Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

малашне сăмах пирĕн базăра пур.
малашне (тĕпĕ: малашне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашне вӑл Вӗрентӳ аталанӑвӗн институтне ертсе пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Эпир вара сиртен малашне те ҫӗнтерӳсем кӗтӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Малта — пысӑк ӗмӗтсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫак ӑнланулӑх малашне те ҫумрах пуласса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малашне те пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр.

-И в будущем чтоб достигали больших успехов в творчестве.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малашне те ҫаплах пуласса шанатӑп.

Я думаю, что и дальнейшем будет так.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗсем малашне те темиҫе килограмлӑ спорт хатӗрӗсене ҫӗклесе тӗрлӗ турнирта ҫынсене тӗлӗнтерес тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Малашне те ҫулленех ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ашшӗн портретне йӑтса Хӗрлӗ тӳремре утма тӗв тӑвать.

И впредь каждый год 9-го мая собирается выйти с портретом отца на Красную площадь.

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫак тӑрӑхри ял хутлӑхӗсенче малашне пӗтӗм республикипе усӑ курмалли экспериментсем иртмеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Малашне ҫак ӗҫе пӗр «Чистый город» компани кӑна илсе пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чӑваш Ен халӑхӗшӗн малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлессе шантарсах сӑмах пачӗ Алена Аршинова пресс-конференцие пӗтӗмлетнӗ май.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пирӗн малашне те хастар пулмалла.

Нам и в дальнейшем нужно быть активными.

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Малашне пире выляса-кулса ӗмӗр ирттермелӗхне пар.

Дай нам возможность провести жизнь в радости - без забот.

Кил пуҫӗн кӗлли (13) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

Эй, ырӑ Турӑ, тата малашне ырӑлӑх пар, кун кунлама кун пар, ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр пар, ӗмӗрлеме ӗмӗр пар, юсми юлми пил пар, ҫын ҫинче ҫын пек ҫӳремелӗхне пар, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар.

О, великодушный Бог, и впредь добра дай, день продневать день дай, ночь проночевать ночь дай, век прожить века дай, дай неиссякаемого благословения, на людях дай возможность ходить людом, на селе ходить дай возможность ходить селянином.

Ирхи сӑвап (2) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.

Инкек тӳсрӗм те, малашне ун пек хӑтланмастӑпах.

После такого несчастья, впредь так не буду делать.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Инкек тӳсрӗм те, малашне ун пек хӑтланмастӑпах.

После такого несчастья, отныне не буду поступать таким образом.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Патреккелти халӑх хорӗн /ертӳҫи - Г. Борисов/, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» /ертӳҫи - И. Шурбин/, Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» ансамбль /ертӳҫи - А.Краснова/, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗн /ертӳҫи - В.Доброхотов/ коллективӗсене, ҫавӑн пекех историпе тӑван тавралӑх музейӗн /ертӳҫи С.Голубева/ тата районти культура ӗҫченӗсене пултарулӑх ӗҫӗнче малашне ӑнӑҫусем сунатӑп.

Народному ансамблю из Патрекеево /руководитель - Г.Борисов/, коллективу при районном доме культуры "Дружба" /руководитель - И. Шурбин/, ансамблю "Надежда" из Выраскасси /руководитель - А.Краснова/, творческим коллективам дома культуры из Нового Буа /руководитель В.Доброхотов/, а также работникам историко-краеведческого музея /руководитель - С.Голубева/ и работникам культуры района в дальнейшей творческой работе желаю удачи.

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Пирӗн тӗллев - ҫак пысӑк пуянлӑха малашне те упрасси, унпа ҫитӗнекен ӑрӑва ҫывӑхлатасси», - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Наша цель - сохранить и в дальнейшем это большое богатство, приблизить к нему подрастающее поколение", - сказал Глава Чувашии.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ирӗксӗрех классикӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» тенӗ сӑмахсене аса илсе малашне пулӑпӑр-ши тесе иккӗленетӗн.

Невольно вспомнив слова классика "Мы были, есть, и будем", начинаешь сомневаться будем ли мы.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫак уява ирттернӗ чухне малашне сцена ҫи-пуҫне ҫеҫ мар, кулленхи тум пирки аса илни те вырӑнлӑ пуласса шанас килет.

Пока проводят такие мероприятия, хочется верить, что в дальнейшем будет к месту вспомнить о чувашской одежде не только как сценическую одежду, а как и повседневную.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Малашне те аталанасса шанатпӑр.

Верим развитию и в будущем.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех