Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лар пирӗнпе каҫхи апата.

Присаживайся вечерять с нами.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗнле темелле-ха ӑна… каҫхи апата килтӗр.

Как его… вечерять.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл каҫхи апата лармарӗ, Дуняшка: чирлесе ӳкмен-и вӑл? тесе ыйтсан, сӳрӗккӗн хуравларӗ:

Вечером она отказалась от ужина и, когда Дуняшка спросила ее, — не захворала ли она? — неохотно ответила:

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хррр… — тесе харкашса илнӗ Каштанка, анчах ӗнерхи апата аса илсен, хӳрине выляткаласа, шӑршлама тытӑннӑ.

— Рррр… — заворчала она, но, вспомнив про вчерашний обед, завиляла хвостом и стала нюхать.

III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Майӑн юлашки кунӗсенче, сывлӑхӗ пӑртак самайлансан, Сергей сасартӑках ни эмел, ни ҫыхни-тунине, ни апата йышӑнми пулчӗ.

В последние дни мая, после некоторого улучшения здоровья, Сергей вдруг отказался от лекарств, перевязок, пищи.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Шуйттансем тӑрантарса усраччӑр вӗсене ҫапла! — ҫӑвар тулли апата мӗтӗрнӗ май, кушак пек мӑрӑлтатса хуравларӗ Пантелей Прокофьевич.

— Черти бы их так кормили! — мурлыча по-кошачьи, с набитым ртом, отвечал Пантелей Прокофьевич.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мелеховсен килӗнче каҫхи апата ларчӗҫ.

В мелеховском курене сели вечерять.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна Ильиничнӑпа иккӗшӗ тӑраниччен ӗҫрӗҫ, унтан, аллисене ҫуса, хӗвел ӑшшине кӑнтӑрлахи апата ларчӗҫ.

Они с Ильиничной напились, помыли руки, сели на солнцепеке обедать.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Картишӗнче чылайччен ординарецсем ҫуйхашса калаҫрӗҫ, таҫта ҫывӑхрах лашасем тулхӑркаласа илсе, хурса панӑ апата тикӗссӗн кӗмпӗртеттерсе чӑмларӗҫ.

На базу долго гомонили ординарцы, где-то близко фыркали и мерно жевали лошади.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн пек вӗрентнине пула, кӑнтӑрлахи апата кура, кунсем питӗ лайӑх иртнӗ каҫпа ҫеҫ салхулӑрах пулнӑ.

Ученье и обед делали дни очень интересными, вечера же проходили скучновато.

V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Рррр… — тесе хӑрлатса илчӗ Каштанка, анчах ӗнерхи апата аса илсен, хӳрине выляткаласа, шӑршлама тытӑнчӗ.

— Рррр… — заворчала она, но, вспомнив про вчерашний обед, завиляла хвостом и стала нюхать.

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Кирлех пулсан, вӗсене центнер тайиччен ҫитермесен те юрать, пӗрне акӑ халех апата ярӑпӑр…

Их, по крайности, можно и не откармливать до центнера, одного сейчас на закуску пустим…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нимӗн тума пӗлменнипе вӑл Аниҫҫе ҫул ҫине парса янӑ апата пӗтӗмпех ҫирӗ, суханне те чӑмласа ячӗ, ҫӑварне йӳҫенке тутӑ ҫапрӗ.

От нечего делать он съел все, что Анисья дала в дорогу, даже изжевал луковицу, от нее во рту горчило.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Унпа колхоза кайсан, вӑл сан ҫинчен нихҫан та манмастчӗ, хӑй ӑҫта апата ларать, сана та унта хӑйӗнпе юнашар лартать, Коробин мар: вӑл каять те тепӗр чухне, аса та илмест, — тен, эсӗ хырӑм выҫнипе тахҫанах вилсе кайнӑ-ха.

— С ним, бывало, поедешь по колхозам, так он о тебе сроду не забудет — где сам сядет поесть, тут и тебя рядом сажает, не то что Коровин: уйдет иной раз и не вспомнит, что ты, может, давно с голоду околел.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна кӗтсе илеймесӗр, приемнӑй алӑкне хӑвӑрт уҫса ячӗ, анчах кунта никам та курӑнмарӗ — пӑх-ха, епле иртӗхсе кайнӑ вӗсем Бахолдин старикпе, ыйтмасӑрах апата тухса каяҫҫӗ!

Не дождавшись, решительно открыл дверь в приемную, но здесь почему-то никого не оказалось: ишь как распустились при старике Бахолдине, отлучаются на обед, даже не предупредив!

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем те, ҫветтуйсем, апата пирӗнпе пӗрешкелех хырӑма тултараҫҫӗ, пырши-пакарти те турӑ этеме виҫсе туса панӑ пекех вӑтӑр аршӑн тӑршшӗ пулма кирлӗ… — шухӑша кайнӑ пек калаҫа пуҫларӗ Антип.

Все одно и они, святые-то, через утробу пищу примают, а кишок в них обретается положенные человеку от бога тридцать аршин… — раздумчиво заговорил Антип.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дуняшка кӑмака ҫумне тӗршӗнсе чӑлха ҫыхатчӗ, анчах пӗр хӗрлӗармеецӗ ӑна: «Пирӗнпе апата лар, хитре пике», терӗ те, вӑл пӳртрен тухрӗ.

Дуняшка вязала чулок, прижавшись к печке, но после того как один из красноармейцев назвал ее «барышней» и пригласил поужинать, она ушла.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья, кил хуҫи арӑмӗпе темӗн пӑшӑлтатса илсе, ҫимелли чиксе килнӗ хутаҫа салтрӗ, каҫхи апата ларма хатӗрлерӗ.

Дарья, пошептавшись с хозяйкой, развязала сумку с харчами, собрала вечерять.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫхи апата Мишкӑна та чӗнчӗ.

Он пригласил вечерять и Мишку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах ирхи апата ларчӗҫ кӑна — Ванька каллех унтан кулма пуҫларӗ:

Но едва лишь сели за завтрак, Ванька начал снова:

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех