Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗн курмасӑрах переҫҫӗ, мӗншӗн тесен «Могучий» ҫинче пӑс хуранӗ пӑсӑлнӑ пулмалла та, вӑл пӑс кӑларса ларать.Огонь велся вслепую, так как котел на «Могучем», по всей вероятности поврежденный, пускал пары.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Инҫетри хӗрлӗ ялав ҫине пӑхса, амӑшӗ — хӑй куҫӗпе курмасӑрах — ывӑлӗн сӑнне, унӑн бронза тӗслӗ ҫамкине, шанчӑк ҫулӑмӗпе ҫунса тӑракан куҫне курса пычӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Паллах, илемлӗ ӗнтӗ унта — курмасӑрах паллӑ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ӗнсе ҫинче ҫемье ларнӑ, ҫавӑнпа партие кӗрес ҫула эпӗ курмасӑрах ирттерсе янӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах асӑрханса пыни те ахаль пулчӗ, ҫулҫӳревҫӗсем каҫчен нимӗн курмасӑрах пӗр анлӑ тальдерине ҫитрӗҫ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Чӗререн тав сире, — ответлерӗ Павел Петрович, — халь ӗнтӗ манӑн чӗнӗве ирӗксӗрле майсемпе усӑ курмасӑрах йышӑнасса шанма пултаратӑп.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл калаҫнӑ чух, унӑн пит-куҫне курмасӑрах, сассинченех вӑл ӑшшӑн кулнине туйса илетӗн.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
«Турӑ пулӑшсан курмасӑрах иртӗҫ-ха», — чӗтрекен аллипе кӗрӗк кӗсйинчен револьверне кӑларса шухӑшларӗ вӑл, анчах унӑн куҫӗсене электрохунар ҫути йӑмӑхтарса ячӗ, халхи вара хӑрушӑ сӑмахсем илтрӗ: — Кам пулатӑн эс? — тесе ыйтнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Епле-ха вара вӗсен, пурнӑҫ курмасӑрах вилсе выртмалла-и?
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ пур, тӑвансенчен пӗрине те курмасӑрах вилетӗп пуль, тенӗччӗ…
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сергей хӗре питрен курмасӑрах ӑна тав турӗ те лавсене хуса ҫитме васкарӗ.Даже не посмотрев девушке в лицо Сергей поблагодарил ее и поспешил догнать обоз.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫул ҫинче ҫил-тӑман тухман пулсан, эсӗ Низкине иртсе каяттӑн-ха — тӗл пулаймастӑмӑр, хӑвна курмасӑрах саншӑн агитацилеме тиветчӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унтан эпӗ нимӗн тӗллемесӗр, хам умра нимӗн курмасӑрах пӗр обойма персе пӗтертӗм.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аннӳне курман эпӗ санне, курмасӑрах пӗлетӗп, путсӗр.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Григорий хӑй ҫине ачашшӑн тилмӗрсе пӑхнине вӑл ҫавӑрӑнса пӑхмасӑрах тата ӑна курмасӑрах туйрӗ, хӑйӗн яштака ҫурӑмне тӳрлетсе илчӗ, вара Григорий еннелле ҫавӑрӑнмасӑрах чарӑнса тӑчӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ӗлӗкхи пек, хӗрпе йӗкӗчӗ пӗр-пӗрне курмасӑрах авланни лайӑх-и вара? — ытти нумай майрасем евӗрлех, хӑйпе калаҫаканӑн сӑмахӗсене хуравласа мар, хӑй шухӑшлакан сӑмахсене, ҫав сӑмахсем пирки хӑйпе калаҫакан мӗн шутлӗ-ши текеннисене, хуравласа каларӗ вӑл.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫул ҫинче, шӑрӑх сывлӑшра, шӑнасем явӑнса ҫӳреҫҫӗ, вара лаша вӗсене курмасӑрах, анчах пӗтем пӳ-сийӗпе туйса, урисем хушшине хӳрипе ҫапа-ҫапа илет, чӗтрет, пуҫне силле-силле илсе, пӗрре майӗпе, тепре хытӑ чупать, ҫавӑнпа вара рессорсем е малалла усӑнаҫҫӗ, е каялла авӑна-авӑна илеҫҫӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Танк пӗр вӑтӑр метра ҫывхарнине курмасӑрах чухласа илмелле, ҫав самантра вӑл бруствер тӳпине персе тивертеймест, кӑшт ҫӳлерех ҫеҫ лектерме пултарать.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ку вырӑнта, ҫар чаҫӗсем халиччен те, фронта кайнӑ чух, чарӑнса тӑркаланӑ иккен: пур ҫӗрте те хальтерех кӑна каснӑ йывӑҫ тункатисем лараҫҫӗ, йывӑҫ тӑррисем йӑваланса выртаҫҫӗ, ӗҫре усӑ курмасӑрах пӑрахса хӑварнӑ чӗрӗ турпаспа ешӗл лӑсӑллӑ чӑрӑш турачӗсем купаланса выртаҫҫӗ.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.