Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пурнӑҫӑн ҫулӗ анлӑ

Автор: Елчӗк Ен

Ҫӑлкуҫ: «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Хушнӑ: 2016.06.30 13:41

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 145

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Кӑҫал районти вӑтам шкулсенчен 147 выпускник пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ.

Выпускниксен балӗ... Ҫак уява нихӑш календарьте те паллӑ туман, ҫапах та вӑл ҫынсен чӗринче яланах тарӑн йӗр хӑварать. Ҫак кун Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулпа 17 выпускник сывпуллашрӗ, алла аттестат илчӗ. Икӗ выпускник - Лариса Назаровӑпа Александр Кириллов палӑртуллӑ аттестатпа пӗрле «Вӗренӳри паха ҫитӗнӳсемшӗн» медале тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗренӳре, общество ӗҫӗнче, спортра палӑрнӑшӑн Владимир Корнилова район администрацийӗн, Лариса Назаровӑпа Александр Кириллова райадминистрацин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн Хисеп грамотисене пачӗҫ.

Выпускниксене шкул директорӗ Петр Кузнецов, Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Смирнов, педагогика ветеранӗ Сергей Николаев, пӗрремӗш вӗрентекенсем Галина Кругловӑпа Венера Максимова, класс ертӳҫи Елена Светопольская, ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе Людмила Шаурбина саламласа ӑнӑҫу сунчӗҫ. Александра Романова, Анита Козлова, Алиса Лисицына, Юлия Каргина, Татьяна Мясникова, Ирина Светопольская, Татьяна Курчина, Сергей Назаров савӑк юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Июнӗн 23-мӗшӗнче ытти шкулсенче те выпускниксен каҫӗсем иртрӗҫ. Вӗсенче кӑҫал шкул пӗтерекенсене вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ, хӑнасем саламларӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех