Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вырӑнне кӑтартрӗ.

Показал.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Владимир Ильич Чӑнлӑ районӗнчи Пухтел хӗрӗ пирки ҫеҫ мар, Литература ҫулталӑкӗнче чӑвашлӑх ӗҫӗн хастарӗсем мӗн туни ҫинчен те тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

— Проблеми ҫук, кусем вара… — Глеб аллисемпе темӗнле армак-чармак туса кӑтартрӗ, — ташша ҫапаҫҫӗ, хӑнкӑравсемпе…

– Проблемы нету, а эти… – Глеб что-то показал руками замысловатое, – танцуют, звенят бубенчиками…

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Вӑл Гека стена ҫумӗнчех тӑм купи ҫинче юлнӑ ҫурта тӗпне кӑтартрӗ, сӳнсе пыракан ҫурта ҫутине хӑйсем Беккипе иккӗшӗ епле астуса ларни ҫинчен те каласа пачӗ.

Он показал Геку остаток фитиля, прилипший к комку глины у самой стены, и описал ему, как они вместе с Бекки следили за вспыхивающим и гаснущим пламенем свечи.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек вара никама та каламалла марри ҫичен хытӑ систерсе хӑй мӗн курнисене пурне те каласа кӑтартрӗ.

После этого Гек по секрету рассказал все, что с ним случилось.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӑна епле ҫавӑрса хӑтланни ҫинчен, тата, ҫутӑ кӑвак кун ҫутине курсан, Бекки хӗпӗртенипе кӑштах вилсе кайманни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Он рассказал, как уговаривал и убеждал ее и как она чуть не умерла от радости, добравшись до того места, откуда было видно голубое пятнышко света.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вӑл савӑнӑҫлӑ хыпарпа Бекки патне епле таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Он рассказал, как вернулся к Бекки и сообщил ей радостную новость.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӑл хӑй Беккие пӑрахса хӑварса разведкӑна кайни ҫинчен те каласа кӑтартрӗ: хӑй икӗ галерея витӗр тухни ҫинчен, хӑйӗн кантри мӗн чул ҫитнӗ таран виҫҫемӗш галерея тӑрӑх кайни ҫинчен каларӗ.

Наконец он рассказал, как оставил Бекки и ушел отыскивать выход; как он прошел две галереи, насколько у него хватило бечевки.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӑна хӑйсем калаҫнине никам та итлесе тӑма пултарайман ҫӗре ертсе кайрӗ те унта вара хӑй мӗн тума шутланине каласа кӑтартрӗ.

Том отвел его в укромное место и доверил ему свой план.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗншӗн тесен Бекки питех вӑтанса кайнипе тата ӳкӗннипе ӑна пурин ҫинчен те тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартрӗ, — ҫав шутрах хӑй Тома ҫавӑн пек улталани ҫинчен те каларӗ.

Бекки, плача от раскаяния и стыда, рассказала ему все, не скрывая и собственной измены.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Апатне ҫисе ларнӑ хушӑра Том хӑй ӑҫта кайса мӗн-мӗн курса ҫӳренисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ (пӑртак хушса хитрелетсе каларӗ).

Том пустился рассказывать о своих приключениях, безбожно их прикрашивая.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, хыттӑн ӗсӗклесе, куҫӗсене ҫаннипе шӑла-шӑла, хӑй килтен тухса кайма шут тытни ҫинчен, килте хӑйне ҫав тери хӗсни, ӑна унта никам та хӗрхенменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — тухса каятӑп та нихҫан та таврӑнмастӑп, терӗ.

Том, утирая рукавом глаза, начал рассказывать, что собирается бежать из дому, потому что все с ним плохо обращаются и никто его не любит; так лучше он пойдет скитаться по свету и никогда больше не вернется домой.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ ӑна туртса кӑларчӗ те Томӑн пуҫӗ тӗлӗнче силлесе кӑтартрӗ.

Тетя Полли подняла ее и показала ему.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл, темиҫе хутчен йӗкӗр сальтомортале туса илсе, хӑйӗн юлашки номерне туса кӑтартрӗ, вара ытти чечек чӳлмекӗсене пурне те хӑйӗн хыҫҫӑн ӳкерсе, уҫӑ чӳрече витӗр тухса тарчӗ.

Питер перекувырнулся несколько раз, в последний раз испустил мощное «ура» и прыгнул в открытое окно, увлекая за собой уцелевшие горшки с цветами.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑй картини ҫинчи карикатурлӑн ӳкернӗ ҫуртӑн пӗр пайне уҫса кӑтартрӗ.

Том приоткрыл карикатурный домик.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том тута хӗррине ҫӳлелле ҫӗклентерсе пушӑ вырӑнне кӑтартрӗ.

Том приподнял губу и показал пустое место.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫавӑнтах мӗн вӑй ҫитнӗ таран темтепӗр хӑтланма тапратрӗ: арҫын ачасене чышкаларӗ, ҫӳҫӗсенчен туртрӗ, пит-куҫӗпе мӑшкӑла-мӑшкӑла кӑтартрӗ, пӗр сӑмахпа каласан, — хӗр чунне мӗнле илӗртме пулать, хӗр мӗне ырлама пултарать, ҫавсене пурне те тума тытӑнчӗ Том.

В следующую минуту он уже старался из всех сил: колотил мальчишек, дергал их за волосы, строил рожи, — словом, делал все возможное, чтобы очаровать девочку и заслужить ее одобрение.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том кӑтартрӗ.

Том показал.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл, куҫне хупса, тепӗр хут кухньӑна пырса кӗчӗ те алшӑлли хыпашлама тапратрӗ: унӑн пичӗ ҫинчен шывпа супӑнь кӑпӑкӗ тумла-тумла анать; ҫакӑ вара Том суйманнине кӑтартрӗ.

Когда Том после этого вошел на кухню, зажмурив глаза и ощупью отыскивая полотенце, по его щекам текла мыльная пена, честно свидетельствуя о понесенных трудах.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл пиншакне уҫса кӑтартрӗ.

Он распахнул куртку.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех