Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнет (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен сасси, пӗр-пӗринпе хутшӑнса, пӗр вӗҫӗмсӗр чӑрлату пулса, чуна пӑшӑрхантарса илтӗнет.

Их стрекот слился одну длинную, нескончаемую заунывную трель.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тавралӑх шӑп, бетон юпа ҫумне пире кӑкарса тӑракан чалка борт хӗррине сӑтӑркаласа сасӑ туни илтӗнет.

Было очень тихо; слышно было, как трется о борт чалка, которая держала нас у бетонного устоя.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн хыҫра режиссерсем васкаса пӑшӑлтатни илтӗнет

За моей спиной слышался торопливый шепот режиссеров.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахӑшӗ ахлатса илет, партӑсем хушшинче пӑшӑлтатса калаҫни илтӗнет.

Кто-то ахает, шепот пролетает по партам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӳкекен йӗпе юр стени витӗр хутран курантсем ҫапни илтӗнет.

Сверху сквозь падавший сплошной стеной снег доносились близкие удары курантов.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Залӑн пур кӗтессинче те манӑн ят илтӗнет.

Я услышала в разных концах зала свое имя.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей юлташ! — унтан та кунтан илтӗнет.

Товарищ Расщепей! — слышалось и там и тут.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хирте юри тунӑ редутсем, флешсем нумай, тӗрлӗ ҫӗртен лашасем кӗҫенни илтӗнет, унта та кунта — ҫынсем, Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи француз тата вырӑс салтакӗсем пек тумланнӑскерсем ҫерем ҫинче пинӗ-пинӗпе лараҫҫӗ.

На поле были построены редуты и флеши, в разных концах его уже ржали лошади, сидели на земле тысячи людей, одетые в форму французских и русских солдат времен Отечественной войны.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн ҫутисем горизонт патӗнчех йӑмӑхаҫҫӗ: ҫуртсем ҫийӗн, башньӑсемпе мӑрьесем тӑррипе кӗрленӗ сасӑ илтӗнет, ҫул кукрисен тӗлӗнче трамвайсем кӗриклетсе илеҫҫӗ, машинӑсем хуллен кӗмсӗртетеҫҫӗ, таҫта аякран уҫӑ шӑршлӑ ҫурхи ҫилӗн аран ҫеҫ палӑракан юхӑмӗпе пӗрле паровоз сассисем килеҫҫӗ.

На самом горизонте мерцают его огни, над крышами, поверх труб и башен, плывет слитный рокот, взвизгивают трамваи на поворотах, бегут над улицами голубые вспышки, легонько тявкают внизу машины, откуда-то издалека с едва заметными порывами пахучего весеннего ветерка доносятся паровозные гудки у вокзалов.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗнпур сас-чӗвӗ, ман хӑлхана кӗрекенни, ҫав ҫутӑн леш енче илтӗнет, ун урлӑ ку енне аран ҫеҫ ҫиткелет.

Все голоса были по ту сторону стены и с трудом проходили сквозь нее.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурӗпӗрех ҫапла илтӗнет: Сан-Дмич.

Все равно так слышится: Сан-Дмич.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Яр уҫнӑ кантӑкран каҫхи урамӑн шавӗ кӗрет, васкавсӑр утса, хыттӑн пусса ҫӳрени илтӗнет — ҫынсем тротуарсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ.

В открытое окно доносился шум вечерней улицы, громкие неторопливые шаги по тротуару; люди шли не спеша, прогуливаясь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хупнӑ алӑк хыҫӗнче йӑшӑлтатни, пӗр-пӗринпе каварлашни, пулас кулӑшӑн малтанах хӗпӗртесе кулни илтӗнет.

Слышала, как за закрытой дверью перешептываются, взвизгивают от восторга, сговариваясь и предвкушая.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хупахран кӑна хӑйӑ ҫути курӑнать, тата ҫӗрлене юлнӑ ӳсӗрсем ҫухӑрашни илтӗнет.

Только в кабаке светился огонь и раздавались крики запоздалых гуляк.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пур ҫӗрте те ӳсӗр пӑлхавҫӑсем ҫухӑрашни илтӗнет.

Везде раздавались крики пьянствующих мятежников.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан ҫухӑрашни, ахӑлтатни, юрлани илтӗнет

Там раздавались крики, хохот и песни…

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫырма хӗрринчен ӳсӗр ҫын юрлани илтӗнет.

Пьяная песня доносится с реки.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манкун каҫ ҫӗр айӗнчен юрлани илтӗнет, имӗш.

и в пасхальную ночь из-под земли слышится пенье.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Командирсем ӑна юратаҫҫӗ, тени илтӗнет.

Командиры, слышно, им довольны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Слободкӑри ҫырма хӗррине туса лартнӑ пӳртсенчен пӗринче ытла ҫуттӑн курӑннине асӑрхарӑм; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе йӗркесӗр шавлани те, кӑшкӑрашни те илтӗнет, унта ҫар ҫыннисем ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ.

В одном из домов слободки, построенном на краю обрыва, заметил я чрезвычайное освещение; по временам раздавался нестройный говор и крики, изобличавшие военную пирушку.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех