Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 15:54

Пуплевӗш: 258; Сӑмах: 3116

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тискер этемсемпе ҫапӑҫни. — Робинзон испанеца ирӗке кӑларать. — Эрне хӑйӗн ашшӗне тупать

Ҫумӑрсем иртсе кайсанах, ҫанталӑк лайӑхланчӗ, хӗвел пӑхма тытӑнчӗ. Эпӗ ҫул ҫине кайма мӗн иртен пуҫласа каҫченех хатӗрленме тытӑнтӑм. Пире ҫул ҫинче мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ кирлӗ пулассине эпӗ малтанах шутласа кӑлартӑм; хамӑра кирлӗ пулас ҫимӗҫсене пурне те хатӗрлерӗм.

Тепӗр икӗ эрнерен, тен, унчченех те эпӗ пӗвене уҫса кимме докран кӑларма шутлаттӑм.

Анчах каясси пулмарӗ.

Пӗррехинче ирхине, хам яланхи пекех ҫул ҫине кайма хатӗрленнӗ чухне, ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗчӗ: ытти ҫимӗҫсӗр пуҫне, тимӗр шапа ашӗ хатӗрлесе хурсан аван пулмӗ-ши, терӗм.

Эпӗ Эрнене чӗнсе илтӗм те, тинӗс хӗррине кайса, тимӗр шапа тытса килме хушрӑм. (Эпир кашни эрнерех тимӗр шапа тытма сунара каяттӑмӑр, мӗншӗн тесен тимӗр шапа ашӗпе унӑн ҫӑмартине иксӗмӗр те юратса ҫиеттӗмӗр.)

Эрне тимӗр шапа тытма тухса чупрӗ, анчах вунпилӗк минут та иртмерӗ, каялла вут пек персе ҫитрӗ те хӳме урлӑ кайӑк пек вӗҫсе каҫрӗ. Эпӗ мӗн пулчӗ тесе ыйтма ӗлкӗричченех:
— Инкек! Инкек! Хурлӑх! Ырӑ мар! — терӗ.

— Мӗн тата? Мӗн пулчӗ, Эрне? — тесе ыйтрӑм эпӗ хӑраса ӳкнипе.

— Унта, ҫыран хӗрринче кимӗсем: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ!

Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, эпӗ ҫыран хӗрринче ултӑ кимӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм. Анчах, кайран палӑрнӑ тарӑх, унта виҫе кимӗ кӑна пулнӑ иккен. Ытла хытӑ хӑраса ӳкнипе Эрне сӑмахсене икӗ хут каланӑ-мӗн.

— Хӑрама кирлӗ мар, Эрне! Хӑюллӑ пулас пулать! — терӗм эпӗ, ӑна хавхалантарма тӑрӑшса.

Мӗскӗн Эрне ҫав тери хытӑ хӑранӑ. Вӑл тискер этемсем ӑна тытма килнӗ, ӑна вӗсем ҫуркаласа тӑкӗҫ те ҫисе ярӗҫ, тесе шутланӑ. Хӑранипе вӑл чӗтрекен пулнӑ. Эпӗ вара ӑна мӗн пӗлнӗ таран лӑплантартӑм. Иксӗмӗр те пӗр пек хӑрушлӑхра, сана ҫиеҫҫӗ пулсан, вӗсем мана та санпа пӗрлех ҫисе яраҫҫӗ, терӗм.

— Анчах эпир хамӑра хамӑр хӳтӗлӗпӗр, вӗсен аллине чӗррӗнех лекмӗпӗр, — тесе каларӑм эпӗ. — Пирӗн вӗсемпе ҫапӑҫас пулать, курсах тӑр акӑ, эпир вӗсене ҫӗнтеретпӗрех! Эсӗ ҫапӑҫма пултаратӑн, ҫапла вӗт?

— Эпӗ пӑшал пеме пӗлетӗп, — терӗ вӑл, — анчах вӗсем нумаййӑн, питех те нумаййӑн килнӗ.

— Пысӑк инкекех мар, — терӗм эпӗ, — пӗрисене эпир вӗлерӗпӗр, теприсем пирӗн пӑшалсен сассинчен хӑраса тарса пӗтӗҫ. Эпӗ сана пӑрахмӑп тесе сӑмах паратӑп, эпӗ хама та, сана та хастарлӑ хӳтӗлӗп. Анчах эсӗ мана ҫавӑн пекех хастарлӑ хӳтӗлӗп тесе сӑмах паратӑн-и, эпӗ хушнисене пурне те тӑвӑн-и? Эсӗ хушсан, Робин Крузо, эпӗ вилме те хатӗр!

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗр айӗнчи пӳртрен пӗр пысӑк кружка ром илсе килтӗм те Эрнене ӗҫме патӑм (эпӗ хамӑн рома питех те тирпейлӗн тыткаласа пурӑнаттӑм, ҫавӑнпа та манӑн ром чылаях пурччӗ).

Унтан эпӗ мушкетсем, сунара ҫӳремелли пӑшалсем илсе килтӗм, вӗсене авӑрларӑм. Кунсӑр пуҫне яланхи пекех хӗҫ илтӗм, Эрнене пуртӑ патӑм.

Ҫӑпӑҫӑва ҫакӑн пек хатӗрленнӗ хыҫҫӑн эпӗ пӑхмалли труба илтӗм те, ту тӑррине хӑпарса, пӑхма тытӑнтӑм.

Труба витӗр тинӗс хӗрринелле пӑхсан, эпӗ часах ҫынҫиенсене куртӑм: вӗсем ҫирӗм ҫынна яхӑн килнӗ, кунсӑр пуҫне, ҫыран хӗрринче виҫӗ ҫын выртать, вӗсен алли-урисене ҫыхнӑ. Кимӗсем вӗсен, каллех калатӑп, виҫҫӗ ҫеҫ, улттӑ мар. Ҫакӑ паллӑ: ҫынҫиенсен ушкӑнӗ утрав ҫине пӗртен-пӗр ӗмӗтпе килнӗ — вӗсем хӑйсен тӑшманӗсене ҫӗнтернӗ ятпа уяв тӑвасшӑн. Вӗсем ӗнтӗ каллех хӑрушӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвӗҫ, юн юхтарӗҫ.

Тата акӑ мӗн асӑрхарӑм: ку ҫынҫиенсем хӑйсен киммисене виҫӗ ҫул ӗлӗкрех, эпӗ Эрнепе пуҫласа тӗл пулнӑ кунхине ӗҫкӗ-ҫикӗ туса ташланӑ вырӑна мар, хам кимме лартса усракан вырӑн ҫывӑхнерех лартнӑ. Кунта ҫыран лутрарах, тинӗс хӗррине ҫитичченех чӑтлӑх вӑрман ӳсет.

Мана ҫынҫиенсен пулас ирсӗр ӗҫӗ тем пекех тарӑхтарса ячӗ. Вӑраха яма юрамасть. Сӑрт ҫинчен чупса антӑм та: ҫав юнӗҫен тискер кайӑксем ҫине халех тапӑнса, вӗсене пӗтерсе тӑкмалла, терӗм эпӗ Эрнене.

Вара Эрнерен каллех: «Эсӗ мана пулӑшӑн-и?» — тесе ыйтрӑм. Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑрама йӑлтах пӑрахрӗ (ӑна кӑштах ром та пулӑшрӗ пулмалла), вӑл, хастар та хаваслӑ пӑхса, саншӑн вилме те хатӗр, тесе хучӗ.

Ытла та хытӑ ҫилленсе, эпӗ пистолетсемпе пӑшалсене илтӗм те (вӗсенчен хӑшне-пӗрне Эрнене патӑм), вара эпир ҫапӑҫӑва тухса кайрӑмӑр. Кирлӗ пулӗ тесе, кӗсьене пӗр кӗленче ром чикрӗм, тарпа вӗтӗ етресем тултарнӑ миххе Эрнене йӑттартӑм.

— Ман хыҫҫӑн пыр, — терем эпӗ ӑна, — пӗр утӑм та ан юл, ан шавла. Манран нимӗн ҫинчен те ан ыйт. Эпӗ хушмасӑр пӗрре те ан пенӗ пултӑр.

Вӑрман тӑрӑх тинӗс ҫывӑхнелле ҫитсен, эпӗ Эрнене шӑппӑн чӗнсе илтӗм. Унтан ӑна пӗр ҫӳллӗ йывӑҫ кӑтартрӑм та, ун тӑррине хӑпарса, ҫынҫиенсем мӗн тунине пӑхса пӗлме хушрӑм. Вӑл эпе хушнине турӗ; часах йывӑҫ ҫинчен анчӗ те: ҫынҫиенсем вут тавра ларса тухнӑ; вӗсем тыткӑна илсе килнӗ пӗр ҫынна ҫисе лараҫҫӗ, тепӗр ҫыннине ҫавӑнтах хӑйӑр ҫине ҫыхса пӑрахнӑ, терӗ.

— Унтан вӗсем теприне те ҫисе яраҫҫӗ, — тесе хушса хучӗ вӑл лӑпкӑ сасӑпа.

Ҫав сӑмахсене илтсен, манӑн хаяр ҫилӗ тулса килчӗ.

Тыткӑнри иккӗмӗш ҫынни индеец мар, шурӑ ӳтлӗ ҫын, вӗсен ҫыранне кимӗпе пырса чарӑннӑ сухаллӑ ҫынсенчен пӗри, терӗ мана Эрне. «Ӗҫе тытӑнас пулать», — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ. Труба илтӗм те йывӑҫ хыҫне пытанса пӑхма тытӑнтӑм, ҫыран хӗрринче выртакан шурӑ ҫынна лайӑхах куртӑм. Вӑл пачах та хускалмасӑр выртать, мӗншӗн тесен унӑн алли-урине пиҫӗ хулӑсемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Паллах, вӑл — Европа ҫынни: ун ҫинче кӗпе-йӗм пур.

Малта хӑвалӑх ӳсет, хӑвалӑх варринче йывӑҫ ларать. Хӑва тӗмисем питех те йӑвӑ ӳсеҫҫӗ, унталла пытанса пыма лайӑхах пулать.

Эпӗ, калама ҫук хытӑ ҫилленнӗ пирки, ҫав ҫынҫиенсене халех пырса пӗтерме хатӗр пултӑм пулин те, ҫиллӗме шӑнарса, йывӑҫ патне вӑрттӑн пытӑм. Ку йывӑҫ ҫӳллӗрех вырӑнта ларать. Ҫыран хӗрринче мӗн пулса иртнине ку вырӑнтан эпӗ пӗтӗмпех куратӑп.

Ҫунса выртакан вут умӗнче ҫынҫиенсем пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе лараҫҫӗ. Вӗсем вунтӑхӑр ҫын. Кӑшт аяккарах тата иккӗн тӑраҫҫӗ, хӑйсем ҫыхса пӑрахнӑ шурӑ ӳтлӗ ҫын ҫине пӗшкӗнсе пӑхаҫҫӗ. Вӗсене халӗ ҫеҫ ҫав ҫынна илме янӑ пулмалла. Вӗсен ӑна вӗлермелле, пайӑн-пайӑн касса вакламалла, вара аш татӑкӗсене ҫынҫиенсене валеҫсе памалла.

Эпӗ Эрне ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑм.

— Ман ҫине пӑх, эпӗ мӗн тӑватӑп, эсӗ те ҫавна ту, — терӗм эпӗ ӑна.

Ҫапла каласа, эпӗ ҫӗр ҫине пӗр мушкета тата пӑшала хутӑм, тепӗр мушкечӗпе ҫынҫиенсем ҫине тӗллерӗм. Эрне те тӗллерӗ.

— Эсӗ хатӗр-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Хатӗр, — терӗ вӑл.

— Апла пулсан, пер! — терӗм те, вара иксӗмӗр те пӗр харӑс кӗрӗслеттерсе ятӑмӑр.

Эрне манран та тӗл печӗ: вӑл икӗ ҫынҫиене вӗлерчӗ, виҫҫӗшне амантрӗ. Эпӗ иккӗшне ҫеҫ амантрӑм, пӗрне вӗлертӗм.

Эпир персе ярсан, ҫынҫиенсен ушкӑнӗ ҫав тери хытӑ хӑраса ӳкрӗ! Чӗрӗ юлнисем ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, хӑйсем ниҫта кайса кӗме пӗлмеҫҫӗ, ниҫталла пӑхаймаҫҫӗ; вилӗм ҫитнине ӑнланчӗҫ пулин те, ҫак вилӗм ӑҫтан килнине вӗсем кураймарӗҫ.

Эрне эпӗ мӗн хушнисене пурне те тӑвать, хӑй вара ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхать. Ҫынҫиенсене вӑй илме парас мар тесе, эпӗ мушкета ҫӗре пӑрахрӑм та хӑвӑртрах пӑшал ярса тытрӑм, пӑшал курокне уҫрӑм, унтан каллех ҫынҫиенсем ҫинелле тӗллерӗм. Эрне те ман пекех турӗ.

— Эрне, эсӗ хатӗр-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ каллех.

— Хатӗр! — терӗ вӑл.

— Пер! — терӗм эпӗ.

Иксӗмӗр те пӗр вӑхӑтра тенӗ пекех пӑшалсене кӗрӗслеттертӗмӗр. Анчах хальхинче эпир пӑшалсене етресемпе авӑрланӑччӗ, ҫавӑнпа та икӗ тискер этеме ҫеҫ вӗлертӗмӗр, аманнисем вара нумай пулчӗҫ.

Аманнисем, юн юхтарса, ҫыран тӑрӑх чупма тытӑнчӗҫ, хӑйсем ухмаха ернӗ ҫынсем пек ҫухӑрса йынӑшаҫҫӗ. Виҫҫӗшӗ йывӑр аманнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсем часах йӑванса кайрӗҫ. Вӗсем чӗрӗ юлнине эпир кайран хамӑрах куртӑмӑр.

Эпӗ мушкет илтӗм те: «Эрне, ман хыҫҫӑн пыр!» — тесе кӑшкӑрса, вӑрмантан уҫӑ вырӑна чупса тухрӑм. Эрне манран пӗр утӑм та кая юлмасӑр пычӗ. Хама тӑшмансем асӑрханине курсан, эпӗ хытӑ кӑшкӑрса малалла чупрӑм.

— Эсӗ те кӑшкӑр! — терӗм Эрнене.

Вӑл манран та хытӑрах кӑшкӑрма пуҫларӗ. Анчах мана хӗҫпӑшалсем йывӑр пулни кансӗрлерӗ, вӗсем мана хытӑ чупма чӑрмантарчӗҫ. Ҫапах та эпӗ малалла ыткӑнтӑм. Мӗскӗн европеец патне ҫитрӗм. Вӑл, эпӗ ӗнтӗ ун ҫинчен каланӑччӗ, тинӗспе ҫынҫиенсен вучӗ хушшинче, хӑйӑр ҫинче, выртать. Ун таврашӗнче пӗр ҫын та ҫук. Ӑна пусма хатӗрленсе тӑнӑ ҫынҫиенсем иккӗшӗ те, пӑшал сассине илтсенех, пӑрахса тарчӗҫ. Вӗсем тинӗс еннелле чупса кайса, кимӗ ҫине сиксе хӑпарчӗҫ те тарма тытӑнчӗҫ. Ҫав кимӗ ҫине тата виҫӗ ҫынҫиен ларма ӗлкӗрчӗ.

Эпӗ Эрне еннелле ҫаврӑнтӑм та вӗсене пӗтерме хушрӑм. Вӑл ман шухӑша часах ӑнланса илчӗ, пӗр хӗрӗх утӑм чупса кайрӗ те, кимӗ патне ҫитсен, пӑшал персе ячӗ.

Пиллӗкӗш те кимӗ тӗпне тӑсӑлса ӳкрӗҫ. Эпӗ вӗсем пурте вилчӗҫ пулӗ тесе шухӑшларӑм, анчах иккӗшӗ ҫав самантрах тӑчӗҫ. Вӗсем хӑранипе кӑна ӳкнӗ пулмалла. Виҫӗ ҫынҫиенрен иккӗшӗ ҫавӑнтах ӳксе вилчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗ питӗ вӑйлӑ аманнӑ пирки ура ҫине те тӑраймарӗ.

Эрне тӑшман ҫине пенӗ вӑхӑтра эпӗ кӗсьерен ҫӗҫӗ кӑлартӑм та тыткӑнри ҫыннӑн алли-урине туртса ҫыхнӑ тӑлӑсене касса татрӑм. Эпӗ ҫав ҫынна ура ҫине тӑма пулӑшрӑм, унтан Португали чӗлхипе вӑл кам пулни ҫинчен ыйтрӑм. Вӑл мана хирӗҫ:
— Эспаньоле (испанец), — тесе каларӗ.
Вӑл хӑрама часах пӑрахрӗ, аллипе сулкаласа, мана хӑйне ҫӑлнӑшӑн чун-чӗререн тав тума пуҫларӗ. Хам кӑшт испанла пӗлнӗ сӑмахсене астуса:
— Сеньор, эпир иксӗмӗр кайран калаҫӑпӑр, халӗ пирӗн тӑшмансемпе ҫапӑҫмалла. Эсир халтан кайман пулсан, акӑ илӗр хӗҫ, илӗр пӑшал, — терӗм.

Испанец мана тав турӗ те ҫак япаласене илчӗ; алӑра пӑшал пулнине туйсан, вӑл пачах урӑх ҫын пек пулса тӑчӗ. Унӑн вӑйӗ ӑҫтан тухрӗ-ши! Вӑл хӗрсе кайсах тӑшмансем ҫине ҫил-тӑвӑл пек ыткӑнчӗ, пӗр самант хушшинче икӗ тискер этеме касса вакларӗ.

Тепӗр тесен, кун пек паттӑр ӗҫ тума вӑй нумаях кирлӗ те мар: мӗскӗн тискер этемсен пӑшал кӗрӗслетнипе сехрисем хӑпнӑ, вӗсем тем пекех хытӑ хӑрарӗҫ, тарма та, хӑйсене хӑйсем хӳтӗлеме те пултараймарӗҫ Етресем вӗҫсе ҫеҫ иртеҫҫӗ пулин те, нумайӑшӗ хӑранипе ҫӗре йӑванаҫҫӗ, сӑмахран, Эрне пӑшал персе ярсан, икӗ ҫынҫиен кимӗ тӗпне тӑсӑлса ӳкрӗ.

Эпӗ хӗҫпе пистолета испанеца панӑччӗ, хамра мушкет ҫеҫ. Ӑна малтанах авӑрланӑччӗ, анчах эпӗ пемерӗм, мӗншӗн тесен чи йывӑр самант килсе тухсан пеме кирлӗ пулӗ, терӗм.

Пирӗн сунарҫӑ пӑшалӗсем хӑвалӑхра, леш эпир малтан пеме пуҫланӑ йывӑҫ айӗнче, юлчӗҫ. Эпӗ Эрнене хам патӑма чӗнтӗм те ҫав пӑшалсене кайса илме хушрӑм.

Вӑл чупса кайрӗ те пӑшалсене часах илсе килчӗ. Эпӗ ӑна хамӑн мушкета патӑм, хам вара ытти пӑшалсене авӑрлама тытӑнтӑм. Эрнепе испанеца: сире пӑшал кирлӗ пулсан, ман патӑма килӗр, терӗм. Вӗсем эпӗ хушнине тума хатӗр пулчӗҫ.

Эпӗ пӑшал авӑрланӑ вӑхӑтра испанец пӗр ҫынҫиенпе арӑслан пек хаяр ҫапӑҫма тытӑнчӗ, вӗсем хушшинче хӑрушӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ.

Ҫынҫиен йывӑҫран тунӑ пысӑк хӗҫ тытнӑ. Ҫав япалапа тискер этемсем ӑста усӑ кураҫҫӗ. Испанец вут патӗнче выртнӑ чухне ӑна ҫынҫиенсем ҫавӑн пек хӗҫпе касса пӑрахасшӑнччӗ. Халӗ испанеца хирӗҫ каллех ҫав хӗҫпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Испанец паттӑр ҫапӑҫасса эпӗ кӗтменччӗ: чӑн та, тискер этемсем асаплантарнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫаплах вӑй кӗрсе ҫитеймен-ха, анчах та вӑл ытла та паттӑр кӗрешет, тӑшмана икӗ хутчен хӗҫпе пуҫӗнчен калама ҫук вӑйлӑ ҫапрӗ. Ҫынҫиенӗ ҫӳллӗ ут пӳллӗ патвар ал-ураллӑ, вӑйлӑ ҫын. Вӑл хӑйӗн хӗҫне ывӑтса ячӗ те, вӗсем вара алӑпа тытӑҫса ҫапӑҫма пуҫларӗҫ. Испанец аяла пула пуҫларӗ: ҫынҫиен ӑна часах ураран ӳкерчӗ те ун ҫине хӑпарса ларчӗ, аллинчен хӗҫне туртса илме хӑтланчӗ. Ҫакна курсан, эпӗ чупса тухрӑм та испанеца пулӑшма васкарӑм.

Анчах испанец хӑй те хӑраса ӳкмерӗ, вӑл хӑйӗн хӗҫне ирӗккӗнех пачӗ, ҫав вӑхӑтрах пиҫиххи хушшинчен пистолет туртса кӑларчӗ, тӑшманӗ ҫине персе ячӗ те ҫавӑнтах вӗлерсе пӑрахрӗ.

Ҫавӑн чухне Эрне те ахаль тӑмарӗ. Таракан тискер этемсене вӑл калама ҫук хӑюллӑн хӑваласа кайса, ҫавӑнтах вӗлерсе пычӗ. Эрне аллинче пуртӑ ҫеҫчӗ, пӑшал таврашӗ ҫукчӗ. Ку пуртӑпа вӑл малтан персе амантнӑ виҫӗ ҫынҫиене касса пӑрахрӗ, нихӑшне те хӗрхенсе тӑмарӗ, алла лекнине пӗр турарӗ.

Испанец хӑйне вӗлерме тӑнӑ ҫӳллӗ тискер этеме персе вӗлерчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, унтан ман пата чупса пычӗ, авӑрланӑ сунарҫӑ пӑшалӗсенчен пӗрне илчӗ, унтан икӗ тискер этеме хӑваласа кайрӗ. Вӗсене вӑл иккӗшне те амантрӗ. Анчах чупса ывӑннӑ пирки хуса ҫитеймерӗ, лешсем вара вӑрмана тарса пытанчӗҫ.

Вӗсем хыҫҫӑн Эрне пуртине ҫӗклесе чупрӗ. Пӗр ҫынҫиенӗ, хӑйӗн суранне пӑхмасӑрах, вӑрмантан чупса тухрӗ, тинӗсе сикрӗ те кимӗ хыҫҫӑн ишсе кайрӗ. Вӑл кимӗпе виҫӗ тискер этем ишсе пыратчӗ, вӗсем темле майпа ҫырантан тарма ӗлкӗрнӗ.

Ҫав тискер этемсем кӗсменсемпе пӗтӗм вӑйпа ишеҫҫӗ, пирӗн пӑшалсен етрисем ҫитмелле мар ҫӗрелле хӑвӑртрах тарасчӗ, теҫҫӗ пулмалла. Эрне вӗсене ик-виҫӗ хут печӗ, анчах лектереймерӗ курӑнать. Вӑл мана ҫав таракан тискер этемсем хыҫҫӑн хӑвалама ӳкӗтлеме тытӑнчӗ. Халӗ вӗсем ытла инҫех кайман-ха, вӗсен киммисенчен пӗрне илер те хӑвалама тытӑнар, терӗ.

Манӑн хамӑн та вӗсене тартас килмерӗ. Вӗсем килне ҫитсен, хӑйсене кунта аркатса тӑкни ҫинчен каласа парӗҫ те ҫав тери нумаййӑн пухӑнса каялла килӗҫ. Эпир вара ыррине кураймӑпӑр. Пирӗн, паллах, пӑшалсем пур, вӗсен йывӑҫ хӗҫсемпе ухӑсем ҫеҫ, анчах вӗсем, ҫӗршер кимӗпе пухӑнса килсен, пире ҫӑмӑллӑнах пӗтерӗҫ. Ҫавӑнпа та эпӗ Эрне ӳкӗтленине хирӗҫ тӑмарӑм, тискер этемсен киммисем патне чупса кайса, ӑна хам хыҫҫӑн пыма хушрӑм.

Пӗр кимӗ ҫине сиксе лартӑм та тӗлӗнсех кайрӑм: унта тискер этем вырта парать! Вӑл старик пулчӗ. Унӑн алли-урине ҫыхнӑ, вӑл кимӗ тӗпӗнче выртать. Ҫынҫиенсем ҫав старике те вут патӗнче пусса ҫиесшӗн пулнӑ. Унӑн алли-урине тем пекех хытӑ туртса ҫыхнӑ, — ҫавӑнпа та вӑл утрав ҫинче мӗн пулнине тӑрса пӑхма та пултарайман. Пӑшал сассинчен тата ҫынҫиенсем ҫухӑрнинчен хӑранипе ун кӑшт ҫеҫ чунӗ тухман.

Эпӗ ҫавӑнтах ҫӗҫӗ туртса кӑлартӑм, старикӗн алли-урине туртса ҫыхнӑ пӑявсене касрӑм та ура ҫине тӑма пулӑшас терӗм. Анчах вӑл халтан кайнипе ура ҫине тӑма пултараймарӗ. Унӑн калаҫма та вӑйӗ юлман, йынӑшса ҫеҫ аран-аран сассине кӑларать. Вӑл, мӗскӗнскер, ӑна пусса ҫиес шутпа ал-урине салтрӗҫ, тесе шухӑшларӗ пулмалла.

Ҫав вӑхӑтра Эрне чупса ҫитрӗ. Эпӗ ӑна ҫапла каларӑм:
— Ҫак ҫынна: эсӗ халӗ ирӗкре, эпир сана нимӗн чухлӗ те усал тӑвасшӑн мар, санӑн тӑшманусене пӗтертӗмӗр тесе кала, — терӗм.

Эрне старикпе калаҫма тытӑнчӗ, ҫакӑн чухне эпӗ тыткӑнри ҫын ҫӑварне темиҫе тумлам ром ятӑм.

Ӑна ирӗке кӑларни ҫинчен пӗлтерсен, мӗскӗн старик савӑнса кайрӗ: вӑл кимӗ тӗпӗнчен тӑчӗ те темӗскерле сӑмахсем каларӗ.

Ҫавӑн чухне Эрнепе мӗн пулса иртнине каласа кӑтартма хал та ҫитес ҫук! Чи хытӑ чӗреллӗ ҫын та, ҫав самантра Эрнене курнӑ пулсан, кӑмӑлӗ ҫемҫелнипе йӗрсе янӑ пулӗччӗ. Ватӑ тискер этемӗн сассине илтнӗ-илтменех, унӑн сӑнне курнӑ-курманах вӑл ӑна ыталаса чуптума тытӑнчӗ, йӗрсе ячӗ, кулса илчӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне тытса пӑчӑртарӗ, кӑшкӑрса ячӗ, унтан ун тавра сиккелеме пуҫларӗ, юрларӗ, ташларӗ, унтан каллех йӗрсе ячӗ, аллисемпе сулчӗ, хӑйне хӑй пуҫран, питрен ҫапкалама тытӑнчӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ӑсран тухнӑ ҫын пек хӑтланчӗ.

Эпӗ Эрнерен: «Сана мӗн пулчӗ?» — тесе ыйтрӑм, анчах вӑл мана ним те каласа ӑнлантарма пултараймарӗ. Юлашкинчен, кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илсен, вӑл:
— Ку ҫын — манӑн атте пулать, — терӗ.

Ывӑлӗ хӑйӗн ашшӗне ҫав тери хытӑ юратни мана тем пекех савӑнтарчӗ. Эпӗ ун ҫинчен каласа пама сӑмах та ҫитерейместӗп. Хытӑ чӗреллӗ тискер этем ашшӗне тӗл пулсан ҫавӑн пек савӑнма пултарасси ҫинчен эпӗ нихҫан та шухӑшламанччӗ.

Ҫав вӑхӑтрах Эрне хӑйӗн ашшӗне тӗл пулнипе савӑнса ухмахла сиккеленинчен, аллисене сулкаланинчен кулмасӑр чӑтса тӑма та ҫук. Кимӗрен вӑл пӗр вунӑ хут сиксе тухса каялла сиксе кӗчӗ: пӗрре, ҫийӗнчи пиншакне вӗҫертсе ярса, ашшӗ пуҫне кӑкӑрӗ ҫумне ыталаса тытрӗ, тепре унӑн ҫывӑрса кайнӑ алли-урине шӑлкаласа ҫемҫетме тытӑнчӗ.

Старик пӗтӗмпех шӑнса кӳтнине курсан, эпӗ Эрнене унӑн ӳт-тирне ромпа йӗпетсе сӑтӑрма хушрӑм. Вӑл вара ҫав самантрах эпӗ хушнӑ пек тума тытӑнчӗ.

Таракан тискер этемсене хӑваласси ҫинчен эпир шухӑшлама та манса кайрӑмӑр; ҫав вӑхӑтра вӗсен кимми инҫе ишсе кайнӑ, курӑнми пулчӗ.

Эпир вӗсем хыҫҫӑн кайма тытӑнса та пӑхмарӑмӑр. Кайманни те лайӑх пулчӗ, мӗншӗн тесен тепӗр икӗ сехетрен хаяр ҫил тухрӗ, вӑл, паллах, пирӗн кимме ӳпӗнтерсе янӑ пулӗччӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен шӑпах таркӑнсене хирӗҫ вӗрме пуҫларӗ. Вӗсем те ҫав ҫилтен хӑтӑлаймарӗҫ пулӗ; ман шутпа, пиртен таракан тискер этемсем хӑйсен тӑван ҫыранӗсене курмасӑрах, тинӗс хумӗсем айне пулса вилчӗҫ пулмалла.

Кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ савӑнӑҫ Эрнене хытӑ хумхантарса ячӗ, эпӗ ӑна ашшӗнчен уйӑрма ниепле те хӑяймарӑм. «Чунне лӑплантарма ӑна вӑхӑт парас пулать», — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ, унтан вара кӑшт аяккалла пӑрӑнтӑм та вӑл лӑпланасса кӗтсе тӑма тытӑнтӑм.

Анчах вӑл часах лӑпланмарӗ. Тӑрсан-тӑрсан, эпӗ Эрнене чӗнтӗм. Вӑл ман патӑма сиккелесе, савӑнӑҫлӑн кулкаласа чупса пычӗ. Эпӗ унтан: «Аҫуна ҫӑкӑр патӑн-и? — тесе ыйтрӑм. Вӑл тӗлӗннипе пуҫне сулчӗ те:
— Ҫӑкӑр ҫук: путсӗр йытӑ йӑлтах ҫисе янӑ, ним те хӑварман, — терӗ.
Ҫапла каларӗ те вӑл хӑй ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ хамӑн сумкӑран пӗтӗм ҫимӗҫе кӑлартӑм. Эрнене пӗр пӗчӗк пашалу тата ик-виҫ сапака иҫӗм ҫырли патӑм. Вӑл вара ашшӗне пӗчӗк ачана ҫитернӗ пекех тимлӗн ҫитерме тытӑнчӗ. Хӑй ытла хумханнипе чӗтренине курса, эпӗ ӑна вӑй кӗртмелӗх ром ӗҫме каларӑм, анчах вӑл ромне те ашшӗне пачӗ.

Тепӗр минутран Эрне таҫта ҫил пек чупса кайрӗ. Вӑл тӗлӗнмелле хӑвӑрт чупатчӗ. Эпӗ ӑна ӑҫта каятӑн тесе кӑшкӑртӑм, анчах кӑшкӑрни ахалех пулчӗ, — вӑл часах куҫран ҫухалчӗ.

Пӗр вунпилӗк минутран Эрне каялла майпентерех чупса килчӗ. Ҫывӑхарах ҫитсен, вӑл темӗскер йӑтса килнине куртӑм. Вӑл тӑм кӑкшӑмпа ӗҫмелли шыв ҫӗклесе килет, ҫав шыва вӑл ашшӗ валли шыраса тупнӑ. Эрне киле, хамӑр крепоҫе, чупса кайнӑ иккен, ҫула май килтен икӗ ҫавра ҫӑкӑр илсе тухнӑ. Ҫӑкӑрне мана пачӗ, унтан шывне пӗр-ик ҫӑвар сыптарчӗ те (манӑн питӗ ӗҫес килетчӗ) старик патне илсе кайрӗ. Старикшӗн шыв кирек мӗнле спиртран та сиплӗ пулчӗ, вӑл шывсӑр аптӑранипе вилес патнех ҫитнӗ.

Старик ӗҫсе тӑрансан, эпӗ Эрнене, хам патӑма чӗнсе, кӑкшӑмра шыв юлнипе юлманни ҫинчен ыйтрӑм. Вӑл юлчӗ тесе каларӗ. Эпӗ вара ӑна мӗскӗн испанеца та шыв ӗҫтерме хушрӑм. Вӑл та ватӑ тискер этем пекех шыв ӗҫес килнипе аптӑранӑ. Эпӗ испанеца валли ҫӑкӑр парса ятӑм.

Испанеца ҫаплах вӑй кӗрсе ҫитмен-ха. Вӑл ҫерем ҫинче йывӑҫ айӗнче вӑйран кайнипе анӑраса ларать. Ҫынҫиенсем ӑна ытла та хытӑ ҫыхнӑран халӗ унӑн аллисемпе урисем тӑртанса кайнӑ.

Вӑл шыв ӗҫсе тата ҫӑкӑр ҫисе кӑшт вӑй илсен, эпӗ ун патне пытӑм та пӗр ывӑҫ иҫӗм ҫырли патӑм. Испанец, пуҫне ҫӗклесе, ман ҫинелле пӗтӗм чун-чӗререн тав туса пӑхрӗ. Унтан ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах тӑраймарӗ — унӑн тӑртанса кайнӑ урисем ҫав тери хытӑ ыратаҫҫӗ пулмалла. Ҫав сывӑ мар ҫын ҫине пӑхсан, вӑл, ывӑнса халтан кайнӑ пулин те, нумаях пулмасть чи вӑйлӑ тӑшманпа ҫав тери хастар ҫапӑҫма пултарнине ӗненме те ҫук. Эпӗ ӑна вырӑнтан тапранмасӑр ларма канаш патӑм. Эрнене унӑн урисене ромпа сӑтӑрма хушрӑм.

Эрне испанец урисене ромпа сӗрсе сӑтӑрнӑ вӑхӑтра кашни икӗ минут хушшинче тенӗ пекех ашшӗ еннелле, ӑна мӗн те пулин кирлӗ мар-ши тесе, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ. Эрнене ашшӗн пуҫӗ ҫеҫ курӑнать, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ кимӗ тӗпӗнче ларать. Эрне сасартӑк пӑхрӗ те ашшӗ ҫуккине курчӗ. Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ. Ашшӗ выртнӑ кимӗ патне чупса мар, вӗҫсе кайрӗ, урисем ҫӗре те тивмеҫҫӗ. Анчах, кимӗ патне чупса ҫитсен, вӑл ашшӗ кимӗ ӑшне канма выртнине курчӗ те каллех пирӗн пата таврӑнчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ испанеца: манӑн тусӑм сана ура ҫине тӑма пулӑшӗ, кимӗ патне ҫавӑтса ҫитерӗ, унтан вара эпир кимӗпе пирӗн киле кайӑпӑр, терӗм.

Анчах Эрне, ҫӳллӗ те патвар кӗлеткеллӗскер, ӑна ачана ҫӗкленӗ пек ҫӗклерӗ те ҫурӑмӗ ҫине хурса илсе кайрӗ. Кимӗ патне ҫитсен, ӑна вӑл малтан кимӗ хӗррине майӗпен лартрӗ, унтан кимӗ ӑшне ашшӗпе юнашар вырнаҫтарчӗ. Кун хыҫҫӑн вара вӑл ҫыран хӗррине тухрӗ, кимме вырӑнтан тапратрӗ те каллех кимӗ ҫине сиксе ларчӗ, кӗсменсем ярса тытрӗ. Эпӗ ҫуранах утрӑм.

Эрне кимӗпе пит ӑста ҫӳрет. Вӑйлӑ ҫил пулчӗ пулин те, кимӗ ҫыран хӗррипе хӑвӑрт ишрӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн аран-аран ӗлкӗрсе пытӑм.

Эрне ку кимме хамӑр гаване лайӑх илсе ҫитерчӗ. Ашшӗпе испанеца хӑварчӗ те ҫыран тӑрӑх каялла чупса кайрӗ.

— Эсӗ ӑҫта чупатӑн? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран, хам тӗлтен иртсе пынӑ чухне.

— Тата пӗр кимӗ илсе килме каятӑп! — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл ҫил пек хӑвӑрт вӗҫтерчӗ.

Ӑна пӗр ҫын та, пӗр лаша та хӑваласа ҫитес ҫук — вӑл ытла та хӑвӑрт чупать. Эпӗ хамӑр кимӗ тӑнӑ ҫӗре ҫитнӗ-ҫитмен вӑл унта тепӗр кимӗпе ишсе те килчӗ. Ҫыран ҫине сиксе ансан, ҫӗнӗ хӑнасене кимӗрен тухмашкӑн пулӑшма тытӑнчӗ, лешсем иккӗшӗ те вӑйран кайнипе ура ҫине тӑраймаҫҫӗ.

Мӗскӗн Эрне ним тума пӗлмест.

— Хӑнамӑрсене вӑхӑтлӑха ҫыран хӗрринче хӑвар та ман хыҫҫӑн пыр, — терӗм эпӗ ӑна.

Эпир, ҫывӑхри вӑрмана кайса, унта ик-виҫ йывӑҫ касрӑмӑр, вӗсенчен наҫилкке турӑмӑр, сывӑ мар ҫынсене наҫилкке ҫине вырттарса, иккӗшне те крепоҫӑн тулашри стени патне илсе ҫитертӗмӗр.

Малашне мӗн тумаллине пӗлмесӗр, эпир чӑннипех те аптӑрарӑмӑр. Икӗ пысӑк ҫынна ҫав тери ҫӳллӗ хӳме урлӑ ҫӗклесе каҫарма, паллах, пирӗн вӑй ҫитмест. Мӗнле ҫӗклесе каҫарас пирки шухӑшласа пӑхмалла пулчӗ. Эпир Эрнепе ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр, тепӗр икӗ сехетрен парӑс пирӗнчен палатка карса та лартрӑмӑр, ҫине йывӑҫ турачӗсем витрӗмӗр. Ҫапла вара лайӑх палатках пулса тӑчӗ.

Ҫав палаткӑра рис улӑмӗ ҫине тӑватӑ утиял сарса икӗ вырӑн турӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех