Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирпе (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Володя ирпе шкула кайрӗ.

Володя с утра ушел в школу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тытӑҫу часах вӗҫленнӗ, ҫитменнине вӑл ирпе ирех пулса иртнӗ, ҫавӑнпа ӑна куракансем те нумаях пулман.

Драка была быстрой, и, кроме того, происходила она рано утром, поэтому зрителей было немного.

А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.

Укҫипе рецептне илчӗ те вара вӑл алӑкран кӗрекен тарҫине тыттарчӗ, ирпе ирех эмел илме «Американо-азиатски аптекӑна» кайма сӗнчӗ, ҫав аптекӑна кӑна, ма тесен тухтӑр ҫав аптекӑра эмел пурах, терӗ.

Он передал рецепт и деньги привратнику и велел ему рано утром пойти в Американо-азиатскую аптеку, которую назвал Путис, намекнув при этом, что там самые надежные медикаменты.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Тухтӑра шыраса тупрӑмӑр, анчах ӗҫ пит нумай ун, час ерҫеймест, тесе пӗлтерчӗ, — ӑна ыран ирпе тин кӗтме пулать, ун чух та шанчӑклах мар.

Ему ответили, что доктора нашли, но тот очень занят, а кроме того, уже поздно и скорее всего он приедет утром, хотя тоже не обещает.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Ҫул ҫине валли ҫырткаланӑ тата эрех сыпнӑ хыҫҫӑн, ирпе, саккӑрмӗш сехетре, старикпе Оленин пӗрле урама тухрӗҫ.

Закусив и выпив водки на дорогу, Оленин с стариком вышли вместе на улицу часу в восьмом утра.

XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тепӗр кун ирхине Егорушка ирпе ирех хӗвел тухиччен вӑранчӗ.

Когда на другой день проснулся Егорушка, было раннее утро; солнце еще не всходило.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Тепӗр кунхине ирпе ирех купсасем ҫула тухнӑ, утӑ ҫулакансем те вӗсенчен юлман.

— На другой день чуть свет, — продолжал Дымов, — купцы собрались в дорогу, а косари с ними ввязались.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

2 кӗпӗрнине кӗрекен N уес хулинчен утӑ уйӑхӗнчи пӗр кунхине ирпе ирех рессорсӑр лӑсканчӑк кӳмеллӗ лав тухрӗ те почта ҫулӗпе малалла халтӑртаттарса кустарса кайрӗ; кӳми ку чӑнах та питӗ авалхискер пулчӗ, ун йышшисемпе Руҫ ҫӗрӗнче хальхи вӑхӑтра купса приказчикӗсемпе чухӑн пачӑшкӑсем тата выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакансем ҫеҫ ларса ҫӳреҫҫӗ.

Из N. уездного города Z-ой губернии, ранним июльским утром выехала и с громом покатила по почтовому тракту безрессорная, ошарпанная бричка, одна из тех допотопных бричек, на которых ездят теперь на Руси только купеческие приказчики, гуртовщики и небогатые священники.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Паян ирпе эпӗ сан патна унран ҫыру парса янӑччӗ…

— А я нынче утром послал тебе с ней записку…

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сыхланасса асне илмесӗрех вӑл катаран сиксе тухрӗ те ирпе хӑй аннӑ ту тӑрринелле катмакланса хӑпарчӗ.

Забыв об осторожности, он выскочил из рощи и быстро вскарабкался на ту вершину, с которой спустился утром.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ирпе ирех вара пӗр ту хысакӗпе хӑпарчӗ.

Рано утром он поднялся на гребень одного горного хребта.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ирпе унӑн кӑмӑлӗ йӑлтах уҫӑлчӗ.

Утром он проснулся веселый и бодрый.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ирпе вӑрансан, Викентай тияккан вӑрӑ пулать, ҫаратакан, тен, вӗлерекен те пӳлӗ!

Наутро дьякон Викентий проснется вором, грабителем, может быть, даже убийцей!

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кам ӑна курас тет, ҫавӑнпа тава кӗме пултаратӑп, — сӑмаха хутшӑнчӗ ҫӑвар уҫмасӑр чӑтайман Цанко арӑмӗ, — ыран вӑл ирпе ирех кунта кӑйкӑр пек вӗҫсе ҫитет.

— Спорю с любым, кто пожелает, — вмешалась нетерпеливая Цанковица, — что завтра раным-ранешенько он, как сокол, прилетит сюда.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ирпе хӗрачасен шкулне кайма пулнине тухтӑр пӗлетчӗ-ха, паян унта вӗрентместчӗҫ.

Доктор знал, что утром Огнянов собирался пойти в женскую школу, где в этот день не было занятий.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ирпе сивӗччӗ, ҫил-тӑман хускалса кайрӗ.

Утро было морозное, началась метель.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ыран ирпе Смион хаджипе иксӗмӗр Юрдан пичче патӗнче пулатпӑр…

— Ну, а завтра мы с Хаджи Смионом идем к деду Юрдану…

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапах та ирпе Огнянова конака чӗнтерчӗҫ.

Но утром Огнянова вызвали в конак.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Персе пӑхасшӑнччӗ ҫав-ха ӑна паян ирпе.

— Да вот надумал пристрелять его сегодня утром.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кашни курнӑҫмассерен вӑл ҫак ытарайми хӗрӗн чунӗ ырӑ иккенне ытларах та ытларах пӗлсе пырать, ак, хай, пӗррехинче вӑл ирпе вӑранать те ҫав хӗре савнине сисе пуҫлать.

С каждой, встречей он открывал новые прекрасные черты в душе этой девушки и, проснувшись однажды утром, понял, что любит ее.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех