Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫран (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан хӑвӑрт куҫран ҫухалчӗ.

И быстро ушел.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Причалин, тарӑхса кайса, куҫран ҫухалчӗ.

Причалин, негодуя, исчез.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей ман пата пырса тӑчӗ, ман хулпуҫҫисем ҫине аллисене хучӗ, вара куҫран тинкерсе пӑхса: — Кивӗ ҫатан эпӗ! — терӗ те, кӑвакарас майне кайнӑ сайра ҫӳҫӗсене тӑрмаласа илчӗ…

Расщепей подошел ко мне, положил обе руки мне на плечи и внимательно посмотрел в глаза: — Старый я уже тарантас! — И он взъерошил свои редкие, седеющие волосы.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑнасем гусар тавра хӗвӗше пуҫларӗҫ, ӑна пӗрре те куҫран ярасшӑн мар.

Гости, глазея, толпой окружают гусара.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Усӑнчӑк туталлӑ самӑр ҫын, сӑмси айне пӗр чӗптӗм мӑйӑх хӑварнӑскер, алӑкран карӑнса пӑхрӗ, ман ҫине вӑрахчен тинкерсе тӑчӗ, унтан хулпуҫҫийӗсене тиркенӗ пек хутлатса куҫран ҫухалчӗ.

Жирный, вислогубый человек со смешным пучочком волос под носом заглянул в дверь, внимательно рассмотрел меня, пожал плечами и исчез.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл, савӑнӑҫлӑн пуҫне сӗлтсе, мана куҫран пӑхса илчӗ.

Он весело вскинул голову и заглянул мне в глаза.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл тепӗр хут та мана куҫран пӑхрӗ, унтан питҫӑмартисене вӗрсе хӑпартнӑ пек туса шавлӑн сывласа нлчӗ.

Он еще раз заглянул мне в глаза, потом надул щеки и с шумом выпустил воздух.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана тӳрех куҫран пӑхрӗ.

Он смотрел мне прямо в глаза,

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Марья Васильевна халӗ ҫеҫ йӗме чарӑнни куҫран пӑхсах палӑрать.

По глазам было видно, что она недавно перестала плакать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ав, пуҫне те мӑнаҫлӑн каҫӑртса тытать, чӗрӗ куҫӗсемпе ҫынна тӳрех куҫран, шӑтарас пек пӑхать.

Хотел бы я так выступать, как она, так гордо закидывать голову, так прямо смотреть в лицо темными живыми глазами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл сунчӑкне уҫрӗ, унтан куҫран ҫухалчӗ.

Потом она открыла зонтик, а потом она пропала.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вара, пӗр аллине хӗвне чиксе, каялла вӗҫтерчӗ те пӗр самантрах куҫран ҫухалчӗ.

При сих словах он поскакал назад, держась одной рукою за пазуху, и через минуту скрылся из виду.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юланутсем ҫавӑнтах саланса, сиккипе вӗҫтерсе кайса, куҫран ҫухалчӗҫ; ҫеҫенхир пушанса юлчӗ.

Наездники, рассеясь, тотчас ускакали из виду, и степь опустела.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн пит-куҫӑм сасартӑк улшӑнса кайрӗ, куҫран та — сӑмсаран та юхма пуҫларӗ.

потому что у меня вдруг перекосилось лицо и отовсюду потекло — из глаз и из носу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӗнтӗ тахҫанах куҫран ҫухалчӗ, анчах та маншӑн ҫаплах-ха унӑн пӗчӗкҫеҫ сӑрӑ ҫуначӗсем инҫетре-инҫетре ярӑнса пынӑн туйӑнать.

Он давно исчез, а мне все казалось, что я еще вижу вдалеке маленькие серые крылья.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Никама каламасӑр-тумасӑр тухса кайрӗ, куҫран ҫухалчӗ!

Исчез, пропал, ушел, никому не сказавшись!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм; ман ҫине вӑл куҫне пӗр сиктермесӗр те лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ, шуранкарах тути йӑвашшӑн кулкаларӗ; хӑй нимӗн пирки те пӑшӑрханмастчӗ пулин те, эпӗ унӑн шуралса кайнӑ пит-куҫӗнче вилӗм мӗлки палӑрнине ас туса илтӗм.

Я пристально посмотрел ему в глаза; но он спокойным и неподвижным взором встретил мой испытующий взгляд, и бледные губы его улыбнулись; но, несмотря на его хладнокровие, мне казалось, я читал печать смерти на бледном лице его.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ питех те сӑнран улшӑнтӑм пулас, мӗншӗн тесен вӑл мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ; санӑн паян ҫапӑҫмалла пулни ҫинчен пӗлсен, хам та айӑплӑ пулнӑран кӗҫех ӑнран кайса ӳкеттӗм; мана хам ӑнран каяс пек туйӑнчӗ…

Видно, я очень переменилась в лице, потому что он долго и пристально смотрел мне в глаза; я едва не упала без памяти при мысли, что ты нынче должен драться и что я этому причиной; мне казалось, что я сойду с ума…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӑртак та пулин ӳкӗнет-ши вӑл, тесе эпӗ ӑна куҫран темиҫе минут хушши тинкерсе пӑхрӑм.

Я несколько минут смотрел ему пристально в лицо, стараясь заметить хоть легкий след раскаяния.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тулта тӗттӗмччӗ, куҫран йӗп чиксен те курӑнмасть.

На дворе было темно, хоть глаз выколи.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех