Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирпе (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр ӑшӑ пулнӑ, анчах ирпе сулхӑнланнӑ.

Ночь была теплая, но к утру стало свежо.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре вӗҫсе тухнӑччӗ эпир; ирпе, пиллӗкмӗшне ҫур сехет кайнӑ ҫӗре, рейдер путартӑмӑр.

Мы вылетели в два часа ночи, а в половине пятого утра утопили рейдер.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирпе ирех Пысӑк Лубня ялне черетлӗ ҫырӑвӑма ҫыртӑм та, урӑх нимӗн тума аптӑраса Кузнечиха патнелле анаталла антӑм.

С утра, написав очередное письмо в село Большие Лубни и не зная, чем ещё заняться, я спускался вниз к Кузнечихе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирпе пилӗк сехетре тӑраттӑм эпӗ, Катя ирхи апат хатӗрлетчӗ те ӗнтӗ — таҫта ҫӳле вӗҫес умӗн вӑл ҫӑмӑл анат ҫеҫ хатӗрлетчӗ.

Я вставал в пять часов, а Катя уже готовила завтрак — лёгкий, когда я шёл на высокий полёт.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирпе аслӑ врач мана хӑй кабинетне ертсе кӗрет — сӗтелӗ шурӑ, чӳречисем витӗрех курӑнмаҫҫӗ, шурӑ лутра кушетка, ӑна таса тӳшек ҫиттипе витнӗ.

Наутро главный врач ведёт меня в свой кабинет — белый стол, матовые окна, низкая белая кушетка, покрытая свежей простынёй.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урамсенче те, «ирпе пилӗк сехетри пек», пушах.

Пусто было на улицах — «как в пять часов утра»,

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Култармӑш! — сакӑр сехет ирпе мӗнле раксем пулччӑр, ирпе кам рак тыттӑр!

Кто же в восьмом часу ловит раков?!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗҫсем ҫӗнӗ вӑй илчӗҫ, ирпе ирех тревога пула пуҫларӗ.

немцы подтянули свежие силы, тревоги начинались с утра.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Госпитальте мар, килтех каҫ выртрӑм эпӗ, ирпе ирех Розалия Наумовнӑна шырама тухса кайрӑм, мӗншӗн тесен хваттер пушах тӑрса юлатчӗ.

Я ночевала дома, не в госпитале, и рано утром пошла разыскивать Розалию Наумовну, потому что квартира оставалась пустая.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Саня яланах ирпе ҫиччӗмӗш сехетре тӑратчӗ, эпир ирхи апатченех шыва кӗме ҫӳреттӗмӗр.

…Саня всегда вставал в седьмом часу, и мы ещё до завтрака шли купаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыран ирпе хӗвел тухсанах хамӑр иртнӗ ҫул шухӑшласа хунӑ кулӑшла секретсем уҫӑлмалла, ҫавна эпир хӗпӗртесе кӗтсе тӑратпӑр.

И радостно было знать, что утром, чуть снова взойдет оно, нам наконец откроются некоторые веселые тайны — те, что мы загадали для себя именно на этот день почти год назад.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мана та гимнастика тутарасшӑнччӗ, анчах эпӗ пуҫларӑм та пӑрахрӑм, вӑл вара кунне икӗ хут — ирпе те каҫпа — ялан туса пырать.

Он и меня заставлял делать зарядку, но я начинала и бросала, а он делал аккуратно — два раза в день, утром и вечером.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ ирӗн те, каҫӑн та пушанмастӑм эпӗ: е ӑна кипкепе ҫавӑрса ҫыхмаллаччӗ, е ӗмӗртмеллеччӗ, шыва кӗртмеллеччӗ, ирпе те каҫпа та клиникӑна кӑкӑр сӗчӗ илме ҫӳреттӗм, — пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫӗм нумайччӗ ӗнтӗ.

И днём и ночью я была занята: то нужно было пеленать его, то кормить, то купать, утром и вечером я ездила в клинику за грудным молоком — словом, возни было много.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Паян ирпе хӗрӗх те иккӗ.

— Сегодня утром было сорок и две.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирпе чей ӗҫет те ларать вара сӗтел хушшине ман ӑшӑ тутӑрпа пӗркенсе.

Как с утра чаю попьёт, так сейчас же в мою шаль закутается — и за стол.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирпе ирех хам мӗн-мӗн тӑвас пирки план турӑм — пысӑках та марччӗ планӑм, анчах тертлӗ делопроизводительсемпе те секретарьсемпе калаҫасси мана тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерни ун тӑрӑх та курӑнать пулӗ.

С утра был намечен план — очень простой, но, пожалуй, по этому плану видно, что мне уже надоело разговаривать с делопроизводителями и секретарями.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан — ку вӑл ирпе пӗр ҫичӗ сехетсенче пулчӗ курнать — телефон шӑнкӑртатрӗ.

Потом — должно быть, это было часов семь утра — зазвонил телефон.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Володя ман пата ирпе ҫичӗ сехетре килсе ҫитрӗ.

Володя заехал за мной в семь утра.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл яланхи пекех пуҫланчӗ; ирпе ҫичӗ сехетре эпир хамӑр «утиль» патне ҫитсе те лартӑмӑр, тахӑшӗ ӗнтӗ Миша Голомба «тӗлӗнтерме» те пуҫларӗ, анчах та вӑл нихҫан та, нимрен те тӗлӗнмест, Ваня Грибков ӗнтӗ такамран горизонт мӗн иккенне те ыйтса пӗлме ӗлкӗрчӗ.

Он начался как обычно: в семь часов утра мы уже сидели за нашим «утилем»; кто-то уже пробовал «удивить» Мишу Голомба, который никогда ничему не удивлялся; Ваня Грибков уже спрашивал у кого-то, что такое горизонт.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ирпе ултӑ сехетре тӑратӑп та «Самолетостроение» тытса ларатӑп, каҫсенче столярнӑйӗнче ӗҫлетӗп, тепӗр чух — ҫурҫӗрчченех…

Я вставал в шесть часов утра и садился за «Самолетостроение», а вечером работал в столярной, — случалось, что и до поздней ночи…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех