӗпе тӳлес тесен, чару ҫук.

– Юлия, мӗнле шутлатӑр, харпӑр ӗҫ йӗркелени малашне вӑтам бизнеса куҫма е пысӑк бизнеспа хутшӑнусем йӗркелеме пулӑшӗ-и?

– Паллах. Ку площадкӑра хӑвна бизнесра тӗрӗслесе пӑхса пысӑкрах ҫул ҫине тухма пулать. Предпринимательсенех илер, вӗсен теветкеллӗх пысӑк, ҫавӑнпа нумайӑшӗ хӑй ӗмӗтне пӑрахӑҫлать, тара кӗрсе ӗҫлеме йышӑнать. Харпӑрҫӑн ун пек хӑрушлӑх ҫук. Явапӗ те хӑв умӑнта кӑна. Харпӑрҫӑ паян бизнеспа нимӗн те туман ҫын хушшинчи сий. Енчен те тавар ҫаврӑнӑшне вӑл 2,4 миллион тенкӗрен каҫарчӗ-тӗк, малалли ҫул вӑтам е пысӑк бизнеса.

– Килте ӗҫлекенсенчен чылайӑшӗ харпӑрҫӑ пек регистрациленсе тупӑшран 4 процент налога та тӳлесшӗн мар. «Кирлӗ хатӗре НДС тӳлесе илнӗ, ҪКХ услугисемшӗн тарифпа тӳлетпӗр. Апла мӗншӗн тата налог тӳлемелле?» – тенине илтме пулать. Мӗн шутлатӑр кун пирки?

– Сирӗнпе тӗл пуличчен кӑна экономика министрӗпе канашлу иртрӗ. Вӑл халӑха патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе темиҫе социаллӑ программа ӗҫленине аса илчӗ. Сӑмахран, сывлӑх сыхлава тем пек вӑрҫсан та тӳлевсӗр медицина ҫӗршывра пур. Ӑнсӑртран чирлесе ӳксен васкавлӑ пулӑшу сирӗн пата килетех. Хӑш-пӗр ҫӗршывра вӑл тӳлевлӗ. Мӗнле шутран тӳленеҫҫӗ программӑсем? Паллах, пирӗн налогсенчен. 4 процентлӑ налог вара нумай мар. Кунта кӑшт кӑна граждан позицийӗ те кирлӗ. Харпӑрҫӑ пек регистрациленни патшалӑхпа тӳрӗ «вӑйӑ» йӗркелеме пулӑшать. Кӑтарт хӑвна, пултарулӑхна, патшалӑх пулӑшӑвне ыйт. Ыйтсан субсиди параҫҫӗ. Ман шутпа, алӑран тытасса кӗтмелле мар, курӑнса ӗҫлеме тытӑнмалла. Хальлӗхе регистрациленменшӗн явап тыттармаҫҫӗ-ха, штрафсем ҫине мораторий хунӑ. Анчах мӗншӗн кӗтмелле ӑна? Харпӑрҫӑ пек регистрациленни предприятисемпе, компанисемпе ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшнине те манас марччӗ. Вӑтам е пысӑк бизнес уйрӑм ҫынпа ӗҫлеме иккӗленет. Харпӑрҫӑ статусӗ пурри вара шанчӑк ҫуратать. Ыйтура палӑртнӑ шухӑш тӗрӗс мар, кӑна закона шалтан ӑнланма пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫын хӑйех ӑнланать. (Автор сӑнӳкерчӗкӗ).

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех