Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, пӑртак тайкаланкаласа, Инсаров мӗн хушнине итлесе пӗтерчӗ те чемодана хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хучӗ, унтан, аттисемпе кӗмсӗртеттерсе, хӑвӑрттӑн пусма картлашкисем тӑрӑх чупса анса кайрӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑрҫӑ пачах тенӗ пек тӗкӗнменскер, пысӑкскер, вӑл фабрикӑсемпе заводсен мӑрйисенчен тухакан тӗтӗмпе сӳрӗккӗн тӗтӗрет, салтак аттисемпе шаккать, ялавсемпе, транспарантсемпе ҫатӑлтатать, ҫулкӑсемпе чаштӑртатать — нимӗҫсем урам хушшисене, тротуарсене шӑлса-тасатсах тӑраҫҫӗ-ҫке-ха.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ те, аттисемпе пылчӑка шавлӑн лачӑртаттарса илчӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе сарӑхнӑ тепӗр тӗреклӗ хресчен хӑйӗн ҫӗр ҫине персе ӳкернӗ тӑшманне йывӑр аттисемпе тапта-тапта хӗнет, ӑна вӑл мӗнле те пулин «чунӗнчен» тивретме тӑрӑшать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кавалерист, исполком хапхи патӗнче лаши ҫинчен михӗ пек персе анчӗ те, хӗҫне аллине тытса, йывӑр аттисемпе пусма картлашкисем тӑрӑх шаклаттарса хӑпарса кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Аттисемпе кӗмсӗртеттерсе ҫурт патне улттӑн чупса ҫитрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Итлетӗп, — терӗ кил пӑхакан тӗлӗнмесӗр мар, аттисемпе чӗриклеттерсе тухса кайнӑ чухне.— Слушаю-с, — промолвил дворецкий не без недоуменья и удалился, скрипя сапогами.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тарҫӑ аттисемпе шаклаттарса утса кайрӗ.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Мишки, ҫамрӑк арӑмне ҫаннинчен кӑрт! туртса: «Кайрӑмӑр!» — терӗ те сиввӗнрех, салтак аттисемпе хыттӑн таплаттарса, алӑк еннелле утса кайрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урайӗ цементран, пӗр самантрах чӗркуҫҫи таран спирт тулса ларчӗ, ун тӑрӑх казаксем аттисемпе шӑмпӑлтаттарса утаҫҫӗ, пӗшкӗнеҫҫӗ те, лашасем юханшывран ӗҫнӗ пек, урисем айӗнченех ӗҫеҫҫӗ, унтах йӑванса каяҫҫӗ…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӑкӑр-мӑкӑр ятлаҫса, шӑннӑ аттисемпе урайне кӗптӗртеттерсе, казаксем ҫенӗке кӗпӗрленсе тухрӗҫ.Ругаясь, грохоча смерзшимися сапогами, казаки толпой вышли в сени.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорие курницӑна ҫӗклесе кӗртрӗҫ, аттисемпе ҫиелти тумне хывса, кравать ҫине вырттарчӗҫ.Григория внесли в горницу, сняли с него сапоги, раздели и уложили на кровать.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Богатырев килнӗшӗн пӗт пӗтӗм хӗпӗртесе ӳкнӗскерсем, аттисемпе брезент плащӗсем ҫинчи пылчӑка шӑлса аппаланмасӑрах вӗсем Богатыревсен пӳртне чупнӑ пек кӗрсе кайрӗҫ.
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫамрӑк, тин кӑна повстанецсен ретне илнӗ вунултӑ-вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗтсем, аттисемпе пушмакӗсене хывса, ӑшӑ хӑйӑр тӑрӑх ҫара уран ҫатлаттарса утса пычӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лашана хырӑмран аттисемпе хӗстерсе, Григорий ӑна кайма пултарнӑ таран хытӑ ячӗ, ҫине тӑрса хӑваласа, ҫутӑ ярӑмӗпе тӗссӗр кӑвак мӗлке хушшинче чикӗ патне ҫывхарма пуҫларӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аттисемпе кӗптӗртеттерсе, пехотинецсем чупаҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, аттисемпе хытӑ юра кӑчӑртаттарнӑ май, кӑвак каракуль ҫӗлӗкне аяккалла шутарса, хӗрелсе кайнӑ хӑлхине перчеткипе йӑваласа сӑтӑрать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кубанкине ҫамки ҫине антарса, ҫемҫе аттисемпе хӑвӑрт пусса, Артамашов тӗттӗм коридорпа хӑюллӑн иртрӗ те алӑк пуканӗ ҫинче такӑнчӗ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Алӑк яри уҫӑлчӗ те, пуклак сӑмсаллӑ аттисемпе ҫемҫен пусса, Рубцов-Емницкий чупса кӗчӗ.Распахнулась дверь, и в контору, мягко ступая своими тупоносыми сапожками, вбежал Рубцов-Емницкий.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Федор Лукич Хохлаков, аттисемпе шӑтӑртаттарса, пуринпе те сывпуллашрӗ, ҫак эрнерех тепре килсе «хаклӑ хӑнана» хӑйпе пӗрле район тӑрӑх илсе ҫӳреме сӑмах пачӗ те машина патнелле утрӗ, унта ӑна шурӑ пуҫлӑ шофер кӗтсе илчӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.