Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫма сăмах пирĕн базăра пур.
каҫма (тĕпĕ: каҫма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Халӗ акӑ кунта аммонсемпе моавсем тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансем ҫитрӗҫ, Египетран тухса килнӗ чухне Эсӗ Израиль халӑхне вӗсен ҫӗрӗ урлӑ каҫма чартӑн, ҫавӑнпа вӗсем тавраран кайнӑ та ҫав ҫӗр ҫыннисене тивмен; 11. халӗ ӗнтӗ вӗсем пире ырӑшӑн еплерех тавӑраҫҫӗ: пире Эсӗ еткерлӗхе панӑ ҫӗр ҫинчен хӑваласа яма килчӗҫ.

10. И ныне вот Аммонитяне и Моавитяне и обитатели горы Сеира, чрез земли которых Ты не позволил пройти Израильтянам, когда они шли из земли Египетской, а потому они миновали их и не истребили их, - 11. вот они платят нам тем, что пришли выгнать нас из наследственного владения Твоего, которое Ты отдал нам.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хусий тата малалла каланӑ: эсӗ хӑвӑн аҫуна, унӑн ҫыннисене пӗлетӗн; вӗсем хӑюллӑ, тата вӗсем ҫурисене туртса илнӗ хирти упа ами пекех хаярланса ҫитнӗ, [тата хир сысни пекех тискер,] санӑн аҫу — ҫапӑҫма хастар ҫын; вӑл халӑхпа пӗрле ҫӗр каҫма юлмасть.

8. И продолжал Хусий: ты знаешь твоего отца и людей его; они храбры и сильно раздражены, как медведица в поле, у которой отняли детей, [и как вепрь свирепый на поле,] и отец твой - человек воинственный; он не остановится ночевать с народом.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Давид хӑй тата тӑватҫӗр ҫын малалла йӗрлесе кайнӑ; икҫӗр ҫынни, Восор юхӑм шывӗ урлӑ каҫма вӑй ҫитереймесӗр, унтах юлнӑ.

10. И преследовал Давид сам и четыреста человек; двести же человек остановились, потому что были не в силах перейти поток Восорский.

1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм; 5. Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ; 6. эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ; 7. ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.

4. Левит, муж оной убитой женщины, отвечал и сказал: я с наложницею моею пришел ночевать в Гиву Вениаминову; 5. и восстали на меня жители Гивы и окружили из-за меня дом ночью; меня намеревались убить, и наложницу мою замучили, [надругавшись над нею,] так, что она умерла; 6. я взял наложницу мою, разрезал ее и послал ее во все области владения Израилева, ибо они сделали беззаконное и срамное дело в Израиле; 7. вот все вы, сыны Израилевы, рассмотрите это дело и решите здесь.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Левит пӗр урам варрине ларнӑ; анчах вӗсене никам та хӑй килне ҫӗр каҫма чӗнмен.

И пришел он и сел на улице в городе; но никто не приглашал их в дом для ночлега.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӗсем Гивӑра ҫӗр каҫма шут тытнӑ та ҫавӑнта пӑрӑнса кӗнӗ.

15. И повернули они туда, чтобы пойти ночевать в Гиве.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Анчах кӗрӳшӗ ҫӗр каҫма килӗшмен, ҫула тухнӑ; вӑл Иевус хули, хальхи Иерусалим, патне ҫитнӗ; унпа пӗрле тиевлӗ икӗ ашак тата ҫум-арӑмӗ пынӑ.

10. Но муж не согласился ночевать, встал и пошел; и пришел к Иевусу, что ныне Иерусалим; с ним пара навьюченных ослов и наложница его с ним.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫынни каймах тапраннӑ, анчах хунӗ ӳкӗте кӗртнӗ те ӑна, вӑл вара каллех унта ҫӗр каҫма юлнӑ.

7. Человек тот встал, было, чтоб идти, но тесть его упросил его, и он опять ночевал там.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Пӗррехинче Самсон Газа хулине пынӑ та унта пӗр аскӑн хӗрарӑма курса ун патне ҫӗр каҫма кӗнӗ.

1. Пришел однажды Самсон в Газу и, увидев там блудницу, вошел к ней.

Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Галаад ҫыннисем Ефрем ывӑлӗсенчен Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫине туртса илнӗ, Ефрем йӑхӗнчен чӗрӗ юлнисем кам та пулин «Мана тепӗр енне каҫма ирӗк парсамӑр» тесен, Галаад ҫыннисем унран: эсӗ Ефрем ҫынни мар-и? тесе ыйтнӑ.

5. И перехватили Галаадитяне переправу чрез Иордан от Ефремлян, и когда кто из уцелевших Ефремлян говорил: «позвольте мне переправиться», то жители Галаадские говорили ему: не Ефремлянин ли ты?

Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Анчах Сигон Израиль халӑхне хӑй ҫӗрӗ урлӑ каҫма ирӗк паман, вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Иааца хулинче тапӑрпа ларнӑ та Израильпе тытӑҫса ӳкнӗ.

20. Но Сигон не согласился пропустить Израиля чрез пределы свои, и собрал Сигон весь народ свой, и расположился станом в Иааце, и сразился с Израилем.

Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пурте ун хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Иордан урлӑ Моав енне каҫмалли тӗле ярса илнӗ те никама та каҫма паман.

И пошли за ним, и перехватили переправу через Иордан к Моаву, и не давали никому переходить.

Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Израиль ывӑлӗсем вара Иисус мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ: Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ пек, Израиль йӑхӗсен шутне кура, Иордан тӗпӗнчен вуникӗ чул илнӗ те вӗсене хӑйсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна ҫӗклесе кайса ҫавӑнта хунӑ.

8. И сделали сыны Израилевы так, как приказал Иисус: взяли двенадцать камней из Иордана, как говорил Господь Иисусу, по числу колен сынов Израилевых, и перенесли их с собою на ночлег, и положили их там.

Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Валаам Валак чурисене ҫапла хуравласа каланӑ: Валак мана хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑм, хамӑн Туррӑм, сӑмахӗнчен иртейместӗп, [хам тӗллӗн] пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тӑваймастӑп; 19. ҫапах эсир те кунтах ҫӗр каҫма юлӑр, эпӗ Ҫӳлхуҫа хама тата мӗн калассине пӗлӗп, тенӗ.

18. И отвечал Валаам и сказал рабам Валаковым: хотя бы Валак давал мне полный свой дом серебра и золота, не могу преступить повеления Господа, Бога моего, и сделать что-либо малое или великое [по своему произволу]; 19. впрочем, останьтесь здесь и вы на ночь, и я узнаю, что еще скажет мне Господь.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20. каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21. ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр; 22. тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.

19. И подошли они к начальнику дома Иосифова, и стали говорить ему у дверей дома, 20. и сказали: послушай, господин наш, мы приходили уже прежде покупать пищи, 21. и случилось, что, когда пришли мы на ночлег и открыли мешки наши, - вот серебро каждого в отверстии мешка его, серебро наше по весу его, и мы возвращаем его своими руками; 22. а для покупки пищи мы принесли другое серебро в руках наших, мы не знаем, кто положил серебро наше в мешки наши.

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗлӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ, 28. вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ.

27. И открыл один из них мешок свой, чтобы дать корму ослу своему на ночлеге, и увидел серебро свое в отверстии мешка его, 28. и сказал своим братьям: серебро мое возвращено; вот оно в мешке у меня.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иаковӗ Вирсавияран тухса Харрана кайнӑ, 11. пӗр тӗле ҫитнӗ те хӗвел анса ларнӑран ҫавӑнта ҫӗр каҫма чарӑннӑ.

10. Иаков же вышел из Вирсавии и пошел в Харран, 11. и пришел на одно место, и остался там ночевать, потому что зашло солнце.

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ӑна татах каланӑ: пирӗн улӑм та, выльӑх апачӗ те нумай; ҫӗр каҫма та вырӑн пур, тенӗ.

25. И еще сказала ему: у нас много соломы и корму, и есть место для ночлега.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата аллисене тӑхӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылтӑн сулӑ кӑларса панӑ; 23. [вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ.

22. Когда верблюды перестали пить, тогда человек тот взял золотую серьгу, весом полсикля, и два запястья на руки ей, весом в десять сиклей золота; 23. [и спросил ее] и сказал: чья ты дочь? скажи мне, есть ли в доме отца твоего место нам ночевать?

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех