Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем

Автор: Алина ИЗМАН

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хушнӑ: 2016.06.16 18:30

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 833

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Аварире аманнисене, ача ҫуратакан хӗрарӑмсене, йывӑр операци чӑтса ирттернисене… тӑтӑшах юн кирлӗ. Кунашкал йывӑр лару-тӑрӑва кашниех лекет. Апла тӑк пирӗн пурнӑҫа та донор юнӗ ҫӑлса хӑварма пултарать. Донорлӑх — паттӑрлӑхпа танах. Паян пирӗн ыйтусене Республикӑри юн илекен станцин тӗп врачӗ Людмила ЯКОВЛЕВА хуравлать.

— Людмила Михайловна, Чӑваш Енре миҫе донор? Вӗсен йышӗнче ҫамрӑк нумай-и?

— Пурӗ 14700 ытла донор, 34% — ҫамрӑксем. 4123 ҫын СССР е РФ хисеплӗ донорӗн ятне тивӗҫнӗ. Вӗсен ретне ҫулсеренех 150 ҫын тӑрать.

— Камсем ытларах юн параҫҫӗ: хӗрарӑмсем-и е арҫынсем-и?

— Ытларах арҫынсем. Хӗрарӑмсем физиологи уйрӑмлӑхне кура сайра хутра донор пулаяҫҫӗ.

— Сирӗн пата килнисен медицинӑн мӗнле тӗрӗслевне тухмалла?

— Юн илес умӗн донора тӳлевсӗрех тӗплӗ тӗрӗслеҫҫӗ: гемоглобин шайне виҫеҫҫӗ, юнӑн пӗтӗмӗшле анализне пӑхаҫҫӗ, юн ушкӑнне тата резус-факторне палӑртаҫҫӗ. Ҫыннӑн ҫӳллӗшне, виҫине, юн пусӑмне, ӳт температурине, чӗре таппине, йӑлмакаллӑ сий тӑрӑмне тата ыттине те тӗрӗслеҫҫӗ. Психологипе неврологи тӗлӗшӗнчен ҫын хӑйне мӗнле тыткаланине шута хураҫҫӗ. Наркотик тутанмасть-и, алкогольпе айкашмасть-и, пурнӑҫ йӗрки мӗнлерех? Йӑлтах уҫӑмлатаҫҫӗ. Юн илни ҫын сывлӑхне сиен кӳмест тӗк тин вӑл донор пулаять.

— Юна, унӑн компоненчӗсене час-часах пама юрать-и?

— Хӗрарӑмсен — ҫулталӑкра 4-ран, арҫынсен 5-рен ытла мар юн пама юрать. Плазмӑна вара — 20-рен ытла мар.

— Камсем донор пулаймаҫҫӗ?

— Донор пулма чаракан сӑлтавсем пур. Тӗслӗхрен, 50 килограмран сахал таякансем, 18 ҫул тултарманнисем. Татуировка, пирсинг тутарнисен е йӗппе тирсе сипленнисен 1 ҫулсӑр юн пама юрамасть. Ангинӑна, грипа, ОРВИе тӳссе ирттернисен сывалнӑ хыҫҫӑн 1 уйӑх тӑхтамалла, уйӑх хушши иртнӗ хыҫҫӑн 5 кунран юн пама юрать. Хӗрарӑмсем ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн — 1 ҫултан, кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсан 3 уйӑхран донор пулаяҫҫӗ.

— Савӑшнӑ хыҫҫӑнах юн пама юрать-и?

— Партнер сывӑ тӑк ку пӗлтерӗшлӗ мар. Анчах иккӗленӳ пур тӑк донор пунктӗнче ҫакна тухтӑртан пытармалла мар. Ку реципиентшӑн хӑрушӑ.

— Пирус туртакан ҫынна та йышӑнатӑр-и?

— Ҫапла. Анчах процедурӑччен — 1 сехет, юн панӑ хыҫҫӑн 2 сехет пирус туртмасӑр чӑтма сӗнетпӗр.

— Эрех-сӑра ӑша янӑ хыҫҫӑн юн париччен мӗн чухлӗ кӗтмелле?

— 48 сехетрен кая мар.

— Организма ҫухатнӑ юна тавӑрма мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ?

— Интервала пӑхӑнсан донор сывлӑхӗ шар курмасть. Тӗслӗхрен, юн панӑ хыҫҫӑн 60 кунран тин тепӗр хутчен станцие килме юрать, плазмӑна 30 кунран кӑна памалла. Виҫҫӗмӗш хутчен донор пулас тесен 2 эрне тӑхтамалла.

— Юна мӗнле кӑтартусем тӑрӑх тӗрӗслеҫҫӗ? Вӑл хӑҫан юрӑхсӑр шутланать?

— Юн службин нормативлӑ докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, унашкал кӑтарту питӗ нумай. Сӑмахран, юнра ВИЧ-инфекци, В тата С вируслӑ гепатитсем, сифилис тата ытти вирус пуррипе ҫуккине тӗпчеҫҫӗ. Кӑтартусем нормӑпа килӗшӳллӗ мар тӑк юна пӑрахӑҫлаҫҫӗ.

— Сирӗн пата килекенсем юн курнипе тӑна ҫухатаҫҫӗ-и?

— Ҫук, кун пекки пулманпа пӗрех.

— Станци сотрудникӗсем юн параҫҫӗ-и?

— Паллах, вӗсем вӗҫӗмех параҫҫӗ. Пирӗн 20 ӗҫчене «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» кӑкӑр паллипе чысланӑ.

— Чирлӗ ҫын хӑйӗн донорӗ кам пулнине пӗлет-и?

— Донор та, реципиент та пӗр-пӗрин ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. 2013 ҫултанпа юн этикетки ҫине донорӑн ятне, хушаматне, ашшӗн ятне ҫырни саккуна пӑснипе танлашать. Ку вӑрттӑнлӑха штрих-кодпа пытарнӑ.

— Ҫамрӑк ҫыннӑн юнне янӑ хыҫҫӑн ҫамрӑкланма пулать тени тӗрӗс-и?

— Донор вӗҫӗмех юн парать тӗк унӑн юнӗ «ҫывӑрмасть», ватӑлакан тытӑм пухӑнмасть, вӑл ҫӗннипе, тин кӑна клеткӑран ҫуралнипе, улшӑнать. Кашни клеткӑн — хӑйӗн пурнӑҫ тапхӑрӗ. Вӑхӑт ҫитсен вӑл вилет, ун вырӑнне урӑххи ҫуралать. «Ҫавӑнпа «ватӑ» тата «ҫӗнӗ» юн ӑнлав ҫук.

— Донорсем хӑйне евӗр «чире» каяҫҫӗ имӗш: вӗсен ытларах та ытларах юн парас килет. Капла каланипе килӗшетӗр-и?

— Юн пани организма лайӑх витӗм кӳрет: юн ытларах ҫӗнелет. Организм ҫакна хӑнӑхнӑ тӑк уншӑн аварие лекни е пиҫсе кайни, операци тунӑ чухне юн ҫухатни хӑрушӑ мар. Час-часах юн паракансем — чи сыввисем тесен те йӑнӑш мар. Ученӑйсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унашкаллисен инфаркт, чӗре чирӗ 10 хут сайрарах тӗл пулать. Донорсем каланӑ тӑрӑх, юн панӑ хыҫҫӑн вӗсем тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑшӑн киленӳ илеҫҫӗ. Пӗтӗм «чирӗ» ҫакӑ ҫеҫ — ҫынсене усӑ тӑвас килни.

— Юна тӗрӗсленӗ чухне хӑрушӑ чир асӑрхасан мӗн тӑватӑр?

— Каларӑмӑр ӗнтӗ: донорсен юнӗнче ВИЧ, сифилис, гепатит пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ. Ку инфекцисен палӑрӑмӗ ҫинчен тухтӑр тата юн паракан ҫеҫ пӗлеҫҫӗ. Сывлӑха тӗрӗслеттерес тӗлӗшпе тухтӑр сӗнӳ парать, юна пӑрахӑҫлаҫҫӗ.

— Пирӗн сиплев учрежденийӗсенче юн ҫителӗклӗ-и?

— Республикӑра юн ҫитет пулин те медицина организацийӗсенче юн ямалли тӗслӗх тӑтӑшах тупӑнать. Ҫавӑнпа юн компоненчӗн резервне тултарсах тӑмалла.

— Донор пулнӑшӑн укҫа тӳлеҫҫӗ-и?

— Пӗтӗм тӗнчипех юна укҫасӑр панине ырлаҫҫӗ. Анчах РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин хушӑвӗнче юн панӑшӑн хавхалантармалли укҫа виҫине палӑртнӑ. Пирӗн учрежденири донорсем 100 проценчӗпех юна тӳлевсӗр параҫҫӗ. Хӑйӗн ирӗкӗпе тата ҫынна хӗрхеннипе ырӑ ӗҫ тӑвакансем — чи шанчӑклӑ донорсем.

— Унашкаллисемпе мӗнле ӗҫлетӗр? Мӗнле сӗнӳ паратӑр?

— Яланхи донорсем ку ӗҫе пӗтӗм яваплӑха туйса пурнӑҫлаҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ. Вӗсем медицина правилисене асра тытаҫҫӗ. Юн ушкӑнӗ расна. Юн компоненчӗн управ вӑхӑчӗ тӗрлӗрен. Ҫавна кура эпир юн саппасне хатӗрлетпӗр. Ҫавӑнпа донорсене маларах ҫырӑнса хума сӗнетпӗр. Пӗр-пӗр ушкӑнри юн компоненчӗ пур тӑк донора урӑх вӑхӑтра килме ыйтатпӑр. Паллах, вӗсене донаци хыҫҫӑн тепӗр 6 уйӑхран станцие килме чӗнетпӗр. Донор пулса вӗҫӗмех медтӗрӗслев тухни, тӳлевсӗр анализсем пани сывлӑха тӗрӗслеме май парать. Донор хӑй сывӑ пулнине пӗлет!

— Хисеплӗ донор ятне илес тесен мӗн чухлӗ юн памалла? Мӗнле ҫӑмӑллӑх кӳрет ку ят?

— 40 е ытларах хутчен юн, 60 е ытларах хутчен плазма тӳлевсӗр памалла. Хисеплӗ донор «Ӗҫ ветеранӗ» ята илме витӗм кӳрет. Вӗреннӗ е ӗҫленӗ ҫӗртен санаторие е курорта кайма путевка чи малтан илме ирӗк пур вӗсен. Отпуска хӑйсене тивӗҫтерекен вӑхӑтра кайма пултараҫҫӗ, ҫулсерен пӗр хутчен тивӗҫекен укҫана /2016 ҫулта вӑл 12373 тенкӗпе танлашать/ параҫҫӗ. Вӗсен тухтӑрсем патне черетсӗр кӗме юрать.

— Донорсене мӗнле илӗртетӗр?

— Вӗсене эпир питӗ хаклатпӑр. Кашнинпех уйрӑм ӗҫлетпӗр, тӗрлӗ мелпе хавхалантаратпӑр: Тав хучӗ, открытка паратпӑр, шӑнкӑравласа хамӑр пата чӗнетпӗр. Хӗрлӗ Хӗрес обществи, волонтерсем, студентсен канашӗ пулӑшаҫҫӗ пире. Донор кунӗнче тӗрлӗ организацире калаҫусем ирттеретпӗр. Пирӗн тӗллев — сывӑ пурнӑҫ йӗркине донорлӑх урлӑ сарасси.

— Тавах калаҫушӑн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех