Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Володьӑн арӑмӗ пек ятлаҫса ҫӳремерӗм, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлтӑмӑр. Ашшӗ уйӑхсерен алимент тӳлесе тӑрать, кирлӗ тӗк кунсӑр пуҫне те укҫа яма хирӗҫ мар», — шӑпа Патӑрьел районне епле илсе ҫитернине каласа кӑтартрӗ Ирина Михайловна.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫапла ача ҫуртне кайма шухӑшларӑмӑр, — каласа кӑтартрӗ кил ӑшшин управҫи.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Майӗпен хуралтӑсем ҫӗкленчӗҫ, — каласа кӑтартрӗ кил ӑшшин управҫи Татьяна витесене кӑтартнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Техникумран вӗренсе тухсан Володя клубра ял ҫыннисене кино кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Тӗслӗх вырӑнне нумаях пулмасть спорт ветеранӗн Петр Федоровӑн хуҫалӑхӗнче инкек пулнине илсе кӑтартрӗ, телее, кил-ҫуртне страхланӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та тӳлеве тивӗҫӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ӗҫ укҫине конвертра илсессӗн ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленме пултарассине ҫирӗплетсе пӗр тӗслӗх илсе кӑтартрӗ Александр Степанович – унашкал ҫын пенсисӗр те тӑрса юлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Петр Сергеевич мана альбома тирпейлӗн вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене кӑтартрӗ, ҫав вӑхӑтра хӑй сисмесӗрех асаилӳ ытамне путрӗ…

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫавӑн пекех вӑл, вӑхӑт пуррипе усӑ курса, сӗт пахалӑхне тӗрӗслемелли прибора та кӑтартрӗ.

Также, пользуясь свободным временем, он показал прибор для проверки качества молока.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Проект авторӗ Светлана Асамат чӑваш киноне йӗркелеме тата аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ хӗрарӑмсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ман шухӑшпа - пирӗн ял командишӗн ку - питӗ лайӑх кӑтарту, - каласа кӑтартрӗ Сергей Андронов.

Куҫарса пулӑш

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Республикӑри наркодиспансер тӗп тухтӑрӗн заместителӗ Ирина Трофимова «симӗс ҫӗлен» тыткӑнне лекнисене мӗнле пулӑшнине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Калаҫма сӑлтавӗ те пур - общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ольга Зайцева нарӑс уйӑхӗнче Мускавра иртнӗ Раҫҫей Хӗрарӑмӗсен союзӗн конференцине хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Судья ҫакӑншӗн ӑна хӗрлӗ карточкӑ кӑтартрӗ, спортзалран кӑларса ячӗ.

Судья за это ему показал красную карточку, выгнал из спортзала.

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

ЧР Пуҫлӑхӗ канашлӑва пӗтӗмлетсе райадминистраци умӗнчи тӗллевсене кӑтартрӗ, ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Экономика аталаннине ҫирӗплетекен цифра чылай илсе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче курав хупӑнмаллаччӗ, анчах шкулсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе тепӗр уйӑха тӑсма йышӑнтӑмӑр», - каласа кӑтартрӗ Надежда Климович сотрудник.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсен, Ача-пӑча полици академийӗнче вӗренекенсен вунвиҫӗ команди тӗп хулари Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура хӑйсен вӑйне, ӑсне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Валентина Егоровна юрларӗ, хӑй те купӑс каласа кӑтартрӗ.

Валентина Егоровна спела, и сама сыграла на гармошке.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех