Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветеранӗ (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хушшинче Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗ Н.Ф.Шуреков, М.Ф.Шуреков усламҫӑ, Аҫтӑрханти кимӗсем юсакан завод директорӗ П.А.Шуреков, РФ оборона министерствин тӗп штабӗн полковникӗ Н.А.Илямаков тата подполковникӗ О.Г.Ледюков, полици майорӗ Ю.А.Илямаков, шкулти музей директорӗ Н.К.Кадебин, полици полковникӗсем В.М.Эльмуков, Н.В.Князькин, ҫул-йӗр участокӗн маҫтӑрӗ О.Н.Сандркин.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Совет Союзӗн Геройӗн Н.Г.Князькинӑн хӗрӗ Роза Марыгина тата вӑрҫӑ ветеранӗ Иван Рдюков хӗрлӗ хӑйӑва касса монумента уҫма тивӗҫ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ветерансен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашлуҫи Николай Лазарев Владимир Сатай пек ҫынсемпе – ҫыравҫӑ, поэт тата вӑрҫӑ ветеранӗ – пирӗн мухтанма пӗлмеллине, вӗсенчен тӗслӗх илмеллине, ҫамрӑк ӑрӑвӑн асаттесемпе асаннесен паттӑрлӑхне манмалла маррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ҫыравҫӑ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнипе ӑна пысӑк уяв умӗн уҫни пушшех те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Пӗлместӗп, — ассӑн сывлать ӗҫ ветеранӗ.

- Не знаю, - вздыхает ветеран труда.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫакӑн пек ҫынсенчен пӗри Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майни ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Петрович Константинов.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Капла вара шанӑҫлӑ, – тет ӗҫ ветеранӗ, хире каймашкӑн васкаса.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ ӗҫчен // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Атте-анне вӗрентнӗ чӑнлӑха ӗмӗрӗпех чӗре ҫывӑхне илсе пурӑнтӑм, — инҫетри ачалӑха таврӑнса калаҫрӗ ӗҫ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Чичикин театра 15 минутран ҫитрӗ, — сӑмаха тӑсрӗ завод ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Эпӗ кунта пӗр ҫул ҫеҫ ӗҫлемен-ҫке, вӑйпитти вӑхӑта ҫакӑнта ирттернӗ, - иртнине аса илет ӗҫ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Выпускниксене шкул директорӗ Петр Кузнецов, Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Смирнов, педагогика ветеранӗ Сергей Николаев, пӗрремӗш вӗрентекенсем Галина Кругловӑпа Венера Максимова, класс ертӳҫи Елена Светопольская, ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе Людмила Шаурбина саламласа ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Выпускников поздравили и пожелали успехов директор школы Петр Кузнецов, глава сельского поселения Юрий Смирнов, ветеран педагогики Сергей Николаев, первые учителя Галина Круглова и Венера Максимова, классный руководитель Елена Светопольская, от имени родителей Людмила Шаурбина.

Пурнӑҫӑн ҫулӗ анлӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

44 ҫул хушши медицинӑра вӑй хунӑ хӗрарӑм «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫлипех илнӗ.

Проработав в медицине 44 года она заслуженно получила звание "Ветеран труда".

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Котеркассинчи Сильвестр Петров кӑкӑрӗ ҫинче вара «ГСВГ ветеранӗ» вӗр-ҫӗнӗ медаль ялтӑртатрӗ.

Вот на груди Сильвестра Петрова с Котеркассы заблестела совершенно новая медаль "ветеран ГСВГ".

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Хисеплӗ донор «Ӗҫ ветеранӗ» ята илме витӗм кӳрет.

Почётный донор даёт возможность получить звание "Ветеран труда".

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

ЧР ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотиллӗ «Акконд-агро фирма» обществӑн машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Галина Васильевна Семина, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑх осеменаторӗ Анжела Васильевна Чернова, Грачев хресчен фермер хуҫалӑхӗн пӑру пӑхаканӗ Зоя Алексеевна Шашкова, «Чутеевский» ЯХПК машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Валентина Сергеевна Филиппова, ял хуҫалӑх ветеранӗ Анатолий Васильевич Салканов пулчӗҫ ҫакӑн хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ /1998/, ӗҫ ветеранӗ.

Заслуженный агроном Чувашской Республики (1998), ветеран труда.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ӗпхӳ хулинчи чӑваш вырсарни шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Ягодкина хатӗрленӗ сценари тӑрӑх Римма Макарова, Галина Скоробогатова, Мария Гаврилова, Леонид Михайлов «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене илемлӗн шӑрантарчӗҫ пулсан, Приютово поселокӗнчен килсе ҫитнӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Зоя Смолькина хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑл хушнипе ывӑлӗ Василий йӑмӑкӗн паспорчӗпе загса кайса килнӗ, темиҫе сехетрен мӑшӑрланнине кӑтартакан штампсӑр документ илсе килнӗ, — ҫирӗплетет КГБ ветеранӗ Игорь Атаманенко.

По его приказу сын Василий съездил с паспортом сестры в загс и через несколько часов привез документ уже без штампа о бракосочетании, — утверждает ветеран КГБ Игорь Атаманенко.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кӑҫал тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ медицина сестринче нумай ҫул ӗҫленӗ И.Яковлева кашни ҫырӑнтару кампанийӗнчех ҫирӗмшер, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Н.Арсентьева вуншар, Е.Степанова учительница ултшар издани ҫырӑнса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Смирнов, СССР халӑх учителӗ, вӑрҫӑ ветеранӗ Петр Чернов, шкул директорӗ Петр Кузнецов, салтак арӑмӗ Серафима Смирнова саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех