Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветеранӗ (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак куна эпӗ нихӑҫан та манас ҫук тата ун чухне мӗн туйнине сӑмахпа та ӑнлантараймастӑп, - терӗ калаҫӑва малалла тӑсса вӑрҫӑ ветеранӗ.

Я никогда не забуду этот день и не смогу объяснить словами, что я чувствовал тогда, — продолжил ветеран войны.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Урам вӗҫӗнче вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗртен-пӗр ветеранӗ тата виҫӗ ӗҫ ветеранӗ пурӑнать.

А в конце улицы живут один-единственный ветеран Великой Отечественной войны и три ветерана труда.

Ял вӗҫӗнче пурӑнакансене ҫул кирлӗ мар-им? // Аслӑ Ӑнӑ ҫыннисем. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... kirl-mar-i

Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнекин эрни умӗн Вӑрнарта пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Маргарита Климентьевна Матвеева хурӑнсур-ҫармӑссене чаплӑ парне турӗ – ку ял библиотекине 200-е яхӑн кӗнеке парнелерӗ.

Перед неделей детской и молодежной книги ветеран педагогического труда Маргарита Климентьевна Матвеева, живущая в Вурнарах, подарила хорнзорским жителям почетный подарок - подарила этой деревенской библиотеке около 200 книг.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Спорт ветеранӗ, СССР спорт мастерӗн кандидачӗ сакӑр теҫетке ҫулран каҫнӑ пулсассӑн та, инҫе ҫула кӗскетсе, кашни ҫулах ӑмӑртӑва ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

Турнира уҫнӑ ҫӗре район пуҫлӑхӗ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, «Кӗтне» ентешлӗх представителӗ Александр Капитонов, турнир пуҫаруҫи, спорт ветеранӗ Петр Матросов хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

Хальхи вӑхӑтра районта миҫе Афган вӑрҫин ветеранӗ пурӑнать?

— В настоящее время в районе сколько ветеранов Афганской войны живут?

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Паянхи куна «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята стаж тӑрӑх 19 пин ытла ветеран илнӗ.

На сегодняшний день звание «Ветеран труда Чувашской Республики» по стажу получили более 19 тыс. ветеранов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илме ирӗк пур граждансен ушкӑнӗсен переченьне пысӑклатнӑ.

С 1 января 2012 г. в Чувашии был расширен перечень категорий граждан, имеющих право на присвоение звания «Ветеран труда Чувашской Республики».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Чыслӑ пухӑва ватӑсем хисеп турӗҫ: РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ Праски Витти; ӗҫ ветеранӗ Вера Орлова; Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх элчисен ассамблеин председателӗ, ЧПУ экс-ректорӗ Лев Кураков; Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев; ЧНК президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов юрист; Чӑваш халӑх хуралӗн ҫумпредседателӗ Николай Адёр; Мускаври юрист Владимир Болгарский тата ыттисем.

Уважаемое собрание приветствовали старейшины: заслуженный художник РФ Праски Витти, ветеран труда Вера Орлова; председатель Ассамблеи представителей народов, живущих в Чувашии, экс-ректор ЧГУ Лев Кураков; ректор Чувашского республиканского института образования Юрий Исаев, член президиума ЧНК юрист Николай Лукианов, сопредседатель Чувашского народного хурала Николай Адёр, московский юрист Владимир Болгарский и другие.

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/20965.html

Ҫивӗч кӗрешӳре тӗрлӗ виҫеллӗ снаряд йӑтса тата хӑйсен виҫисенче йӑлана кӗнӗ турнир ҫӗнтерӳҫисен ятне Елчӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗренекенсем В.Николаева, Д.Соловьев, А.Федоров, В.Семенов, А.Павлов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи Д.Козлов, Муркаш районӗнчи А.Морозов, Етӗрне районӗнчи К.Петрова, Шупашкар районӗнчи Е.Градовпа А.Волкова, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем И.Кривовпа О.Николаев тата ӗҫпе спорт ветеранӗ, тӗнче чемпионӗ пулнӑ А.Павлов тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Вӑл Тӑван ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

— Чирлӗ тӑванӗ е вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑнать вӑхӑтлӑха ҫав ҫуртра.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Ольга Семеновна – ӗҫ ветеранӗ, салтак арӑмӗ (мӑшӑрӗ – кукаҫей Сталинград патӗнче пуҫне хунӑ) колхозра тар тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Вӗсенчен ытларахӑшӗ тыл ветеранӗ - 18904, хӗҫпӑшал тытса ҫапӑҫнисем вара - 985 кӑна.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вице-премьер - сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх - тӑватӑ ҫул каялла кӑна Чӑваш Енре 43 пин вӑрҫӑ паттӑрӗпе тыл ветеранӗ пурӑннӑ пулсан, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн сумлӑ юбилейне 28 пин те 43-ӗн кӑна уявлама пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн хутлӑхри 11037 ӗҫ ветеранӗ уйӑхри укҫа тӳлевне 12013305,51 тенкӗлӗх тивӗҫнӗ, 5808 ҫынна телефон ҫыхӑнӑвӗн вырӑнти сечӗн абонент линийӗпе усӑ курнӑшӑн 511455,48 тенкӗ компенсаци панӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ӑна «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа чысланӑ.

Его наградили званием "Ветеран труда".

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Василий Яковлев, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ:

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Вӗсем хушшинче Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗ Н.Ф.Шуреков, М.Ф.Шуреков усламҫӑ, Аҫтӑрханти кимӗсем юсакан завод директорӗ П.А.Шуреков, РФ оборона министерствин тӗп штабӗн полковникӗ Н.А.Илямаков тата подполковникӗ О.Г.Ледюков, полици майорӗ Ю.А.Илямаков, шкулти музей директорӗ Н.К.Кадебин, полици полковникӗсем В.М.Эльмуков, Н.В.Князькин, ҫул-йӗр участокӗн маҫтӑрӗ О.Н.Сандркин.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Совет Союзӗн Геройӗн Н.Г.Князькинӑн хӗрӗ Роза Марыгина тата вӑрҫӑ ветеранӗ Иван Рдюков хӗрлӗ хӑйӑва касса монумента уҫма тивӗҫ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех