Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветеранӗ (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл «Ӗҫ ветеранӗ» медале тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

«Питех те савӑнӑҫлӑччӗ пуҫарулӑх кӑтартса ӗҫлеме, районти кашни ялах ҫитсе кураттӑмччӗ. Комсомолецсен пухӑвӗсенче ҫамрӑксене пырса тивекен тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваттӑмӑр, интереслӗ мероприятисем йӗркелеттӗмӗр», - аса илет ҫав вӑхӑтсене комсомол ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем яланах пӗрле старта тӑнӑ спорт ветеранӗ Петр Федоров нумай пулмасть кисретнӗ инкеке пула ӑмӑртусене хутшӑнайманнишӗн ҫеҫ хӗрхенсе калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чӑваш Енрен 80 ҫултан аслӑрах икӗ спортсмен, Ленинград блокадине хутшӑннӑ ватӑ тата тӑватӑ спорт ветеранӗ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пархатарлӑ ӗҫшӗн Анастасия Сергеевна «Ӗҫ ветеранӗ», «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» ятсене, нумай Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫме кирлӗ наградӑпа чыслассине йӗркелесе ярас енӗпе ырӑ улшӑну пулассине те общество членӗсем чылайранпа кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

82 ҫулти Зинаида Мустакова Ӗҫ ветеранӗ пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗҫ ветеранӗ халӗ тӗп хулара Михаил ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Ветеран труда сейчас живет в столице вместе с семьей сына Михаила.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

2010 ҫултан пуҫласа пирӗн республикӑра Раҫҫей Президенчӗн указне пурнӑҫланӑ шайра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 5,5 пин ытла ветеранӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ хваттерсем илнӗ.

В нашей республике начиная с 2010 года в рамках реализации указа Президента России более 5,5 тыс. ветеранов Великой Отечественной войны получили комфортные квартиры.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2015 ҫулта аслӑ ҫулти ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх парассин шайне ӳстерес тӗллевпе «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫмелли ӗҫ стажне 2,5 ҫити чакарнӑ, халӗ вӑл хӗрарӑмсемшӗн - 37 ҫул та 6 уйӑхпа, арҫынсемшӗн - 42 ҫул та 6 уйӑхпа танлашать.

В 2015 году в целях повышения уровня социальной защиты людей преклонного возраста на два с половиной года снижен трудовой стаж для присвоения звания «Ветеран труда Чувашской Республики» – до 37 лет и 6 месяцев у женщин и 42 лет и 6 месяцев у мужчин.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Кунтах Э. М. Юрьев пирки Кӗҫӗн Шетмӗри педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Ю. Дубров районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ статьясене те тупса вулама май пур.

Куҫарса пулӑш

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Ҫак вӑхӑтри ӗҫри хастарлӑхшӑн Николай Кураков медале те тивӗҫнӗ, кайран «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Ҫакна хакласа ӑна каярах «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа чыслаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

«Ача амӑшӗн мухтавӗ», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе пӗрле упрать ӑна.

Она его хранит вместе с медалями «Материнская слава», «Ветеран труда».

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех