Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫма сăмах пирĕн базăра пур.
каҫма (тĕпĕ: каҫма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, хӑй пекех, нимӗҫ тылӗнчен тарса фронт линийӗ урлӑ каҫма шутлакан вырӑс ҫыннисем пуль?

Может, русские, такие же, как и он, окруженцы, пробирающиеся из немецких тылов через линию фронта к своим?

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫӗр каҫма вӑл бомба алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑка кӗрсе выртрӗ.

Ночевать он забрался в большую бомбовую воронку.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пысӑк ватӑ чӗрӗп, хӗл каҫма чӑтлӑха кӗнӗ те, ӑшӑ пулмашкӑн кӗрхи тӑкӑннӑ ҫулҫӑсемпе чӗркенсе выртнӑ пулнӑ.

Большой старый еж, забираясь в чащу куста на зимовку, для тепла накатал на себя палых осенних листьев.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫӗр каҫма лапсӑркка туратлӑ ватӑ чӑрӑш айне вырнаҫрӗ те ҫырла ҫирӗ, йывӑҫ хупписене тата йӗкел вӑррисене чӑмларӗ.

На ночь, забравшись под шатер старой ели, он поел ягод, пожевал коры и семечек из еловых шишек.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Каҫма май пур кашни ӑшӑх вырӑн тӗлне вӑл урлӑ йӗр туса хунӑ, ун ҫине хулӑн цифра лартнӑ, ку вӑл шыв пӗр метр тарӑнӑш пулнине пӗлтернӗ, йӗр айне — шыв тӗпӗ мӗнле пулнине пӗлтерекен саспалли лартнӑ: Х=хытӑ.

Против каждого брода была поставлена толстая горизонтальная палочка, над которой была старательно выписана цифра 1, обозначающая глубину – один метр, а под палочкой – буква, обозначающая качество дна: Т – твёрдое.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӑл страницӑри ӳкерчӗксемпе саспллисем ҫийӗн чалӑш-чӑлӑш, анчах самаях пӗлсе, химически карандашпа ҫӗнӗ кӗпере, каҫма май пур вырӑнсене палӑртнӑ, юханшыв схемине тунӑ.

На той странице поверх прописей и картинок была неумело, но довольно толково нарисована химическим карандашом схема реки с новым мостом и бродами.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пур япаласене пӑхсан та, нимӗҫсем кунта питӗ тӗплӗн, хуҫалла вырнаҫни, кунта хӗл каҫма шутлани палӑрнӑ.

Как видно, немцы устраивались здесь прочно, по-хозяйски, рассчитывали зимовать.

6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Анчах вӑл ҫакна та аванах сисрӗ: унпа вӗсем хушшинчи стенана пуҫпа пырса ҫапсан та, ӑна ҫӗмӗрсе каҫма ҫук.

Но так же наверняка чувствовал и другое: он чувствовал, что стена между ними непреодолима, хоть бейся об неё головой.

5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

«Кӗркунне пахча ҫимӗҫ йӳнӗ. Мана хӗл каҫма 3 михӗ ҫӗр улми, 1 витре кишӗр, тепӗр витре сухан, 4-5 пуҫ купӑста пулсан ҫитет. Мӗн, вӗсене туянаймастӑп-и?» — ҫапла калаҫнине ялсенче час-часах илтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Шӑтӑкӗ виҫӗ фут тарӑнӑш та, ҫӗр фут тарӑнӑш та пулма пултарнӑ, — кирек менле пулсан та, ун урлӑ каҫма май килмен.

Быть может, в ней было три фута глубины, а быть может, и все сто, — во всяком случае, обойти ее было нельзя.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ, хӑвна пытарнӑ ҫӗрте пулмашкӑн шыв урлӑ пӗрене ҫинче ишсе каҫма пултарнӑ пулсан, киле кӗрсе пӑхма та пултарайӑттӑн, хӑв вилменни ҫинчен, тухса тарнии ҫинчен эсӗ мана пӗр-пӗр паллӑпа та систерме пултараттӑн.

Если вы сумели приплыть на бревне на собственные похороны, то, наверно, можно было бы как-нибудь хоть намекнуть мне, что ты не умер, а только сбежал из дому.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫынни йывӑр япаласем ҫӗклемелли кран евӗрлӗ, питӗ ҫӳллӗскер, вӑл ҫурчӗ урлӑ та ура ярса каҫма пултармалла.

Человек был похож на подъемный кран, он мог бы перешагнуть через дом.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йӗр урлӑ каҫма ан хӑйнӑ пултӑр.

Попробуй только, не обрадуешься.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӳррипе каласан, тӑрӑст! тапсах хӗл каҫма пулать.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Каҫма пулать. Анчах васкама кирлӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Анчах ҫуркуннехи ейӳре Ҫавал урлӑ каҫма май пулманран ӗмӗчӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Тундрӑри кӳлӗ хӗрне ҫу каҫма пынисем пачки-пачкипе хамса тултаратчӗҫ, вара Воркутана вертолетпа турттаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Футболла выляма кайнӑскер тӗттӗмленме пуҫласан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Хӗл каҫма юлакан ҫемьесем тӗреклӗ, вӗллере апат ҫителӗклӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Кунпа пӗрлех водительсене питӗ тимлӗ пулма, ҫул-йӗр паллисене пӑхӑнма, ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче автомашинӑна чарсах ҫуран ҫынсене ҫул урлӑ каҫма ирӗк пама ыйтрӗ.

Вместе с тем попросил водителей быть бдительнее, соблюдать дорожные знаки, на пешеходных переходах останавливать машину и дать возможность пешеходам перейти дорогу.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех