Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнет (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хупахран кӑна хӑйӑ ҫути курӑнать, тата ҫӗрлене юлнӑ ӳсӗрсем ҫухӑрашни илтӗнет.

Только в кабаке светился огонь и раздавались крики запоздалых гуляк.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пур ҫӗрте те ӳсӗр пӑлхавҫӑсем ҫухӑрашни илтӗнет.

Везде раздавались крики пьянствующих мятежников.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан ҫухӑрашни, ахӑлтатни, юрлани илтӗнет

Там раздавались крики, хохот и песни…

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫырма хӗрринчен ӳсӗр ҫын юрлани илтӗнет.

Пьяная песня доносится с реки.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манкун каҫ ҫӗр айӗнчен юрлани илтӗнет, имӗш.

и в пасхальную ночь из-под земли слышится пенье.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Командирсем ӑна юратаҫҫӗ, тени илтӗнет.

Командиры, слышно, им довольны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Слободкӑри ҫырма хӗррине туса лартнӑ пӳртсенчен пӗринче ытла ҫуттӑн курӑннине асӑрхарӑм; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе йӗркесӗр шавлани те, кӑшкӑрашни те илтӗнет, унта ҫар ҫыннисем ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ.

В одном из домов слободки, построенном на краю обрыва, заметил я чрезвычайное освещение; по временам раздавался нестройный говор и крики, изобличавшие военную пирушку.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ман таканламан лашан кашни пусӑмӗ ту хушшисен шӑплӑхне ҫурса илтӗнет; шыв сикки патӗнче эпӗ утӑма шӑвартӑм та, пӗр-икӗ хутчен кӑкӑр тулли кӑнтӑрти каҫ сывлӑшне сывласа илсен, каялла ҫаврӑнтӑм.

Каждый шаг моей некованой лошади глухо раздавался в молчании ущелий; у водопада я напоил коня, жадно вдохнул в себя раза два свежий воздух южной ночи и пустился в обратный путь.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эх, ҫав сӑмахсӑр калаҫӑва эпӗ тӗлӗнсе каймалла час ӑнкаратӑп-ҫке, кӗске кӑна пулать те вӑл, пурин ҫинчен те лайӑх пӗлтермелле илтӗнет!..

О, я удивительно понимаю этот разговор немой, но выразительный, краткий, но сильный!..

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑхӑчӗпе урамра ут чупни те нагаец урапи чӗриклетни илтӗнет, тутарсен хурлӑхлӑ юрри янрать.

Порою звучный топот коня раздавался по улице, сопровождаемый скрыпом нагайской арбы и заунывным татарским припевом.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Итле-ха: ку вӑл шыв шӑмпӑлтатни мар, эп улталанас ҫук, — унӑн вӑрӑм кӗсменӗсем ҫапӑнни ҫапла илтӗнет.

Слышишь: это не вода плещет, меня не обманешь, — это его длинные весла.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл шӑплӑхра сивӗнсех пыракан мотор хуллен ҫатӑртатни те, тӑнлавсенче юн тапни те, ҫӳлтен хӑвӑрт аннипе хӑлхасенче сывлӑш шавлани те илтӗнет.

Такая, что слышно, как потрескивает остывающий мотор, как кровь бьется в висках и шумит в ушах от быстрой потери высоты.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сасартӑк шӑп пулса тӑчӗ, ҫав тери шӑп — самолёт пайӗсене ҫил ҫапӑнни те илтӗнет.

И вдруг стало тихо, так тихо, что слышно, как гудят снасти на ветру.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Лашасем ӗшенсе ҫитрӗҫ, хамӑр та шӑнса кайрӑмӑр; тӑман пирӗн таврашри ҫурҫӗр енчи пекех, вӑйлӑрах та вӑйлӑрах вӗркет; юрри кӑна салхурах та хурлӑхлӑрах илтӗнет.

Лошади измучились, мы продрогли; метель гудела сильнее и сильнее, точно наша родимая, северная; только ее дикие напевы были печальнее, заунывнее.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хутран-ситрен сакльӑран юрлани те илтӗнет, мана итлемешкӗн кансӗр.

Иногда шум песен и говор голосов, вылетая из сакли, заглушали любопытный для меня разговор.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Типӗ ҫанталӑкра уй-хирте ӗҫ вӗресе тӑрать — тырӑ выраҫҫӗ, курӑк ҫулаҫҫӗ, ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, унта та кунта тракторсемпе комбайнсем кӗрлени илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Ку вӑл — вӑрман хуллен кӑна шавлани илтӗнет

Это шумит за окном бор.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫӑварӗ уҫӑлать, анчах пӑшӑлтатни ҫеҫ илтӗнет.

Рот открывается, но слышен лишь шепот.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ку вӑл — асаплантармалли пӳлӗме кӗрес умӗнхи тапхӑр, — унтан заключеннӑйсем йынӑшни, кӑшкӑрни илтӗнет, эсӗ унта хӑвна мӗн кӗтнине пӗлместӗн.

Это преддверие застенка, откуда слышатся стоны и крики узников, и ты не знаешь, что ждет тебя там.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Кӳршӗри камерӑран стена витӗр ирхи салам килет: унтан Бетховен музыкинче икӗ такта шаккаҫҫӗ, — паян ытти чухнехинчен хаваслӑрах, ҫирӗпрех шаккаҫҫӗ, стена витӗр те вӑл ҫӗнӗлле, урӑхларах илтӗнет.

Утренний привет соседней камеры: сегодня оттуда выстукивают два такта из Бетховена торжественнее, настойчивее, чем обычно, и стена передает их тоже в ином, необычном тоне.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех