Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ

Автор: Юрий КОРНИЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Хушнӑ: 2016.03.13 15:24

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 339

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Калининӑри ветеринари лечебницинче ӗҫлекенсем пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Михаил Ржанов заведующи малтанах пӳлӗмсене кӑтартса ҫӳрерӗ, унтан ӗҫ-хӗл ҫинчен кӗскен каласа пачӗ.

Паянхи кун штатра виҫӗ врач, икӗ фельдшер, пӗр санитарка тата тепӗр водитель. Ялсене е райцентра ҫитсе килме автомашина та пур. Техника час-часах ҫула тухать: пӗр-пӗр ялта уйрӑм ҫыннӑн выльӑхӗ чирлесе ӳкнӗ-и – вӑхӑта вӑраха ямасӑр чӗннӗ ҫӗре ҫитме васкаҫҫӗ. Кунти ӗҫченсем Калинино таврашӗнчи 25 ялти выльӑх-чӗрлӗхшӗн яваплӑ. Ҫавӑнпа та пӳлӗмре ларнипе ҫеҫ ӗҫ тумаҫҫӗ, тухса та ҫӳреҫҫӗ% выльӑхсене тӗрлӗ чир-чӗртен укол тӑваҫҫӗ. Ветлечебницӑра ӗҫлекенсене дежурство та туса панӑ. Ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн кӑнтӑрлахи вӑхӑтра кӑна вырӑнта пулаҫҫӗ, каҫхине вара лармаҫҫӗ. Апла пулин те пӗр-пӗр ҫыннӑн выльӑхӗ аптраса ӳкнине пӗлсен ҫурҫӗр иртнине те пӑхмаҫҫӗ – ун патне ҫитеҫҫех.

– Эпир анчахрах хамӑр патра выльӑхсене искусствӑлла майпа пӗтӗлентермелли пункт уҫрӑмӑр, мӗншӗн тесен вӑл ял ҫыннисене питех те кирлӗ, – терӗ М.Ржанов заведующи.

– Кирлӗ оборудованипе инвентарь ҫителӗклӗ пулӗ? – ыйтрӗ районти ветеринари станцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Матвеев.

– Мӗн кирли пурте пур, – пӗлтерчӗ Михаил Иванович.

Вӑл ӗнесене ӑратлӑ вӑкӑрсен вӑрлӑхӗпе искусствӑлла майпа пӗтӗлентерни сывӑ та продуктивлӑ пӑру илмелли меслет пулнине пӗлтерчӗ. Шел пулин те, ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хальхи вӑхӑтра хӑйсем выльӑхсене килти хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ вӑкӑрпа чуптарать.

– Килти выльӑхпа усӑ курни пӗчӗк продуктивлӑ пӑру илнипе пӗрлех ерекен чирсем – виброз, трихомоноз, летоспироз сарӑлас хӑрушлӑха та ӳстерет, ҫавӑнпа та ӗнесене искусствӑлла майпа лайӑх вӑрлӑхпа пӗтӗлентермелле, – асӑрхаттарса каларӗ выльӑх тухтӑрӗ.

Калаҫуран ӑнланма пулчӗ% килти вӑкӑрпа чуптарни усӑллӑ мар. Уйрӑм ҫынсем чӗнсен аякри ялсене автомашинӑпа та ҫитсе килӗҫ. Чуптарасси тӳлевлӗ – сакӑрҫӗр тенкӗ. Кайран, кирлӗ документсем тӑратсан, темиҫе процентне каялла тавӑрса параҫҫӗ. Кун пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен выльӑх тухтӑрӗсенчен хӑйсенчен ыйтмалла – вӗсем туллин хуравлӗҫ. Килти вӑкӑрпа чуптартӑн – субсиди илейместӗн, мӗншӗн тесен выльӑх «хуҫи» чек параймасть-ҫке. Искусствӑлла майпа пӗтӗлентернин тепӗр лайӑх енӗ – врач ӗнене тӗплӗн тӗрӗслени. Чирлӗ-и е сывӑ-и – ҫакна кӗске самантра пӗлме пултарӗ. Чирӗ вара выльӑхсене те ҫакланать.

Михаил Ржанов заведующи ҫывӑхрисене хӑйсем патне килме ыйтрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, вӑхӑт пуррипе усӑ курса, сӗт пахалӑхне тӗрӗслемелли прибора та кӑтартрӗ. Унпа продукцири ҫу хисепне вунӑ минутранах пӗлме пултаратӑн иккен.

Калининӑри ветлечебница ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫакна туйса илтӗм% выльӑх тухтӑрӗ ҫине яваплӑх нумай тиенет. Мӗнех калӑн, ӗҫӗ чӑннипех те пархатарлӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех