Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн хамӑр тарпа тӑварланнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнсах вилес пулать.На той земле, которую потом своим посолила, только и держаться мне и умереть здесь.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе килекен ҫил те куҫҫульпе, те тарпа исленнӗ кӗпеме типӗтесшӗн.Порывы ветра словно хотят высушить мою рубашку, намокшую то ли от слез, то ли от пота.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Тул ҫутӑлас умӗнхи сулхӑн сывлӑш унӑн тарпа нӳрелнӗ кӑкӑрне уҫӑлтарса ячӗ, ӗнтӗ ӗҫлеме унчченхи пек йывӑр пулмарӗ.Предутренняя свежесть холодила его влажную от пота грудь, и ему стало не так трудно работать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лаша тарпа тата ҫӗрлехи нӳрӗкпе йӗпеннӗ ӑмрипе Григорие ҫурӑмӗнчен пырса таклаттарчӗ, чӗрнисемпе ун урисем патӗнчех сӗлкӗшлӗ юра чӑвӑш-чавӑш чапӑштаттарса ӑсрӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗпе айӗнчи хӗресӗн тарпа йӗпеннӗ ҫаккине шӑлӗпе ҫӗклесе, вӑл ӑна йӑпӑр-япӑр кӑкӑр парать, хӑй ҫӑт ҫыртнӑ шӑлӗ хушшипе пӑшӑл-пӑшӑл калаҫать:
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавсенчен чи йывӑррисем те, — антив, лӑскантарса халтан янӑ, йӳҫӗ те тӑварла тарпа тертлентернӗ, ывӑҫ тупанне суранлатса юнлантарнӑ пултӑр, — чи-чи пысӑк ырлӑх халӗ, анчах вӗсем патне, хӗвел патне ҫитеймен пекех, ӗмӗтпе те ҫитеймӗн текех.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Чечек ҫыххине лапчӑнса лӳчӗркеннӗ, тарпа нӳрӗленнӗ минтер ҫине хучӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Лашасем юртан тасалнӑ ҫул тӑрӑх лӑчӑр-лачӑр шукаласа кӑна утрӗҫ, урисем пылчӑк ӑшне пакӑлчак таран пута-пута анчӗҫ, васансемпе ланкашкасене кӗрсе ларчӗҫ, хӑйсем ҫапах та ҫурӑмӗсемпе йывӑррӑн пӗкӗрӗлсе, тарпа пӑсланса, мӗкӗрленкелесе, малалла тапаҫланчӗҫ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн ҫап-ҫара хырса янӑ пуҫӗ тарпа ҫуталса йӑлтӑртатать, чӑлт-шурӑ катанпир кӗпи хӗп-хӗрлӗ пичӗпе хӗвел ҫинче ҫӳресе хӑмӑр тӗс ҫапнӑ мӑйне пушшех тӗксӗмлетсе кӑтартать.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑр урлӑ упаленсе каҫнӑ хӗвел ҫине час-час пӑхкаласа илсе, вӑл упӑшкин тарпа касӑлнӑ кӗписемпе аялтан тӑхӑнакан йӗмӗсене чылайччен ҫӗрпӳрт алӑкӗ умӗнче сапласа ларчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тусем хушшинче пӑшал сассисем кӗрлесе иртнӗ хыҫҫӑн, тайга сӗмлӗхӗнче партизансен кӑвайчӗсем ялкӑшма пӑрахсан, Иван Пробатов, тарпа тӗтӗм шӑрши ҫапнӑ шинель тата ҫӳлӗ буденновкӑ тӑхӑннӑскер, тӑван ялне таврӑннӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл ҫухинче тарпа тусан сӑранланса ларнӑ хӗрлӗ петлицӑллӑ кӑвак казак мундирне типтерлӗ тӳмеленӗ, анчах пушӑ шӑлаварӗ анса ларнӑ пирки мучи ӑна пӗрехмай аллипе турта-турта хӑпартать.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ансӑр шурӑ ҫамки ун тарпа йӗпеннӗ, шуранка пичӗ ҫинче тарӑхса чарӑлнӑ куҫӗсем ниҫта кайса кӗрейми вӗри юратӑвӑн асапӗпе ҫуталса ҫунаҫҫӗ.
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫу каҫиччен тарпа касӑла-касӑла вунӑ кӗпе таран хулпуҫҫинчен татӑлса тухатчӗ, халӗ ак ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлатӑп…За лето десять рубах, бывало, сопреют на плечах от поту, а зараз остаюся нагий и босый…
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн шурса кайнӑ ҫаврака ҫамки ҫине, тарпа йӑлтӑртатакан ҫӳхе кимӗрчеклӗ сӑмси ҫине тусан вӗҫе-вӗҫе ларать, анчах хӑй пӗрехмай урине пӗр-пӗр ӑшӑ япалапа кӗптеме тилмӗрет, ҫамки ҫинчи тарне шӑммипе тирӗ кӑна юлнӑ шӑнӑрлӑ аллипе сӑтӑрса ятлаҫать:
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хӗрелсе кайнӑ тӗреклӗ пичӗ тарпа йӑлтӑртатать, тӑкӑнса сайралнӑ хура куҫ харшийӗсене ҫилӗллӗн шӑмарнӑ.Крепкое красное лицо его блестело потом, вылинявшие русые брови были сердито сдвинуты.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бобровски хуторӗнче стариксем питӗ меллӗн те тискеррӗн хӗнесе асаплантарма пуҫласан, пӗр еланецӗ тӳсӗм ҫитереймерӗ: вӑл хӑрушӑ сасӑпа, ачалла ҫари ҫухӑрса ячӗ, унтан гимнастерка ҫухине туртса ҫурчӗ те казаксемпе хӗрарӑмсене кӗпе айӗнчен ҫакса янӑ пӗчӗкҫӗ хӗресе кӑтартма пуҫларӗ; мӑйӗнчи хӗрес ҫакки хӑйӗн пӗтӗмпех кирӗкпе тата тарпа ҫулланса хытса ларнӑ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫӗ тарпа хупланчӗ, аллисем ҫыран айккинчи сивӗ сакӑлтасем ҫинче шӑва-шӑва кайрӗҫ.Глаза его застилал пот, руки скользили по холодным уступам яра.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Авдеич Брех картиш тӑрӑх хыпӑнчӑклӑн утса ҫӳрерӗ, ним ахальтенех ҫӑлалла пӑхрӗ, е ҫӗрте выртакан пӗр-пӗр хӑйӑ татӑкне ҫӗклерӗ, унтан каллех, тарпа йӗпеннӗ панулми пек ҫаврака хӗрлӗ питне ҫаннипе шӑлса илсе, крыльца патӗнчен калинкке еннелле вӗткеленсе утса кайрӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫленӗ, пилӗке хуҫнӑ, тарпа исленсе ҫӑвӑннӑ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.