Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юбилей каҫне Олег Николаевич «Еткерпе» кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Физкультура преподавателӗ Ван Фэн кун-фу кӗрешӳ енӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗ, искусствӑсен институчӗн доценчӗ Тао Хэмин каллиграфи мелӗсемпе паллаштарчӗ.

Преподаватель физкультуры Ван Фэн ознакомил с методами борьбы кун-фу, доцент института культуры Тао Хэмин ознакомил с методами каллиграфии.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова кӑҫал 9-мӗш тата 11-мӗш класс пӗтерекенсем экзамен тытнӑ вӑхӑтра коррупципе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем ан пулччӑр тесе тӗрӗслев иртекен пӗтӗм пунктра мӗн пулса иртнине онлайн мелпе кӑтартакан тытӑм вырнаҫтарни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Временно исполняющий обязанности министра образования ЧР Светлана Петрова рассказала, что во время экзамена после окончания 9 и 11 класса в целях предотвращения коррупции в пунктах приема размещена онлайн трансляция.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Алла Самойлова ҫавӑн пекех патшалӑх туянӑвӗсем ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.

Также Алла Самойлова рассказала и о государственных закупках.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӑл хутшӑнмасӑр иртмен, паллах, уяв, ҫапах темшӗн хӑй кӑна «вӑйлӑ» пулнине кӑтартрӗ...

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

«Улӑхри хушпу» конкурсра этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ чечексемпе курӑксенчен илемлӗ хушпу тӑвассипе тӑрӑшулӑх кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

30-40 га ҫинчӗ кишӗр, утӑ тата ытти выльӑх апачӗ туса илни ҫинчен 60 ҫулти Мария Жукова каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Унтан Олег Цыпленков ҫул ҫӳрев ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Парламентари ку проектпа ӗҫлеме пуҫличчен Чӑваш Енре хӑйӗн патне йышӑнӑва асӑннӑ конфликтсене хутшӑннӑ арҫын пынине, пулӑшу ыйтнине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Алена Аршинова ял шкулӗсенчи спорт залӗсене реконструкцилени пирки те каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ректор профессорсемпе преподавательсен тата студентсен пӗрлехи ӗҫӗнчи пысӑк ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Елена Семеновна хайланӑ чӑн пулнӑ юмаха унӑн тӗп геройӗ хӑех, тӑххӑрти Максим, чуна тыткӑнламалла каласа кӑтартрӗ.

О сказке, которую сочинила Елена Семеновна, затронув наши души рассказал его главный герой, 9-летний Максим.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӑл ун пек усалпа ҫыхланмарӗ — хӑйне тунсӑх ытла та пуснипе мӑнастире кайрӗ, — куҫҫульне шӑла-шӑлах чӗтренсе тухакан сассипе каласа кӑтартрӗ Елена Семеновна.

Он не стал связываться с таким злом — заглушая свою невосполнимую боль, ушел в монастырь, — с дрожью в голосе, вытирая слезу, рассказывает Елена Семеновна.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Калаҫса татӑлма май ҫуккине кура ҫул-йӗр инспекторӗсене чӗнме тиврӗ, — каласа кӑтартрӗ Павел Прокопьев.

Ввиду того, что не было возможности договорится, пришлось вызвать дорожную инспекцию, - рассказывает Павел Прокопьев.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пурнӑҫлас енӗпе ЧНК еплерех ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ, мӗнле мероприятисем ирттернипе паллаштарчӗ: Константин Иванов тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ викторинӑсем, тӗлпулусем, «ҫавра сӗтелсем», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс т.ыт.те…

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

ЧР транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Резников автомобиль ҫулӗсене юсассипе, реконструкцилессипе тата ҫӗнӗрен тӑвассипе ҫыхӑннӑ патшалӑх контракчӗсене епле пурнӑҫлани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн шухӑшне пиллӗкмӗш отрядӑн ертӳҫи, Чӑваш патшалӑх университечӗн радиотехника факультечӗн студенчӗ Станислав Ефимов каласа кӑтартрӗ: — Эпӗ ку лагерьте хам ача чухне 14 хутчен каннӑ, вожатӑй пек тӑваттӑмӗш ҫул килетӗп.

Об этом своим мнением поделился руководитель пятого отряда, студент радиотехнического факультета Чувашского государственного университета Станислав Ефимов: - Я в этом лагере в детстве отдыхал 14 раз, как вожатый прихожу в четвертый раз.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ленин ячӗллӗ СХПК-колхоз 4 лаптӑк кӑтартрӗ.

СХПК-колхоз имени Ленина показал 4 поля.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«Атлашевский» СХК хуҫалӑх 6 лаптӑк кӑтартрӗ.

Хозяйство СХК "Атлашевский" представил 6 участков.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Акӑ кӑҫал «Удача», «Ред Скарлетт», «Гала» ятлисене лартрӑмӑр, — хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Геннадий Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех