Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кӗвӗллӗн чӑрӑлтатса тӑракан тавралӑхра, лӑпкӑ сывлӑша хускатса, тӑтӑшрах та тӑтӑшрах такамӑн «А-а!» тесе кӑшкӑрнӑ хайхи тӗлӗнӳллӗ сасси е тата аташса ҫӳрекен пӗр-пӗр кайӑк ҫухӑрни илтӗне-илтӗне каять.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ан тар, тухтӑр! — кӑшкӑрнӑ пӑлхар полицейскийӗ.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пур пӗрех пӑлхарсене пӗтӗмпе персе пӗтерейместӗр! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пирвайхи каҫ вӑл Кирсанов сӑмахне ҫӑварне карсах итлесе ларнӑ, макӑрнӑ, Кирсанов сӑмахне пӳле-пӳле, пӗтме пӳрнине ылханса кӑшкӑрнӑ, пурӑнма пӳрнишӗн савӑнса, ӑна ырӑ суннӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— …Пӗтрӗ сан ӗмӗрӳ!.. — илтӗнчӗ хыҫра юнаса-хаяррӑн кӑшкӑрнӑ сасӑ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Пулса ҫитнӗ тулла ҫил урапа ҫинчен кӗлти-кӗлтипе, тӗмӗ-тӗмӗпе вӗҫтерсе кайнине курса, урнӑ ҫанталӑкпа кӗрешме ывӑнса, вӑл виҫӗ йӳплӗ сенӗкпе тем пысӑкӑш ҫӗклем тулӑ ҫӗкленӗ те, хӗвелтухӑҫнелле пӑхса, ҫиле хирӗҫ: «Эсӗ аплах вӑйлӑ пулсан, кӑна та вӗҫтерсе кай! Вӗҫтер, мур илесшӗ!» — тесе тарӑхса кӑшкӑрнӑ; — унтан, тула тиенӗ урапана тӳнтерсе ярса, тем-тем каласа вӑрҫса, пушӑллах киле таврӑннӑ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗрнеклӗ хатӗрлевҫӗ лавҫа усал сасӑпа: «Хӑвала!» — тесе кӑшкӑрнӑ та, ун аллинчи чӑпӑрккана туртса илсе, сылтӑмри, тӗпри лашана хӑмсарнӑ, анчах ӑна ҫапма ӗлкӗреймен: иккӗмӗш хут пенипе вӑл урапа ҫине кайса ӳкнӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Фаллус! — каҫса кайсах кӑшкӑрнӑ ӑсран тухнӑ мӑчавӑрсем.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Судпа айӑпланисене хуралласа пыракан милиционер Дымока виҫӗ хутчен: «Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрнӑ.Милиционер, сопровождавший партию осужденных, три раза крикнул Дымку: «Стой!»
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лешӗ пӗрмаях кӑшкӑрнӑ:
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Йӗркесӗр-мӗнсӗр, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӑшал пере-пере янӑ пек, кӑшкӑрнӑ сасӑсем кӗрлесе кайрӗҫ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ара, ыратнипе питӗ хытӑ кӑшкӑрнӑ та, халран кайичченех тӑвӑнса мекӗрленнӗ-ҫке-ха эпӗ…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эсир, ӗлӗк офицер пулнӑ юлташ, пирӗн стариксем ҫине ытлашшиех ан кӑшкӑрӑр, вӗсем ҫине эсир ӗлӗкхи вӑхӑтра та ҫителӗклех кӑшкӑрнӑ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тулта ҫеҫ, ҫул таврашӗнчи тӗмсенче, цикадӑсем типпӗн те хӗрӳллӗн кӑшкӑрнӑ, унтан тата, талт-талт тапса, хӑлхара юн шавланӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Мӗншӗн санӑн пуҫ мими ҫав териех юлхав-ши? — унтан, кӑшкӑрнӑ пекех: — Тырӑсем акса хӑвараймасан, пӗтсе ларатпӑр-ҫке-ха эпир!
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах халӑх ушкӑнӗ уҫӑмсӑррӑн сӗрлеме пуҫларӗ, кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ:
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫын кӗтет — хӑй те чухлаймасть вӑл мӗн кӗтнине, ун ӑшӗнче авалхи инстинкт вӑраннӑ, вӑл сывлать, кӗрешӳ ыйтать, икӗ ӳт пӗр-пӗринпе тытӑҫса ӳксе, юн пӗрхӗнсе тухсан, клетка тӗпне, пӑсланса, таткаласа тӑкнӑ этем ӳчӗ ыткӑнсан, хӑрлатнӑ тата кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнсен, унӑн киленсе чӗтренсе илес килет…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хутран-ситрен хӑшӗ-пӗри, кӑшкӑрнӑ чухнехи майлах сассине вӑйлатса ярса, пӗр самантлӑха пурне те хупласа лартнӑ.Порою кто-нибудь, возвысив голос до крика, заглушал на минуту всех.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Мӗн хӑтланаҫҫӗ? — тесе, хӑраса кӑшкӑрнӑ пӗр лайӑх тумланнӑ хисеплӗ господин; хӑй сехри хӑпнӑран улшӑннӑ пичӗпе пур еннелле те ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Офицер флангра тӑнӑ, хӗҫне сулла-сулла, сӑмахсене пӑтӑртаттарса, темскер ҫилӗллӗн те тискеррӗн кӑшкӑрнӑ.Офицер стоял на фланге и, взмахивая шашкой, что-то кричал, отрывисто, гневно, дико.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.