Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул

Автор: А.ОРИНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Хушнӑ: 2016.05.22 20:41

Пуплевӗш: 48; Сӑмах: 512

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Республикӑра ӗҫ династийӗсене чысласси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ район-хулара пурӑнакан пултаруллӑ ҫемьесене, пӗр-пӗр професси тӗлӗшпе ырӑ йӑлана ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракансене, Тав ҫырӑвӗ пачӗ, асӑнмалӑх парнепе - алла ҫыхмалли сехетпе - хавхалантарчӗ. Ӗҫ династийӗсен 12-мӗш слетне 26 династи хутшӑнчӗ, вӗсен йышӗнче пирӗн районти Кчетковсен ҫемйи те пулчӗ.

Район больницин тӗп врачӗн ҫумӗнче 20 ҫул тӑрӑшакан Людмила Кузьминична Кчеткована пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Людмила Кузьминична Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче алла терапевт специальноҫне илсенех 1988 ҫулта Хӗрлӗ Чутай район больницинче терапи уйрӑмӗнче ӗҫ стажне пуҫланӑ. 1992-1996 ҫулсенче поликлиника заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен Л.Кчеткова район больницин тӗп врачӗн ҫумӗнче вӑй хурать. Аслӑ категориллӗ врач, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерствисен Хисеп грамо-тисене тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе ӗҫ стажӗ унӑн 28 ҫулпа танлашать. Ҫураласса Людмила Кузьминична 1961 ҫулта кӳршӗ Ҫӗмӗрле хулинче учительсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пирӗн района вара вӑл аслӑ вӗренӳ заведенийӗ янипе килнӗ. Людмила Кузьминична мӑшӑрӗпе, Сергей Николаевичпа, икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

Вӗсен икӗ хӗрӗ те амӑшӗ пекех медицина еннелле ҫул тытнӑ. Кчетковсен аслӑ хӗрӗ - Татьяна. Ҫак хӗре район больницине ҫӳрекенсем асӑрханах. Мӗншӗн ҫапла калатӑп-ха? Татьянӑна асӑрхамасӑр иртме май ҫук: ҫамрӑк, хитре, сӑн-пичӗ, кӗлетке-ҫурӑмӗ, чӗлхи... хӗвел евӗр, ӑшӑ, хӑйӗн патне туртать. Вӑл 3 ҫул район больницинче тӑрӑшать. Татьяна та шкул хыҫҫӑн ниҫта та мар, амӑшӗ вӗреннӗ аслӑ шкулах - Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне ҫул тытнӑ, унтан - тӑван района. Кчетковсен иккӗмӗш хӗрне Елена тесе чӗнеҫҫӗ. Унӑн та пурнӑҫӑн малтанхи утӑмӗ-сем амӑшӗпе аппӑшӗн пекех. Паян Елена Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн 6-мӗш курс студенчӗ шутланать, тен, вӑл та районах таврӑнӗ. Людмила Кузьминична ашшӗ-амӑшӗн пӗртен-пӗр юратнӑ хӗрӗ.

Ҫавӑн пекех унӑн икӗ тӑван пиччӗшӗ пур. Пиччӗшӗсенчен пӗри - ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе, педагогика енӗпе, кайнӑ, тепри - медицина енӗпе. Медицинӑна кӑмӑллаканни - Валерий Кузьмич Костяков. Вӑл 1954 ҫулта Ҫӗмӗрле хулинче кун ҫути курнӑ, 1974 ҫулта Канашри медицина училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1974-1976 ҫулсенче Ҫар ретӗнче тӑнӑ, унта медбратра тӑрӑшнӑ. Л.Кчеткован пиччӗшӗ 1982 ҫулта Хусанти медицина институтӗнче врач-педиатр специальноҫне алла илнӗ. Шупашкарта республикӑри ачасен больницинче интер-натура тухнӑ, ординатура - Хусанта (1986 ҫулта). 1983 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен Валерий Кузьмич Ҫӗмӗрлери больницӑра вӑй хурать. Аслӑ категориллӗ врач, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ, ӗҫ стажӗ - 37 ҫул. Унӑн мӑшӑрӗ те, Светлана Алексеевна, медицинӑна кӑмӑлланӑ. Аслӑ категориллӗ врач-педиатр, вӑл та Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ, ӗҫ стажӗ - 34 ҫул. Вӗсен икӗ хӗрӗ те - медицина ӗҫченӗсем.

Иккӗшӗн те ҫул-йӗрӗсем Кчетковсен хӗрӗсен евӗрлех: шкул пӗтерсенех Чӑваш патшалӑх университе-чӗн медицина факультетне ҫул тытнӑ. Иккӗшӗн те ӗҫ стажӗ 8 ҫулпа танлашать. 2013 ҫултанпа Эльза Валерьевна Сидорова (Костякова) районти поликлиникӑн заведующийӗнче тӑрӑшать, Татьяна Валерьевна Костякова Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче стоматологи ка-федринче тата тӗп хулари 3 № поликлиникӑра ачасен шӑл тухтӑрӗнче тӑрӑшать. Педагогикӑна кӑмӑлланӑ Анатолий пиччӗшӗн мӑшӑрӗ-пе ывӑлӗ те медицинӑна суйланӑ. Мӑшӑрӗн, Ангелина Валерьевнӑн, ӗҫ стажӗ 28 ҫулпа танлашать, Ҫӗмӗрлере ҫемье офисӗн тухтӑрӗнче вӑй хурать. Ывӑлӗ, Дмитрий, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче 1-мӗш курсра вӗренет.

Л.Кчеткован иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ те (Светлана Николаевна Бельцова), шӑллӗпе унӑн мӑшӑрӗ те (Сергей Николаевичпа Лариса Гурьевна Савастьяновсем) пурнӑҫӗсене медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Савастьяновсем пӗр вӑхӑт пирӗн районти больницӑра та ӗҫленӗ: 1998-2000 ҫулсенче Сергей Николаевич - хирургра, 1995-2000 ҫулсенче Лариса Гурьевна - фтизиатрта.

Кчетковсен йӑхӗнче професси тӗлӗшӗнчен медицинӑпа ҫыхӑнтаракансем малашне те пулӗҫ-ха. 200 ҫултан иртнӗ ӗҫ стажӗ, тен, 1000 ҫултан та пысӑкрах хисепе куҫӗ. Ҫапла пултӑрччӗ. Ӗҫ стажӗ ӑруран ӑрӑва Гиппократ ячӗпе тупа туса куҫтӑрччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех