Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хумханнипе темиҫе хут та янаххипе хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрма тытӑнса пӑхрӗ, анчах командованин хӑюллӑ та чее планӗ ҫинчен калаҫнине илтнипе хавхаланса, янахне пӑрса ҫеҫ илет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Иккӗшӗ те, хумханнипе типсе кайнӑ тутисене ҫуласа илчӗҫ те, аллисене пуҫ тӗлне ҫӗклерӗҫ.Оба облизали пересохшие от волнения губы, подняли руки над головой.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Саша пичче ячӗпе тӑракан звено-и? — Куҫӗсем Володьӑн ялтӑраса кайрӗҫ, хумханнипе янахне хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрса илчӗ.— Имени дяди Саши? — Глаза его заблестели, он от волнения потер подбородком плечо.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя курӑнми пулсан, Иван Гаврилович хумханнипе чӗтреме пуҫларӗ.Когда он исчез за поворотом, бедного Ивана Гавриловича начало трясти от волнения:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя тӳрленсе тӑчӗ, кӗлисене пӗрлештерчӗ, ҫар ҫыннисем пекех уҫҫӑн татса каласшӑнччӗ, анчах хумханнипе пӑтранса кайрӗ:Володя выпрямился, сдвинул каблуки, хотел отчеканить совсем по-военному, но от волнении сбился:
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта вӑл хумханнипе кӑранташне сурчӑкпа йӗпетсе, хӑй дневникне ҫак пӗлтерӗве ҫырса илчӗ:
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Андрюша Качалин мала тухрӗ те, хумханнипе пӳлӗнсе ларнӑ сассипе сӑмах пуҫларӗ:Андрюша Качалин вышел вперед и сказал осекающимся от волнения голосом:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӗнер Володя васканипе тата хумханнипе йӑнӑш ҫырнӑ пулмалла.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя ашшӗ ҫине пӑхрӗ, хумханнипе типнӗ тутине ҫулласа, шӑппӑн: — Атте, эсӗ ӑҫта пурнӑҫна хӗрхенменнине эпӗ пӗлетӗп, — терӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Вӗсем ҫакӑнта ҫапӑҫнӑ-и? — хумханнипе сывлӑшӗ пӳлӗнсе ыйтрӗ Володя.— Это они тут воевали? — задохнувшись от волнения, переспросил Володя.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Хӗрлӗ шатра-и? — хумханнипе те савӑннипе чӗтрешсе илчӗ Чжан Пэй-цзюнь сасси.— Корь? — дрожащим от волнения и радости голосом воскликнул Пэй-цзюнь.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Хумханнипе ун сасси тытӑнкӑллӑрах тухрӗ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑй ытла хумханнипе чӗтренине курса, эпӗ ӑна вӑй кӗртмелӗх ром ӗҫме каларӑм, анчах вӑл ромне те ашшӗне пачӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсем шӳтленине е чӑн каланине пӗлесшӗн пулса, Нагульнов пӗрне, теприне итлесе пӑхрӗ, унтан, сӑмса ҫунаттисене сарса, хумханнипе кӑштах шурӑхса, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ:
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нагульнов, пуҫне пӗшкӗртсе, хӑйӗн хумханнипе нӳрленнӗ аллипе Кондратӑн тӳрӗ тӑсса панӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна пӗтӗм вӑйпа пӑчӑртаса, кӑштах чӗтрекен сассипе савӑнӑҫлӑн: — Юлташӑм! Тӑванӑм! Ырӑ сунатӑп! Шанса тӑратпӑр эпир, коммунистсем, пурте эсӗ лайӑх большевик пуласса шанатпӑр. Санпа урӑхла пулма та пултараймасть! — терӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах кунта, хӑй ҫине нумай ҫын пӑхнипе, хӑюлӑхне ҫухатрӗ вӑл; пысӑк аллисемпе чӗнтӗр тутӑрне лутӑркарӗ, пичӗ унӑн кӗренленсех кайрӗ, Ҫӑрттан мучи енне ҫаврӑнса калаҫма пуҫласан вара унӑн кӑкӑртан тухакан сасси хумханнипе чӗтреме пуҫларӗ:
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хумханнипе шурӑхса кайнӑ Кондрат хӑй ҫинчен нумай ырӑ сӑмах илтрӗ, ҫавӑнпа ӑна пухӑннисем ун пирки пурте пӗр шухӑшлӑ пулнӑн туйӑнатчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах хумханнипе, лӑпланма кушак аҫине лӑплантарса, карчӑк: — Халех тухса кай кунтан, усал-тӗсел, ылханлӑ басурман! Ырӑпа тухса кай, атту эпӗ сана тем туса хурӑп! — тесе кӑшкӑрса ярсан, ачасем пурте команда пана пек шӑпланчӗҫ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗлӗнсе-шикленсе ӳкнӗ Ҫӑрттан мучи темиҫе минут хушши пӗр хускалмасӑр, хумханнипе тарласа выртрӗ, унтан пушмакне ярса илчӗ те, будкӑран вӑрӑ кушак пек йӑпшӑнса тухса, урапи патнелле сӗнкӗлтетрӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лушка пӑртак чарӑнса тӑчӗ, унтан сасартӑк кӗтмен ачашлӑхпа, хумханнипе чӗтренекен сасӑпа каларӗ:Лушка немного помолчала и вдруг сказала неожиданно ласковым, дрогнувшим от волнения голосом:
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.