Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпине (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпине йӳле янӑ, ярханах хӑй, сарлака хура пиҫиххийӗ тирпейсӗр сулланать.

Черная холщовая рубаха на нем была расстегнута, а концы небрежно повязанного широкого черного пояса свободно болтались.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Куҫҫуль тумламӗсем, питҫӑмартисене йӗп-йӗпех йӗпетсе, тахҫантанпах хырманнипе шӑртланса ларнӑ сухалӗ ҫинче тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ те, кӗпине кӑкри тӗлӗнче хура пӑнчӑсемпе эрешлесе пӗтерсе, юха-юха анаҫҫӗ.

Они текли, обильно омывая щеки, задерживаясь в жесткой поросли давно не бритой бороды, черными крапинами узоря рубаху на груди.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл вӑкӑрсем патне чуптарса пыракан Мишка Игнатенока темле майпа уринчен ярса тытма ӗлкӗрчӗ, вара лаша ҫинчен туртса антарчӗ те ҫӗр ҫинче ӳпне-питне йӑвалантарса, ӑна пӗр хӗрхенмесӗр лутӑркаса тӑкрӗ, нумай тӗлтен ҫапса кӑвакартса пӗтерчӗ, ҫийӗнчи кӗпине хулпуҫҫисем ҫинчен чӑр-чарах ҫурса антарчӗ.

Он изловчился ухватить подскакавшего к быкам Мишку Игнатенка за ногу, стянул с лошади и, в короткий срок жестоко извозив его по земле, во многих местах наставил синяков и начисто спустил с плеч рубаху.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн ҫӑварӗнчен чикаркки тухса ӳкрӗ, пӗртен пӗр кӗпине ҫунтарса шӑтарчӗ, пысӑк хура шӑтӑк туса хучӗ.

Из губ его валится цигарка, прожигает большую черную дыру на единственной рубахе.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй вара, хуйхӑ-суйхӑпа, ӗмӗрех ҫитмен пурнӑҫпа тертленсе, ӗлӗкхи илемне, сывлӑхне тата чеченлӗхне ҫухатнӑскер, ҫу каҫипех ала пек шалатка пӗртен пӗр кибкипе ҫӳресе ирттернӗ, хӗлле тата пӗртен пӗр кӗпине ҫуса ҫаксан, ачисемпе пӗрле ҫаппа-ҫарамас кӑмака ҫинче ларнӑ, мӗншӗн тесен улӑштарса тӑхӑнмалли урӑх нимӗн те пулман…

А сама, растерявшая от горя и вечных нехваток былую красоту, здоровье и свежесть, все лето исхаживала в одной редкой, как сито, юбчонке; зимою же, выстирав единственную рубаху, в которой кишмя кишела вошь, сидела вместе с детьми на печи голая, потому что нечего было переменить…

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл кӗпине ҫӑм лапчашки пек арпашӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сухалӗ таранах тавӑрса уҫса хунӑ, шупка ӳтлӗ ырханкка хырӑмӗ ҫине пӗр ултӑ литра яхӑн кӗрекен тӑм чӳлмек ӳпӗнтернӗ, чӳлмеккин ҫӳхе хӗррисем ун хырӑмне кассах кӗрсе ларнӑ.

Рубаха его была завернута до свалявшейся в клочья бороденки, а в тощий бледный живот, поросший седой гривастой шерстью, острыми краями вонзилась опрокинутая вверх дном глиняная махотка, вместимостью литров в шесть.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл кӗпине ҫӑм лапчашки пек арпашӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сухалӗ таранах тавӑрса уҫса хунӑ, шупка ӳтлӗ ырханкка хырӑмӗ ҫине пӗр ултӑ литра яхӑн кӗрекен тӑм чӳлмек ӳпӗнтернӗ, чӳлмеккин ҫӳхе хӗррисем ун хырӑмне кассах кӗрсе ларнӑ.

Рубаха его была завернута до свалявшейся в клочья бороденки, а в тощий бледный живот, поросший седой гривастой шерстью, острыми краями вонзилась опрокинутая вверх дном глиняная махотка, вместимостью литров в шесть.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат Майданниковӑнне, хӑйӗн кӳршӗри кумӗ ҫийӗнчи кӗпине кӑвапа таранах ҫурса антарчӗ.

На Кондрате Майданникове родной кум его и сосед порвал до пупка рубаху.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла вара Андрей, унччен ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳренӗскер, вилнӗ упӑшка вырӑнне йышӑннӑ арҫын тивӗҫӗпе усӑ курса, вахмистрӑн пуставран ҫӗлетнӗ шӑлаварӗпе кӗпине тӑхӑнса ячӗ, кӗпи ҫаннисем хӑйне палӑрмаллах кӗске пулин те, ҫанӑсен эрешле вӗҫӗсем тӑвӑртарах пулин те, ҫав тумпа вӑл пӗр вӑтанмасӑрах Гремячий тӑрӑх шукӑлленсе ҫӳреме пуҫларӗ.

И вот Андрей, до того ходивший голодранцем, — не стыдясь, на правах преемника, защеголял по Гремячему в суконных вахмистровых шароварах и рубахах, рукава и воротники которых были ему заметно коротки и узковаты.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сывлӑш хумӗ ӑна пӳлӗм ӑшнелле сулӑнтарчӗ — анчах вӑл ӗҫӗ ҫинчен куҫне илмерӗ, сывлӑш вӗрсе хӑпартнӑ кӗпине тӳрлетмерӗ.

Ударом воздуха ее качнуло внутрь комнаты, — она не отвела глаз от работы, не поправила платья, развеянного ветром.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Эпӗ хӗрарӑмӑн йӗпе кӗпине туртса хывнӑ чух — ӗҫ ҫинчен калаҫнӑ пек, вӑл лӑпкӑн ыйтрӗ:

А когда я начал стаскивать с женщины мокрые юбки — он спросил тихо и деловито:

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Анчах пирӗнтен пӗри ӑна хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗпине сапласа пама ыйтсассӑн, вӑл йӗрӗннӗ пек тулхӑрса илчӗ те ҫапла ҫеҫ каларӗ: — Акӑ тата! Саплӑп эп… кӗтсех тӑр! — терӗ.

Но когда один из нас попросил ее починить ему его единственную рубаху, она, презрительно фыркнув, сказала: — Вот еще! Стану я, как же!..

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Аскӑнма та пӗлместӗн! — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ Челкаш; вӑл хӑйӗн куртки айӗнчен кӗпине ҫурса илчӗ те, нимӗн шарламасӑр, сайра-хутра ҫеҫ шӑлне шатӑртаттарса, пуҫне ҫыхма тытӑнчӗ.

И блудить-то не умеешь!.. — презрительно крикнул Челкаш, сорвал из-под своей куртки рубаху и молча, изредка поскрипывая зубами, стал обвязывать себе голову.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ефим куҫне хӗсрӗ те пулӑҫсем ҫине пӑхса илчӗ, ун хыҫҫӑн ҫӑпатине салтрӗ, хутаҫҫине ҫурӑм хыҫӗнчен илсе пӑрахрӗ, унтан кӗпине хыврӗ.

Ефим минуту щурит свой глаз на рыболовов, затем снимает лапти, сбрасывает с плеч мешочек и снимает рубаху.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

— Пӑх-ха, кӗпине хывать, — тесе тӗкрӗ Зина Колесова Машӑна.

— Смотри, раздевается, — толкнула Машу Зина Колесова.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан ҫӗлесе пӗтерчӗ те ҫипне ҫыртса татрӗ, кӗпине чӗркесе, ҫывӑрмалли пӳлӗме кайса хучӗ.

Потом дошила, откусила нитку, свернула работу и отнесла в спальню.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тарҫӑран та япӑхрах, теҫҫӗ: халӗ тарҫӑ та кун пек атӑ тӑхӑнмасть, кӗпине те кашни кун улӑштарать.

Хуже лакея, говорят: нынче и лакей этаких сапог не носит и рубашку каждый день меняет.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Виц-мундирне вӑл ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тӳмеленӗ, ҫавӑнта унӑн кӗпине курмалла мар — те пур ун кӗпи, те ҫук; галстукне ахаль тӗвӗлесе ҫыхнӑ, ун вӗҫӗсене мундир айне пытарнӑ.

Вицмундир на нем был застегнут на все пуговицы, так что нельзя было узнать, есть ли на нем белье или нет; галстук завязан простым узлом, и концы спрятаны вниз.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӑнах та-ҫке; вӗсем Андрея илсе килнӗ — анчах мӗнле ҫи-пуҫпа; вӑл атӑсӑр, кӗпине ҫурса пӑрахнӑ, хӑйӗн сӑмсине е тепӗр ачан сӑмсине ватса пӗтернӗ.

В самом деле, привели Андрея — но в каком виде: без сапог, с разорванным платьем и с разбитым носом или у него самого, или у другого мальчишки.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫын кӗпине ҫурма ирӗк параҫҫӗ пуль сана!

 — Дадут тебе чужое платье драть!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех