Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каять (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канатӑн, выртса ҫывӑратӑн… вара йӑлтах иртсе каять.

Отдохнешь, выспишься, и все, я думаю, как рукой снимет.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫук, вӑл вӗсем хыҫҫӑн сыхласа каять, — ҫавӑн пек тӗттӗмре вӗсем ӑна ӑҫтан курччӑр- ха?

Лучше пойти за ними и выследить их; авось в темноте они его не заметят.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк эпӗ хам мӗн тунине хам та сисмесӗрех хӑлӑпран ярса илетӗп те, алӑк яри уҫӑлать каять.

Я уж и сам не знал, что делаю, дернул за ручку, а дверь и отворилась!

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫав ҫурт ҫумӗнче ҫӗрле те нимӗн те курӑнмасть вӗт, — кӑвак вут ҫути ҫеҫ хӑшпӗр чухне чӳречерен йӑлт-йӑлт курӑнкаласа каять — анчах усал тухнисем ҫук унта.

А так ничего особенного никто не замечал, разве только по ночам, да и то просто синие огоньки пляшут под окнами, а не настоящие привидения.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ку ман кӑмӑла каять, — терӗ Том.

— Вот это жизнь! — сказал Том.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн, ҫакна илтсе-нех, ҫийӗнчех тар тухса каять, — тӳрех пӑрахса кайса пытанса ларӑттӑм.

Прямо пот прошибает все время, так и хочется сбежать куда-нибудь и спрятаться.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Арҫын ача нимӗн тума та аптӑраса тӑчӗ: Бекки ӑна каҫхи занятисем пуҫланичченех пӗрле картина пӑхса ларма сӑмах панӑччӗ вӗт-ха, хӑй тата сасартӑк пӑрахса каять.

И мальчик растерянно остановился, не понимая, что же он такого сделал, когда она сама сказала, что будет всю большую перемену смотреть с ним картинки, а теперь с плачем убежала от него.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем сарлака юман ҫулҫисемле шӗшкӗ ҫулҫисенчен хӑйсем валли куркасем турӗҫ, — тискер вӑрманти илӗртекен япаласемпе тутлӑланнӑ шыв кофе вырӑнне питех аван каять, терӗҫ вӗсем.

Мальчики сделали себе чашки из широких дубовых и ореховых листьев и решили, что эта вода, подслащенная дикой прелестью лесов, отлично заменит им кофе.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ҫакӑн пек пурнӑҫ лӑпах манӑн кӑмӑла каять, — терӗ Том.

— Такая жизнь как раз по мне, — сказал Том.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл пӑрахать те каять, вӗсем вара мӗн вӑрҫас килнӗ таран вӑрҫчӑрах ӑна.

Конечно, он же окажется у них виноват, ну и прекрасно!

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн мӑнаккӑшӗ ӑна аяккалла илсе кайрӗ те, вӑл вара хӗпӗртесе ӳкнӗ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хулӑпа ҫаптарнипех ӗҫ иртсе каять пулӗ тесе ӗмӗтленнӗччӗ.

После завтрака тетка подозвала его к себе, и Том обрадовался, надеясь, что его только выпорют.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Е индеецсем патне каять, вӗсемпе пӗрле буйволсене тытма ухутана ҫӳрет, ту ҫинчи ҫар сукмакӗсем тӑрӑх вӑл ниепле те улӑхмалла мар чӑнкӑ вырӑнсене хӑпӑрать, инҫетри Хӗвеланӑҫри ҫулсӑр тӳремлӗхсем тӑрӑх ҫӳрет, хӑҫан та пулсан вара аслӑ ҫар пуҫӗ пулса, кайӑк тӗкӗсене йӑлтӑртаттарса, хӑйӗн ӳтне сӑрласа пӗтерсе, хӑрушӑскер, киле таврӑнать.

Нет, еще лучше, он уйдет к индейцам, будет охотиться на буйволов, вступит на военную тропу, где-нибудь там, в горах или в девственных прериях Дальнего Запада, и когда-нибудь в будущем вернется великим вождем, весь утыканный орлиными перьями, страшно размалеванный.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫук, вӑл салтака каять, темиҫе ҫултан вара суранланса тата чапа тухса киле таврӑнать.

Нет, лучше он пойдет на войну и вернется через много-много лет, весь изрубленный в боях, овеянный славой.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юнлӑ ҫуррийӗ вара хӑй патнелле тепӗр ҫуррине туртма та тытӑнать, юнӗ ҫав вӑхӑтра шӗпӗне хӑй патнелле туртса илет, шӗпӗн вара питӗ час каять.

Понимаешь, та половинка, на которой кровь, будет все время притягивать другую, а кровь тянет к себе бородавку, оттого она исходит очень скоро.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ой, Том, чарӑн-ха йынӑшма: эсӗ йынӑшнӑран манӑн пӗтӗм ҫанҫурӑм сӑрӑлтатса каять.

Ой, Том, перестань: просто мороз по коже дерет тебя слушать.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тен, вӑл часах иртсе каять пулӗ.

Это, может, само пройдет.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Пӑх-ха, Джим, вӑл унталла каять!

— Погляди-ка, Джим!

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мэри пушмак ҫинчен манса каять пулӗ-ха тесе ӗмӗтленчӗ Том.

Он надеялся, что Мэри забудет про башмаки.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ҫакӑн пек шухӑшласа ларнӑ: акӑ вӑл вилес пекех чирле выртать, мӑнаккӑшӗ ун патнелле тайӑлнӑ та каҫару сӑмахӗ те пулин кала тесе ӑна тархаслать; анчах Том пичӗпе стена патнелле ҫаврӑнать те сӑмаха каламасӑрах вилсе каять.

Он воображал, будто лежит при смерти и тетя Полли склоняется над ним, вымаливая хоть слово прощения, но он отвернется к стене и умрет, не произнеся этого слова.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен, ҫав пӑтрав кӑштах йӗркене кӗрет, ҫапӑҫу тӗтӗм-сӗрӗмӗнче тӑшманӗ ҫине хӑпарса ларнӑ Том ӑна чышкӑпа кӳпкелени курӑнса каять.

Скоро неразбериха прояснилась, и сквозь дым сражения стало видно, что Том оседлал нового мальчика и молотит его кулаками.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех