Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑранташ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑранташ (тĕпĕ: кӑранташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сергей ларчӗ те, аллине кӑранташ тытрӗ.

— Сергей сел и взял карандаш.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лайӑх шӗвӗртнӗ ҫинҫе вӗҫлӗ кӑранташ хут ҫине тӗксӗм мӗлкесем тӗрлесе чупать.

Тонко очиненный карандаш стлал дымчатые тени.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутпа кӑранташ илет те Пугачев сӑнне ӳкерме пуҫлать.

Взял лист бумаги, карандаш и стал рисовать портрет Пугачева.

Портрет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Шӑлавар кӗсйинче ҫак кӗнекене, пӗр пӗчӗк татӑк химически кӑранташ тата укҫа кошелёкӗ тупрӗ.

В кармане шаровар нашел эту книжку, огрызок химического карандаша и кошелек.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Силлентерет, ҫавӑнпа та саспаллисем кӑранташ айӗнчен тӗлӗнмелле хӑрушла шуса тухаҫҫӗ.

Качает, и буквы ползут из-под карандаша несуразно чудовищные.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Павел Иванович, парӑр-ха чернильнӑй кӑранташ, — ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех, хӑйкӑлтатса илчӗ мухмӑрлӑ сасӑ.

— Павел Иванович, дайте чернильный карандаш, — близко, у двери, хрипел похмельный голос.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗнчен кӑшласа пӗтернӗ кӑранташ татӑкне ыйтса илчӗ Наталья.

Карандашный огрызок добыла Наталья у отца.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑранташ пур-и?

— А карандаш?

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Рокоссовский шухӑшланӑ вӑхӑтра пурте шӑпланчӗҫ, темшӗн командующин пит-куҫӗ ҫине мар, унӑн аллинчи шӗвӗр вӗҫлӗ кӑранташ ӑҫталла шунине сӑнаса ларчӗҫ.

Пока Рокоссовский думал, все сидели в молчаливом и напряженном ожидании, почему-то следя не за выражением лица командующего, а за направлением его остро зачиненного карандаша.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Бородина тата штаб начальникӗсен сӑмахӗсене итленӗ хыҫҫӑн, Рокоссовский сӗтел ҫине сарса хунӑ карттӑ патне пӗшкӗнчӗ, кӑранташ тытрӗ те хӑй сӑмахне каличчен малтан яланхи пекех шухӑша кайрӗ.

Выслушав Бородина и начальника штаба армии Малинина, Рокоссовский нагнулся над картой, разостланной на столе, взялся за карандаш и по привычке задумался, прежде чем сказать свое слово.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сӗтел патне ҫывӑхарах лар та кӑранташ илсе ҫапла ҫыр:

Садись поближе к столу, бери карандаш и пиши:

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Володя, ҫырса хумалли хӑйӗн пӗчӗк кӗнекипе кӑранташ татӑкне кӗсйинчен кӑларчӗ те, сурчӑкӗпе йӗпетсе, ирӗке кӑларнӑ хула ячӗсене ҫырса пыма пуҫларӗ.

Володя, выхватив из кармана свою пионерскую записную книжечку и огрызок карандаша, щедро помусолив его, кое-как поспевая, заносил названия освобожденных городов.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Лампочкӑран шӗвӗртнӗ кӑранташ вӗҫӗ пек, шӗвӗр те пӗчӗк ҫулӑм пайӑрки курӑнчӗ; вӑл пӗрре тӑсӑлать, тепре кӗскелет те таврана кӑшт ҫеҫ ҫутатать: тикӗс мар тоннеле, лутра чул маччана…

Из лампочки высунулся, как карандаш из вставочки, остренький штифтик пламени, который становился то длиннее, то короче, и освещал вокруг небольшое пространство: неровности тоннеля, низкий потолок из камня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Предохранитель пробкине хыпаласа пӑхрӗ, техникӑри тӗрлӗ вак-тӗвек усракан кӗсйинчен ҫинҫе пралук тупса кӑларчӗ, кӑранташ ҫинче ҫавӑрса, «жучок» турӗ.

Пощупал пробки в предохранителе, вытащил из кармана, где у него хранилась всякая техническая мелочь, тоненькую проволоку, навертел на карандаше «жука».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗчӗк ача, телейне ниҫта хума пӗлмесӗр, ҫак тӗлӗнмелле ӳкерчӗке кӑранташ ҫине ялав пек тӑхӑнтарса, хӑй умӗнче тытса, килелле утрӗ.

И малыш, окончательно осчастливленный, пошел домой, неся перед собой надетый на карандаш в виде флага этот дивный рисунок.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫийӗнче унӑн — кӗсйинчен кӑранташ курӑнса тӑракан сӑрӑ толстовка, уринче «скороход» сандали пулсан та, вӑл Пантикапей урамӗсенче ҫухалса каяс ҫуккине ӗненетӗн, мӗн те пулин пулсан, вӑл авалхи ҫынсемпе те калаҫса татӑлатчӗ пулӗ, Савмак е Спартак ӑна хӑйсен пӗлӗшне йышӑннӑ пек йышӑнатчӗҫ пулӗ.

На нем самом — серая толстовка с выглядывающим из кармана карандашом, хотя на ногах и были сандалии «скороход», он был уверен, что не потеряется на улицах Пантикапея — он сможет договориться с древними людьми, его Савмак или Спартак примут как своего человека.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Урине пукан ҫине пусса, тухтӑр сӗтел ҫинче выртакан почта хутне хӑй умне туртса хучӗ, кӗсйинчен кӑранташ хуҫӑкӗ кӑларса, темле мелсӗр сӑмахсем ҫырчӗ — ку рецепт пулчӗ.

Найдя на столе листок бумаги, доктор достал из кармана крохотный карандашик и стал писать рецепт. Писал он стоя, поставив одну ногу на стул, размашистым неразборчивым почерком.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Пӗчӗкленсе-пӗчӗкленсе пырса, ял патӗнче вӗсем ҫуртсемпе йывӑҫсем хушшинче ҫухалаҫҫӗ, кайран хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре каллех ҫӗр ҫине лартса тухнӑ кӑранташ пек пӗчӗк патак пулса курӑнаҫҫӗ.

Становясь всё меньше и меньше, они около деревни исчезали за избами и зеленью, а потом опять показывались в лиловой дали в виде очень маленьких, тоненьких палочек, похожих на карандаши, воткнутые в землю.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Огнянов кӗсйисене хыпашларӗ, хутпа кӑранташ тупса кӑларчӗ.

Порывшись в карманах, Огнянов вынул карандаш и помятый клочок бумаги.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килни, пир пиншакӑн тӳмине вӗҫертнӗ ҫухавине тӳрлетсе, кӗсйинчен кӑвак кӑранташ кӑларчӗ, унпа сӗтел ҫине шаккакаласа илчӗ:

Приезжий, поправив воротник свободно расстегнутого парусинового кителя, вынул из кармана синий карандаш, постукивая им о стол, сказал:

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех