Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

больницӑра (тĕпĕ: больница) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1983 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен Валерий Кузьмич Ҫӗмӗрлери больницӑра вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

— Паллах, кӑткӑс операци тунӑ, йывӑр чирлӗ ҫынсем больницӑра выртма тивӗҫ, ҫӑмӑл чирлисене вара кӑнтӑрлахи стационар мелӗпе сиплени вырӑнлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Республикӑн тӗп хулинчи пӗр больницӑра ӗҫлет вӑл.

Она работает в одной из больниц столицы республики.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Пӗчӗк больницӑра ӗҫлеме пуҫлани аванраххине каярах тин ӑнлантӑм.

Только позже поняла, что лучше всего начать работать в маленькой больнице.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Эпир ун чухне пурте пысӑк больницӑра вӑй хума ӗмӗтленеттӗмӗр.

В то время все мы мечтали работать в большой больнице.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Больницӑра выртнӑ чухне вилессе сисрӗ пуль: «Киле каяс килет. Петя, эсӗ мана нихӑҫан та улталаман. Сӑмах патӑн пулсан илсе кай тӑван киле», — тесе куҫран пӑхса йӑлӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗчӗкскер больницӑра сывлама чарӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗррехинче кукамӑшӗ Настьӑна чӳрече янахӗ ҫинчен ӳкернӗ, кун хыҫҫӑн хӗрача больницӑра чылай выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Амӑшӗ ӑна ҫуратсан чирлесе ӳкнӗ, больницӑра выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Больницӑра 40 кун сипленнӗ, лӑплантаракан эмелсем ӗҫтернӗ хыҫҫӑн Регина йӗркене кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ҫулсем тума пуҫларӗҫ, унччен вӗсене сарнине курман, тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ илме май пур халӗ, сӑмахран, икӗ хутчен больницӑра выртса тухрӑм – пӗр тенкӗ те тӳлемен», – юлашки вӑхӑтри улшӑнусем пирки каласа пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫакӑн хыҫҫӑн яш больницӑра чылай вӑхӑт сипленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Больницӑра чылай вӑхӑт сипленме тиврӗ, ҫапах хӑрах куҫ пачах курми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗреннӗ хушӑрах васкавлӑ пулӑшу паракан больницӑра санитарта ӗҫе пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хӑйсен спортри ӑсталӑхне, юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма кашни ял тӑрӑхӗнче, райадминистрацинче, районти тӗп больницӑра, тӗп библиотекӑпа НФЦра ӗҫлекенсем йышлӑн килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗрремӗш тӗлпулурах (вӑл ун чухне больницӑра сипленетчӗ): «Эсӗ манӑн анне пулатӑн-и? Мана кунта бӑ-бӑ (укол тунине ҫапла калатчӗ) тӑваҫҫӗ, илсе кай-ха», — тесе ман пата ыткӑнни куҫран та каймасть, хӑлхаран та тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

- Ҫак хушӑра больницӑра пулман, васкавлӑ пулӑшу чӗнмен.

- За это время не была в больнице, не вызывала скорую помощь.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех