Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: А-Цзинь

Автор: Николай Григорьев

Ҫӑлкуҫ: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.

Хушнӑ: 2019.12.21 16:47

Пуплевӗш: 116; Сӑмах: 1278

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Юлашки вӑхӑтра ҫав А-цзинь ҫинчен шухӑшласа йӑлӑхсах ҫитрӗм ӗнтӗ.

А-цзинь — килти ӗҫсене туса пурӑнакан хӗрарӑм. Шанхайра ӑна пурте «нянь-и» теҫҫӗ, ют ҫӗршыв ҫыннисем вара — «ама». А-цзинь ют ҫӗршыв ҫынни патӗнче ӗҫлесе пурӑнать.

Хӗр-тусӗсем пит нумай ун. Кашни кун, каҫ пула пуҫласанах, пӗрин хыҫҫӑн тепри чӳрече умне пыраҫҫӗ те: «А-цзинь! А-цзинь!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Ҫурҫӗрчченех ҫапла. Еркӗнсем те сахалах мар пулас ун. Пӗррехинче вӑрттӑн кӗмелли алӑк умӗнче вӑл ун пирки хӑй шухӑшне аванах уҫса панӑ:
— Еркӗнсем тупас ҫук-тӑк, мӗн-ма килес вара Шанхая? — тенӗ.

Ун каччисем ҫумӗнче ман ним ӗҫ те ҫук-ха та, ҫапах, вӑл пурӑнакан хваттер хуҫин вӑрттӑн алӑкӗ шӑпах пирӗн калинкке енче вӗт, ҫавӑнпа та «А-цзинь! А-цзинь!» тесе кӑшкӑрни ман хӑлхара яланах янласа тӑрать. Хӑш чух ҫырма та пултараймастӑп вара. Тепӗр чухне тата вырӑнсӑрах «ылтӑн» — «цзинь» иероглиф ҫырса хуратӑп.

Чи аван марри — пӳрте кӗресси е тухасси. Ирӗксӗрех пускилӗн кӗпе-йӗм ҫуса ҫакнӑ кашта айӗпе иртес пулать. А-цзинь пусмапа хӑпарма юратмасть пулмалла, ҫавӑнпа вӑл ҫунӑ япаласене ҫакнӑ чухне бамбук шалҫисем, хӑма таткисемпе ытти япаласем хӑлтӑр-калтӑр йӑтӑнса анаҫҫӗ. Унтан иртсе пынӑ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Малтан тинкеререх пӑхас пулать: хисеплӗ А-цзинь курӑнмасть-и унта, хӑй унтах-тӑк, таврарах кайса ҫаврӑнсан аванрах пулать. Ку ӗнтӗ ытларах хам шиклине пула ҫаплаччӗ пулас. Питӗ хаклаттӑм эп пурнӑҫӑма. Кунта пирӗн А-цзинь хуҫи ют ҫӗршыв ҫынни пулнине те манас пулмасть. Пуҫу юнланса пӗтичченех ҫапӑнса вансан та темех мар. Вилсе выртсан вӑт, вара янташсене пухса калаҫма, пур кӗтесе те телеграммӑсем ҫаптарма лекет, апла пулин те вӗсем усӑсӑр пӑлханаҫҫӗ. Ман шутпа, ӗҫе янташсене пухса калаҫасси патнех илсе ҫитерме юрамасть пек туйӑнать.

Ҫурҫӗр хыҫҫӑн кунта пачах урӑх тӗнче, ҫӗрле ниепле те кӑнтӑрлахи шухӑш-кӑмӑлпа юлма юрамасть. Пӗррехинче ире яхӑн виҫӗ сехет ҫурӑра ҫывӑрманччӗ-ха эп, куҫарупа аппаланса лараттӑм. Сасартӑк илтех кайрӑм: урамра пӗри такама шӑппӑн чӗнет. Кама чӗннине илтсе юлаймарӑм, анчах А-цзине марччӗ вӑл, мана та мар. «Кам-ши ку? Кама чӗнет вӑл ҫак тери каҫа юлса?» — шутлатӑп хам. Тӑтӑм та чӳречене уҫрӑм, курах кайрӑм хайхи: А-цзинь пӳлӗмӗн чӳречи тӗлӗнче темле арҫын тӑра парать. Мана асӑрхаймарӗ. Эп хам килӗшӳсӗр хӑтланнӑшӑн пӑшӑрхана пуҫларӑм, чӳречене хупма кӑна тӑнӑччӗ — хирӗҫри пӗчӗк чӳрече уҫӑлчӗ те унтан А-цзинь пилӗк таран тухса выртрӗ. Тӳрех асӑрхарӗ пулас вӑл мана, леш арҫынне ман ҫине кӑтартса тем каларӗ те аллипе сулчӗ. Арҫынни васкаса утса кайрӗ, куҫран ҫухалчӗ. Эп хам тем айӑпа лекнӗ пек аванмарланса кайрӑм. Текех куҫарса ларма пултараймарӑм, шухӑша путрӑм: «Малашне тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа сахалтарах интересленмелле, Тай тӑвӗ пек пулмалла, — нимле инкекрен те пӑрӑнмалла мар. Юнашарах снаряд ӳксен те чӗтрешме юрамасть».

А-цзиньшӗн ку ниме те пӗлтермерӗ, вӑл яланхиллех йӑхлатса кулчӗ. Куна эп каярах ҫапла шутларӑм, ҫав каҫӑн юлашкипе тепӗр кун кунӗпех чӗрене тем йывӑррӑн пусса тӑчӗ. А-цзинь хӑйне тытма пултарни тӗлӗнтерчӗ мана, вара эп каллех ун умӗнче кӗпӗрленсе тӑнине, яланах йӑхлатса кулнине кӑмӑлла пуҫларӑм. А-цзинь килсе тухсан, пурте улшӑнать, чӗрӗлет, ҫавнашкалах асамлӑччӗ ун вӑйӗ. Эп асӑрхаттарнисем, шавлама чарӑнма ыйтнисем ниме те пӗлтерместчӗҫ. Ман ҫине пӑхмастчӗҫ те. Пӗррехинче юнашарта пурӑнакан ют ҫын тем кӑшкӑрчӗ вӗсене, лешсем ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ, вара ҫав ют ҫӗршыв ҫынни чупса тухрӗ те хӑшне лекнӗ ҫавна тапа-тапа ывӑта пуҫларӗ. Хайхискерсем тинех тарса пӗтрӗҫ, текех кӗпӗрленсе тӑма пӑрахрӗҫ. Ют ҫӗршыв ҫынни тапкӑ ҫитерни вӗсене пилӗк-ултӑ каҫ пухӑнса тӑма пӑрахтарчӗ, анчах кайран каллех шавла пуҫларӗҫ, каҫсерен тата ытларах кӗшӗлтетрӗҫ.

Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн, пӗррехинче, А-цзинь ҫул урлӑ пирӗнпе хирӗҫри вак-тӗвек япалапа сутӑ тӑвакан лавккари карчӑкпа хирӗҫсе кайнӑ. Харкашӑва арҫынсем те хутшӑннӑ. Сасси ун ҫав тери янӑравлӑччӗ, харкашура вӑл тата уҫӑлнӑ, — йӗри-тавра ҫирӗм кил ытла итлеме пултарнӑ ун сассине. Кӗҫех халӑх пухӑнса тулнӑ. «Ман еркӗне туртса илнӗ», — тесе кӑшкӑрашнӑ харкашакансем пӗрне-пӗри. Карчӑкӗ мӗн каланине пит уҫӑмлах илтеймен, А-цзинӗ ӑна ҫапла хуравланӑ:

— Ватсупнӑ… никама та кирлӗ мар эс, ман пур вӑт, кама кирлӗ эп!

Ку тӗрӗсех те пулмалла. Пухӑнса тӑнисем А-цзинь хуйхине ӑнланнӑ. «Никама та кирлӗ мар» ватсупнӑ… парӑнни курӑнсах тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем патне ют ҫӗршыв ҫынни — полицейски пырса ҫитнӗ. Пухӑннисем ҫине вӑл, аллисене каялла тытса, пӑхкаласа тӑнӑ-тӑнӑ та халӑха хӑваласа салатнӑ. А-цзинь йӑпӑр-япӑр ун умне чупса ҫитнӗ те ют чӗлхепе пакӑлтатма тытӑннӑ. Полицейски тимлесех итленӗ ӑна. А-цзинь ҫатӑртаттарса пӗтерсен:
— Ман шутпа, эс те парӑнаканнисенченех мар курӑнать, — тенӗ вӑл куларах.

Леш карчӑкне шыраса аппаланман вӑл. Аллисене каялла тытнӑ та урам тӑрӑх малалла утса кайнӑ. Урамра пулса иртнӗ харкашу ҫакӑнпа вӗҫленнӗ теме те пулӗччӗ. Анчах та ҫынпа ҫын хушшинчи хирӗҫӳ ниепле те ҫакнашкалах ҫӑмӑл иртме пултараймасть. Леш карчӑкӗ… темле вӑйӑмпа усӑ курнӑ пулмалла. Тепӗр кунне ирхине А-цзинь пурӑнакан ҫуртпа юнашар килтен (унта та ют ҫӗршыв ҫынни пуранать) сасартӑк бой чупса тухнӑ. Ӑна виҫӗ тӗреклӗ йекет хыҫран хӑваласа пынӑ. Кӗпи ҫурӑлса пӗтнӗ хайӗн. Хӑвалакансем ӑна урама илӗртсе кӑларнӑ пулас та киле кӗмелли вӑрттӑн ҫула пӳлсе хунӑ пулас. Ниҫта кайса кӗме те ҫук, кунта савнӑ хӗрӗ патне тармалли кӑна юлнӑ. Савнӑ хӗрӗ патӗнче сывлӑш ҫавӑрма май пур, кӑшт лӑпланма…

Ибсен драминчи Пер Гюнт та инкеке лексен савнӑ хӗрӗн юбки хыҫне кӗрсе пытаннӑ, аслӑ юрӑҫсене итлесе ларнӑ. Апла пулин те А-цзинь, ман шутпа, Сольвейгпа танлашаймасть. Туйӑмсӑр вӑл, чӗринче вӑй ҫук. Хӑйне хӑй сыхлас шухӑш ҫеҫ ун: тараканӗ вӗсен тӗлне ҫитсен, А-цзинь алӑкне шатлаттарса хупса хунӑ. Лешӗ хайхи капкӑна лекнӗ, чарӑнса тӑнӑ та ним те тӑвайман. Хаярланса хӑвалакансем ҫакна хӑйсем те кӗтменччӗ. Самантлӑха вӗсем ним тума аптраса тӑнӑ, вара пурте ӑна ҫапкалама тытӑннӑ. Иккӗшӗ ӑна виҫшер хут ҫурӑмран-хырӑмран чышса илнӗ, виҫҫӗмӗше питрен тыттарнӑ, питӗнчен тӳрех юн юхса аннӑ. Тытӑҫу часах вӗҫленнӗ, ҫитменнине вӑл ирпе ирех пулса иртнӗ, ҫавӑнпа ӑна куракансем те нумаях пулман. Ҫиеле тухнипе ая пулнисем те саланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтлӑха тӗнчипех ҫураҫу тӑчӗ. Ӑслӑ сӑмахсем урлӑ пӗлетӗп, ҫакнашкал «ҫураҫу» вӑл икӗ вӑрҫӑ хушшинчи вӑхӑт кӑна, ҫавӑнпа эп ниепле те лӑпланаймастӑп.

Темиҫе кун иртрӗ, сасартӑк А-цзинь те курӑнми пулчӗ. Хуҫи ӑна ӗҫрен кӑларса янине пӗлме те йывӑрах мар. «Ама» вырӑнне кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ пӗр мӑнтӑркка, лӑпкӑ хӗрарӑм ӗҫлеме тытӑнчӗ. Ҫирӗм кун та иртрӗ ӗнтӗ — ҫаплипех лӑпкӑ-ха, пӗррехинче кӑна вӑл урамри икӗ чухӑн юрӑҫа тытнӑ та «Цзи-го-лун-дун-цян», «Ши-ба-мо», «Цзы ши ци ли» юрӑсене юрлаттарнӑ. Кайран каллех лӑпланнӑ. Никам калаҫаканах та пулман. Инкеке, пӗррехинче каллех арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӗпӗрленсе пуҫтарӑнчӗҫ, А-цзинь еркӗнӗ те пурччӗ вӗсемпе, паян харкашмасӑрах иртӗ тесе ниепле те калас ҫук. Кӗҫех эпӗ «Вӗтӗ ҫумӑртан» килӗшӳллӗрех юрра юрлакан арҫын сассине илтрӗм, «Вӗтӗ ҫумӑрӗ» вара пӑвӑнса виле пуҫланӑ кушак ҫури ҫухӑрнӑ пекех туйӑнатчӗ.

Ҫиелтен пӑхма А-цзинь ытти хӗрарӑмсем пекехчӗ, асра тытса тӑма та йывӑрччӗ ӑна. Уйӑх та иртмен-ха, эпӗ вӑл мӗнлерех сӑн-питлине пурпӗрех астӑваймастӑп. Пурпӗрех туртатчӗ вӑл мана. «А» тата «цзинь» иероглифсене асӑнсанах ӑшра темле пулса каятчӗ. Вӗсем хушшинче пулса иртнӗ харкашу, паллах, мана тарӑхтармасӑр, кӑмӑла хуҫмасӑр юлма пултарайман, ҫапла пулин те, А-цзине эпӗ юлашки вӑтӑр ҫул хушшинче тытса пынӑ шухӑш-кӑмӑла темиҫе кун хушшинче пӑсма пултарнӑшӑнах кураймастӑмччӗ.

Ку таранччен эп авалхи юмахсене ӗненместӗмччӗ. Чжао Цзюнь Хань династийӗнче мир туса хума пултарни, Му-лань Суй династине хӳтӗлеме пултарни те суя пек туйӑнатчӗ. Ҫавӑн пекех Ин княҫе Да Цзи пӗтерсе хунине, Си Ши — У княжестви тапӑннин сӑлтавӗ пулнине, Ян Фэй Тан династийӗнчи халӑх пӑлхавне ҫӗклеме пултарнине те ӗненессӗм килместчӗ ман.

Ман шутпа, влаҫа арҫын тытса тӑракан обществӑра хӗрарӑмӑн пит пысӑк вӑй пулмах та кирлӗ мар. Пур ӑнӑҫупа ӑнӑҫсӑрлӑхсемшӗн те арҫын ответлӑ пулмалла. Арҫын писательсем ку таранччен пур тӗлӗшпе те хӗрарӑма айӑплама пӑхатчӗҫ. Вӗсем, паллах, ниме юрӑхсӑр арҫынсем. Вӗсене тулаш енчен те, пултарулӑх енчен те ыттисенчен нимех те уйрӑлса тӑман А-цзинпе танлаштарма ҫуках ӗнтӗ. А-цзинь килти ӗҫсене туса пурӑнакан хӗрарӑм ҫеҫ пулнӑ вӗт-ха. Уйӑх та иртеймерӗ, ун сӑн-сӑпачӗ ман куҫ умӗнче тӗксӗмлене пуҫларӗ, енчен те вӑл принцесса, е императрица, е тата император арӑмӗ пулнӑ пулсан, ун сӑнарӗ мана хытах хумхантарнӑ пулӗччӗ.

«Аллӑ ҫула ҫитсен ҫын турӑ хушнине пӗлсе ҫитет», — тенӗ Конфуций. Эпӗ вӑт ҫав ниме пӗлтермен А-цзине пула ҫынсене хаклас енӗпе темле расналана пуҫларӑм. Ӑстаҫсене ахаль ҫынсемпе танлаштарма ҫук, А-цзинӗн тӗлӗнмелле вӑйӗ те манӑннипе танлашаймӗ. Юлашки вӑхӑтра ман творчество вӑйсӑрланнин сӑлтавӗ А-цзинь характерӗнче теместӗп эпӗ. Тӗрӗссипе каласан, эп А-цзинь пирки ҫавнашкал шухӑшлани хам тарӑхӑва палӑртнипе те ҫывӑх тӑрать. Ҫапла пулин те юлашки вӑхӑтра А-цзинь ҫинчен аса илсенех кӑмӑл пӑтранса килет. Вӑл ман ҫула урлӑ тӑнӑнах туйӑнать. Ним иккеленмелли те ҫук…

Ҫапах та А-цзинь ниепле те Китай хӗрарӑмӗсемшӗн тӗслӗх пулма пултараймасть.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех