Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.02.22 11:12

Пуплевӗш: 196; Сӑмах: 1902

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сергей Хохлаковпа тухса кайнӑранпа Ҫемен хӑй тусӗсӗр тунсӑхласах ҫитрӗ. Килкартинче уткаласа ҫӳрерӗ, шӑтӑк тӑрӑллӑ сарайне кӗрсе пӑхрӗ, кивелсе тайӑлнӑ ҫатана та курчӗ, калинкке те йӑваннӑ, нӳхрепе кӗмелли алӑк ҫӗмӗрӗлнӗ — кирек ӑҫта пӑхсан та алӑ ҫитмелле, пуртӑ та пӑта кирлӗ.

Ҫемен пӳрте кӗчӗ те Анфисӑна платник хатӗрӗсем тупса пама ыйтрӗ.

— Эсӗ платнике пултаратӑн-им? — тӗлӗнсе кайрӗ лешӗ.

— Мӗн пултарманни? Унта пултарни кирлех те мар. Ҫемен сак айӗнче Анфисӑн кивелнӗ туфлине курчӗ те алла илсе пӑхкалама пуҫларӗ.

— Куна та юсама пулать.

— Ытла кивӗ… Ниме юрӑхсӑр, — терӗ кулса Анфиса.

— Ниме те юрӑхсӑр-ши вара? Акӑ эпӗ вӗсене юсӑп та, юрӑхлӑ пулӗҫ. Мӗнлерех илемлӗ пулӗҫ ак?

Анфиса пуртӑ, пӑчкӑ, мӑлатук тата пӗр ывӑҫ пӑта илсе килчӗ. Ҫемен пӳртрен тухрӗ те ӗҫе тытӑнчӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе ҫак ӗҫпе пурӑннӑ пек, вӑл пурне те хӑвӑрт та ӑста тӑвать. Кӑнтӑрлахи апат тӗлне ҫатан та хӑй вырӑнне ҫӗкленсе ларчӗ, калинкке те кӑриклетсе уҫӑлса хупӑнчӗ, нӳхрепе кӗмелли алӑк та чип-чиперех юсанчӗ. Кун хыҫҫӑн Ҫемен сарай тӑррине витме тытӑнчӗ. Улӑм илсе килчӗ, шывпа йӗпетрӗ, кӗреплепе тураса улӑмран вӗтӗ ҫыхӑсем туса хатӗрлерӗ. Вӑл сарай тӑррине хӑпарса тӑчӗ те Анфисӑна витме хатӗр йӗпе улӑма парса тӑма каларӗ… «Пур ӗҫе те пултарать-ҫке ку, — тесе шухӑшларӗ Ҫемен ҫинчен Анфиса сарай ҫийӗ хатӗр пулса ҫитсен, ҫиелтен хӑмӑш витесси кӑна юлсан. — Манӑн ҫакӑн пек пичче пуласчӗ», — терӗ те Анфиса йӑл кулса илчӗ, мӗншӗн тесен «пичче» тени уншӑн урӑх ҫынна пӗлтернӗ — кама пӗлтернине тавҫӑрса илме йывӑрах та мар.

Ҫемен пуҫӗнче те ун евӗр шухӑшсем час-часах ҫуралнӑ. Анфиса улӑма, сенӗкпе ҫаклатса, ун ури вӗҫне йӗркеллӗ хунӑ чухне, хӗр лайӑх юлташ пулассине туйса илчӗ:

«Манӑн ҫакӑн пек арӑм пултӑрччӗ…» — тенӗ Ҫемен хӑй ӑшӗнче.

Кунта ӗнтӗ пӗлтересех пулать. Кубане Ҫемен авланас шухӑшпа, пӗр-пӗр илемлӗ те ҫамрӑк казак хӗрне илсе, ӗмӗр пурӑнмалӑх йӑва ҫавӑрма килмен. Чӑнах та, Ҫемен тӑлӑх пулнӑ, никам та ҫук ун, ҫурчӗ-йӗрӗ те, вӑта юпа та ҫук; уншӑн Кубане кайсан та, Урала кайсан та пӗрех. Анчах Сергей патне вӑл пӗр-ик уйӑха хӑнана килнӗ, унтан ытла пурӑнасшӑн та пулман… Кун пек каласа хӑварни автора питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Ҫемен кӑмӑлне йӑнӑш ӑнланма пултарӗҫ: ют килкартине пырса кӗнӗ те, мӗнле те пулин ырӑ ятлӑ пулас тесе, унта йӗркесем тума тытӑннӑ — епле чее вӑл, радист-пулеметчик, тесе ан шухӑшлаччӑр. Ҫӗмрӗк алӑксем, шӑтӑк сарай тӑрри, Анфисӑн кивӗ туфлисем мӗне кирлӗ пулнине ӑнланатпӑр, теме хӑтланӗҫ, Ватӑ Тутаринов ҫаксене курӗ те савӑнса ӳкӗ, вара арӑмне калӗ: «Пӑх-ха, Ниловна! Ку каччӑн аллисем ылттӑн! Темле тухатмӑш! Килкартине пӗрре тухса ҫаврӑнчӗ те темӗн те пӗр туса хучӗ — пӗтӗмпех йӑлтӑртатса кӑна тӑрать. Ҫав качча хамӑр кӗрӳ тӑвас пулсан, мӗн тейӗн эсӗ, Ниловна? Пирӗн ывӑл Героя тухнӑ, виҫҫӗмӗш кун район тӑрӑх ярӑнса ҫӳрет, кил ҫинчен мансах кайнӑ, Ҫемен, пӑх-ха, епле пурнӑҫ тытма пӗлекен ҫын. Ӑна колхоза илӗпӗр, унтан бригадир та пулӗ. Ӑста! Ырӑ кӑмӑллӑ Ниловна та ытараймӗ, ҫапла калӗ: «Кӗрӳ тени хӗре илсе каять, анчах Ҫемен чипер каччӑ, ӑна киле кӗртме те пулать…»

Ашшӗ-амӑш ҫапла ырӑ хак панӑ хыҫҫӑн Ҫеменӗн Анфисӑпа килӗшмелли анчах юлать, вара Тутариновсен килне хӑюллӑнах евчӗ ямалла. Кубаньри евчӗсем калаҫма ӑста, ашшӗ-амӑшне мӗн каласа памаллине пӗлеҫҫӗ. Кам епле-тӗр, Кубаньри евчӗсем вара пулас кӗрӳ ҫинчен вӑл пур ӗҫре те, хуралт таврашӗнче те, пушмак тӳрлетме те ӑста пулни ҫинчен ҫеҫ мар, Ҫемен кӑкарӗ ҫинче виҫӗ орденпа ултӑ медаль пуррине те каласа парӗҫ, ун пек геройпа Анфисӑна тӗнче вӗҫне кайма та ним те мар тейӗҫ, — пӗтӗм калаҫу вара туйпа кӗрлесе вӗҫленӗ…

Ҫук, ҫук! Ҫеменӗн ун пек чее шухӑшсем пулман. Унӑн кӑмӑлӗ ҫапла, яланах ӗҫре канӑҫ тупать. Хӑйӗн юлташ-танкисчӗсенчен вӑл шухӑш-кӑмӑлӗпе те, ҫиелтен пӑхсан та, хӑйӗн пурнӑҫри йӑлисемпе те — нимӗнпе те уйрӑм тӑман. Кирлӗ таран хӑюллӑ, кирлӗ таран чӑтӑмлӑ пулнӑ, кирлӗ таран савӑнма пӗлнӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, йӗкӗт ӗнтӗ, анчах пӗр уйрӑмлӑх палӑрса тӑнӑ — вӑл ӗҫлеме юратнӑ. Аллинче ӗҫ пулмасан, вӑл хӑй валли вырӑн тупаймасть: тунсӑхлать вара, ҫилленет, ӳчӗ те ыратнӑ пек, ҫӗрле ыйхи килмест. Вӑрҫӑра, ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн, танкистсем пытанса сигнал кӗтнӗ вӑхӑтра хӑшӗ-пӗрисем вӑхӑта ирттерес тесе ерипен юрӑ ӗнерлеҫҫӗ е йывӑҫ айӗнче кӑвак пӗлӗте пӑхса выртаҫҫӗ, — ҫав вӑхӑтра та Ҫемен хӑйне валли ӗҫ тупатчӗ: атӑ тӳрлетет-и е шинель туми лартать-и… Ӗҫе ҫапла юратни ун юнӗнчех пулнӑ. Пӗр ӗҫе тытӑнсан, унӑн пӗтӗм шухӑшӗ ҫав ӗҫ ҫинче, вара ывӑннине те пӗлмест, ӗҫӗ ӑнса пынине кура савӑнать — туса пӗтернӗ ӗҫ ӑна ытарма ҫук илемле туйӑнать!.. Халӗ те акӑ, сарай тӑррине витсе пӗтерсен, вӑл ҫӗре анса яка хунӑ улӑм хӗвелпе йӑлтӑртатнине тахҫанччен савӑнса пӑхса тӑчӗ. Тутаринов старикпе карчӑкӗ мӗн каласси ун пуҫне те пырса кӗмен.

— Анфиса, чипер тухрӗ пирӗн ӗҫ! Питӗ илемлӗ… Каҫалапа колхоз пахчинчен Тимофей Ильичпа Ниловна таврӑнчӗҫ. Килкартинче пулса иртнӗ улшӑнӑва старик тӳрех асӑрхарӗ, сарай умне чарӑнса тӑрсах пӑхрӗ те: «Сергей таврӑнчӗ те ӑса кӗчӗ пулас. Сарай тӑрри питӗ аван», — тесе шухӑшларӗ. Хохлаковпа кайнӑранпа Сергей таврӑнайман, сарай тӑррине Ҫемен юсанӑ, тесе Анфиса каласа парсан, Тимофей Ильич тӗксӗмленчӗ, Ниловна ҫине ҫиллес пӑхкаласа, татӑклӑн каларӗ:

— Ӑҫта ҫухалчӗ ку пирӗн таркӑн?

Каҫхи апата килкартинче, пахча хыҫӗнчен тухса ҫӗкленнӗ шупка уйӑх ҫутинче ҫирӗҫ. Ҫемен Тимофей Ильичпа юнашар ларчӗ. Пӗр сӑмах чӗнмесӗр ҫирӗҫ. Пуҫласа Тимофей Ильич чӗнчӗ.

— Пултаратӑн? — тесе Тимофей Ильич сарай ҫинелле пӑхрӗ.

— Хӑнӑхнӑ ӗҫ.

— Ӑҫта хӑнӑхнӑ эсӗ? Вӑрҫӑра-и, тен?

— Мӗнех вара. — Ҫемен йӑл кулчӗ. — Вӑрҫӑра пире пур ӗҫе те вӗрентнӗ, Тимофей Ильич.

— А! Пур ӗҫе те-и вара?

— Эсӗ пӗлместӗн халӗ, атте, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Анфиса. — Ҫемен ман туфлисене те юсарӗ. Акӑ пӑх…

Тимофей Ильич юсанине ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

— Вӑрҫӑра Сергее те пӗтӗм ӗҫе вӗрентрӗҫ-и? Е герой пулма кӑна вӗрентнӗ-и?

— Тимофей, эсӗ текех Сережа пирки мӑкӑртататӑн, — терӗ Ниловна. — Ватӑ мӑкӑрти…

— Мӗскер вӑл виҫҫӗмӗш кун киле ҫакланмасть? Тухса кайнӑ — ӑҫта кайнӑ, мӗн тума?

Апат ҫисен, Тимофей Ильич пӳрт умне пырса ларчӗ те Ҫемене чӗнсе илчӗ. Ӑна табак туртма пачӗ те ыйтрӗ:

— Эсӗ, ачам, водокачка юсама пултараймастӑн-ши? Темскер ваннӑ унта…

— Урапи карчӗсемпе илет-и шывне?

— Карчӗсемпе.

— Ҫаврӑнмасть-им?

— Тӑрать.

— Апла пулсан, шыв урапа ҫуначӗсене ҫапса салатнӑ. Юсама пулать.

Апла калани Тимофей Ильича савӑнтарчӗ. Старик Ҫеменпе калаҫма пуҫларӗ, ӑҫтисем пулнине, ашшӗ-амӑшӗ кам иккенне, станицӑна мӗн вӑхӑта килнине ыйтса пӗлчӗ. Усть-Невински — авалхи линейнӑй станица, черкессен аулӗсемпе юнашар лараканскер, тата шывӑн леш енче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан симӗс тусем хӑна кӑмӑлне кайнипе кайманнине те ҫакӑнтах ыйтса пӗлес терӗ. (Тимофей Ильич Кубань хӗрринче ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа та ӑна кунти вырӑнсенчен илемли тӗнчипе те ҫук пек туйӑннӑ.) Ҫеменӗн ӗнтӗ ҫапла каламалла пулнӑ: «Мӗн калаҫмалли пур вара. Кунти вырӑнсем питех те илемлӗ, райри пек темелле; сӑртсем те ҫав тери савӑнӑҫлӑ, пӑхса тӑранас ҫук: Усть-Невински станици вара станица та мар, вӑл чечекре ларакан сад». Ҫапла каланӑ пулсан, ывӑлӗн тусӗ ӑслӑ ҫын, пурнӑҫ ҫинчен тӗрӗс шухӑшлать, тесе шутлӗччӗ старик. Анчах Ҫемен хӑй мӗн шухӑшланине каласа хучӗ:

— Сирӗн вырӑнсем, Тимофей Ильич, ман кӑмӑла каймарӗҫ. Мӗнле вырӑн ку? Станица темле хуран пек ҫырмара ларать. Йӗри-тавра тусем, кирек хӑш еннелле пӑхсан та, тусем те шыв… Кичем… Эпӗ кунта нимпе те пурӑнас ҫукчӗ.

Ҫапла калани Тимофей Ильича килӗшмерӗ.

— Пирӗн пурнӑҫа пӗр чӗптӗм те ӑнланмастӑн курӑнать эсӗ, — ҫиллес каларӗ те ура ҫине тӑчӗ. — Урӑх ӑҫта тупӑн эсӗ кун пек илемлӗ вырӑн?

Тӳрлетме май ҫук йӑнӑш туса хунине ӑнланса илчӗ Ҫемен. Старик урӑх ним те чӗнмерӗ, пӳртелле кӗрсе кайса, хӑй ӑшӗнче Ҫеменпе тавлашма чарӑнаймасӑр, ерипен салтӑнма пуҫларӗ. Выртиччен вӑл чӳречерен пӑхрӗ те Ҫеменпе Анфиса тӑнине курчӗ. Вӗсем хапха умӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ. «А-а-а… Пирӗн вырӑнсем килӗшмеҫҫӗ ӑна, манӑн хӗр килӗшет иккен», — тесе шухӑшларӗ Тимофей Ильич.

— Анфиса! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — А ну, кӗр пӳрте. Анфиса кӗчӗ. Ашшӗ ҫине пӑхмасӑр, алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Мӗн кирлӗ сире, атте?

— Ҫывӑрма вӑхӑт. Ыран тул ҫутӑличчен тӑрас пулать, аннӳ вырӑнне колхоз пахчине каятӑн.

— Эпӗ кӑшт кӑна тӑратӑп…

— Унпа тӑмасан та юрать. Хамӑрӑн каччӑсем пур…

— Ҫемен ют-им?

— Хамӑрӑн-и, ют-и, сан ӗҫ мар унта. Каланӑ сана — кайса ҫывӑр.

Анфиса чӗри картах сикрӗ. Ҫав тери кӳренчӗ, куҫӗсенчен куҫҫуль сӑрхӑнса тухрӗ. Вӑл ним те чӗнмерӗ, пуҫне чикрӗ те хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. Уйӑх ҫутипе ҫуталса тӑракан чӳрече сакки ҫине пуҫне хурса, макӑрса ячӗ.

— Эх, хӗр ӗмӗрӗ! — илтрӗ вӑл амӑшӗн сассине. — Ним маршӑнах куҫҫуль! Ан хурлан… Аҫу часах ҫывӑрса кайӗ ак… Эсӗ тухӑн… Юратрӑн-им? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл.

— Пӗлместӗп, анне. Кӑшт тӑрса калаҫма та юрамасть-им?

— Ан макӑр. Мӗншӗн юрамасть? Юрать… Амӑшӗпе хӗрӗ уйӑх ҫутипе ҫуталнӑ чӳрече умӗнче чылайччен ларчӗҫ.

Ҫемен Анфисӑна кӗтсе илеймерӗ, пахчаналла утрӗ, груша айӗнче шуралса выртакан вырӑн умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ыйхи килмест. Йывӑҫ ҫине таянчӗ те вӑл сехет ытла тӗлӗрнӗ пек тӑчӗ. Уйӑх пӳртсем тӑррипе, пахчасен ҫийӗпе ерипен шурӗ, ҫӳллӗ шупка тӳпере пӗр ҫӑлтӑр та курӑнмасть. Ҫуллахи каҫӑн ырӑ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ! Кӗрен сӑн ҫапнӑ станица тӗрлӗ сасӑсемпе тулнӑ, тӗлӗнмелле сасӑсемпе шавсем хиртен килнӗ пек те, ҫӗр тӗпӗнчен тухнӑ пек те туйӑнаҫҫӗ. Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать… Нумайччен итлесе тӑчӗ Ҫемен, хурлӑхлӑн, куҫҫуль тухас пек хурлӑхлӑн туйӑнчӗ ӑна: тачанка урапи кӗрлени, вӑкӑр сӳсменӗ чӗриклетни, юрри те, купӑс сасси те уншӑн ӑнланмалла хӑнӑхнӑ сасӑсем пулман, ҫавӑнпа ӑна кичем шухӑш пуснӑ ахӑр. «Акӑ эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм, — тесе шухӑшларӗ Ҫемен. Ун чӗри, нихҫан ыратманскер, шар ҫурса ыратса кайрӗ, Ҫемен макӑрса ярас вӗҫнех ҫитрӗ. — Сергей район тӑрӑх тухса кайрӗ, хӑйӗн Хуракуҫне шыраса ҫӳрет пулӗ. Ӑна мӗскер? Вӑл — килте, эпӗ пур… Эх, Кубань, Кубань, пуриншӗн те мар пулӗ санӑн ырӑ кӑмӑлу… Анфиса та тухмарӗ. Эх, килсӗр-ҫуртсӑр ҫын эсӗ, Ҫемен, хурланма та кирлӗ мар сан, йывӑҫ айне вырт та ҫӗр каҫ… Хӑнӑхман япала мар-ҫке…» Пуҫне кӑкӑрӗ ҫине усса ларчӗ те хӑй пӗчченлӗхне тата хытӑрах туйса илчӗ вӑл. «Ӑҫта пурӑнӑп эпӗ?» Фронтра кун пек ыйту ун пуҫне нихҫан та пырса кӗмен — ун чухне вӑл кирлӗ марччӗ, инҫеччӗ. Сергее аван! Ҫителӗклех ҫапӑҫрӗ вӑл, Варшавӑна та, Берлина та, Прагӑна та курчӗ, вара хӑй ҫуралнӑ килне таврӑнчӗ — ашшӗ, амӑшӗ, йӑмӑкӗ савӑнаҫҫӗ. Таҫта кайсан та ӑна хисеп те мухтав…

«Мӗскер, эпӗ те ҫакӑнтах юлатӑп. Ҫӗр нумай кунта. Тусене хӑнӑхма пулать. Колхоза кӗрӗп те пӳрт лартма вырӑн ыйтӑп. Пама тивӗҫ, пӳртне хам лартӑп. Анфисӑна тилмӗрӗп, вӑл пулӑшӗ…» Вӑл сасартӑк йӑл кулса илчӗ, ун куҫӗ умне станица вӗҫӗнче ларакан хӑйӗн пӳрчӗ курӑнса кайрӗ, пӳрчӗ йӗри-тавра ҫамрӑк пахча. Пахчара Анфиса ывӑлне ҫӗклесе ҫӳрет… «Мӗскер эпӗ аплах пушӑ шухӑш хыҫҫӑн вӗҫрӗм? — кӳренчӗ вӑл хӑйне хӑй. — Шухӑш хыҫҫӑн вӗҫмелле мар ман, хӑвӑртрах завода е шахтӑна каймалла…»

— Сеня, мӗн шухӑша кайрӑн?

Ҫемен куҫне уҫрӗ те хӑй умӗнче Анфиса тӑнине курах кайрӗ.

— Тӗрлӗ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ пуҫа.

— Савӑнӑҫлӑ та мар?

— Мӗншӗн савӑнас?

Анфиса ун ҫумне ларчӗ, кӑмӑллӑ куҫӗсем хӗсӗнсе илчӗҫ, Ҫемене вӑл пӗчӗк пек те, ачаш пек туйӑнса кайрӗ.

— Ыран колхоз пахчине пыр, — пӑшӑлтатрӗ Анфиса. Унтан хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те, тепӗр хут пӗшкӗнсе: «Пыр вара», — терӗ. Питӗнчен хӑюллӑн чуптуса илчӗ те йывӑҫсем айӗпе пӗшкӗне-пӗшкӗне чупрӗ, шурӑ кофти вӗлтлетни ҫеҫ курӑнса юлчӗ. Вӑл, уҫӑ чӳречерен пӳрте кӗрсе, чӳрече хупписене хупсан, Ҫемен хывӑнмасӑрах вырӑн ҫине выртрӗ. Савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе йӑлтӑртатакан груша ҫулҫисем ҫине, йывӑҫ турачӗсем хушшинчен курӑнакан кӑвакрах пӗлӗт татӑкӗ ҫине тахҫанччен пӑхса выртрӗ вӑл. Сасартӑк чӗри ҫӑмӑлланса кайрӗ, тавралӑх та улшӑннӑ пек туйӑнчӗ, пахча та тӗрлӗ сасӑпа кӑмӑллӑн пӑшӑлтатма пуҫларӗ, тӗтрепе витӗннӗ тусем те илемленчӗҫ… Станица уйӑх ҫутинче юмахри пек хитре курӑнса кайрӗ, ӑна нимӗнпе танлаштарма та ҫук. Ҫеменӗн кунтан каяс килми пулчӗ. Чунӗ хӗпӗртерӗ, лӑпланчӗ. Ҫемен куҫне хупрӗ те каллех станица хӗрринче ҫамрӑк пахча варринче ларакан хӑйӗн ҫӗнӗ ҫуртне тата Анфисӑна курчӗ…

«Мӗнех вара, апла та пулма пултарать», — шухӑшларӗ Ҫемен.

Вӑл ир ҫинче тин ҫывӑрса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех