Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗс ҫынсен кашнийӗнех пӗртен-пӗр йывӑр шухӑш пур пек туйӑнать: — Эпӗ ҫакӑн пек пурнӑҫ тӑвасшӑн пултӑм-и элле? — тесе калаҫҫӗ пек вӗсем.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
— Кӑна юрӑра ҫеҫ ҫапла калаҫҫӗ! — тет аппӑшӗ, унпа килӗшмесӗр, анчах Пепе хӑвӑртах ӳкӗте кӗртет ӑна, вара аппӑшӗ кухньӑна лайӑх кӑна ҫутӑ-кӑвак шӑлавар илсе пырать; анчах шӑлаварӗ Пепен пӗвӗнчен те вӑрӑмрах иккен, Пепе кунпа мӗн тумаллине тӳрех ӑнкарса илет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пеццони вӑл, синьор, питӗ ҫӳхе те тутлӑ, роза ҫунатлӑ пулӑ, ӑна мерчен пулӑ тесе те калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл мерчен пулакан вырӑнта пурӑнать, питӗ тарӑн ҫӗрте.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Илтетӗр-и, мӗнле калаҫҫӗ вӗсем?
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Нимле вӑрттӑн шухӑш тытасси те пулман пирӗн, кун ҫинчен пӗр киревсӗр усал ҫынсемпе сыщиксем ҫеҫ калаҫҫӗ.— Никаких тайных намерений не было у нас, об этом говорят только подлецы да сыщики.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Кама калаҫҫӗ! — Санька чикаркине туртса илчӗ те урипе таптарӗ.— Кому сказано! — Санька вырвал цигарку и затоптал ее ногой.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Каласса калаҫҫӗ те-ха ӑна, Андрей Иванӑч!
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Калаҫҫӗ вӗт, хуҫасӑр ҫурт — тӑлӑх-турат тесе.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирсенче вара «патшалӑх ҫурчӗ» тавра (ялта Векшин ҫуртне ҫапла калаҫҫӗ) моторсем шавланӑ, лашасем тулхӑрнӑ, витресем шӑнкӑртатнӑ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Коншаков класри доска ҫине пӑхас вырӑнне ытларах урамалла пӑхнине асӑрхасан, Надежда Петровна ӑна «Чукотка ҫурутравӗ» патне (класри ачасем чи кӗтесри партӑна ҫапла калаҫҫӗ), куҫарса лартрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӑранӗ пӗчӗккӗ, сӗтел пысӑкӑш кӑна, аҫупа учитель ҫапла калаҫҫӗ: «Ку пирӗн сӑнаса пӑхмалли уй пулать. Ӳлӗмрен лайӑх пулас тырӑ ӳсет кунта», теҫҫӗ.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ.
Правасӑр водителе пула 18-ти ҫамрӑк вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23383.html
Халӗ кӑшт мӗн те пулин сиксе тухсанах, тӳрех пирӗн ҫине калаҫҫӗ ӗнтӗ: выльӑх ӳксе вилме пуҫлать-и е камӑн та пулин хаттине вут хыпса илет, — пуриншӗн те эпир айӑплӑ пулатпӑр.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ҫынсем калаҫҫӗ, ав, Ильинскисен тарҫи хут пӗлекенскер пулсан та, — малалла каларӗ Захар, — буфетри кӗмӗле сӑптӑрса кайнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нумайӑшӗсем ырӑ сӑмах каланӑ чухне такӑнаҫҫӗ, намӑсланса хӗрелеҫҫӗ, ҫӑмӑлттайла сӑмаха вара хӑюллӑн та хыттӑн калаҫҫӗ, ҫак сӑмах та, инкеке пула, ахаль ҫухалманнине, тепӗр чухне пӗтерме ҫук усал йӗр хӑварнине асра тытмаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юрӑ ҫинчен тахҫанах мана лайӑххине калаҫҫӗ, эсир вара итлесшӗн те пулмарӑр, сире вӑйпа тенӗ пекех итлеттерчӗҫ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сана калаҫҫӗ… — ҫухӑрса янӑччӗ Захар.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Калаҫма та: е канав урлӑ хывнӑ кӗпере юсасси ҫинчен, выльӑхсем йывӑҫсене сиен тӑвасран е пӗр вырӑнта сад пахчине карта тытасси ҫинчен ҫеҫ калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта, пӗр тӗлте, карта тӳнсе кайнӑ та ҫӗрте выртать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗлӗк халӑх ҫирӗпрех пулнӑ тесе ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956