Шырав
Шырав ĕçĕ:
50. Халӗ вара Ҫӳлти Турӑ, эсӗ ҫак хулашӑн пӗтӗм чунупа хурланнине, чӗрӳне ыраттарнине курса, унӑн чапӗн ҫутипе унӑн илемне кӑтартрӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ ҫакна каланӑ чухне вӑл, Ангел, ман патӑма килчӗ; 30. вӑл ман ҫине пӑхса тӑчӗ: эпӗ акӑ, вилнӗ пек, тӑна ҫухатса выртатӑп; вӑл мана сылтӑм алӑран пырса тытрӗ, мана тӗрек кӳрсе ура ҫине тӑратрӗ те каларӗ: 31. мӗн пулчӗ сана? мӗне пула ӑсран каяслах чӗрӳне хускатса янӑ эсӗ? мӗнрен хӑратӑн? терӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Ҫакӑскерне аяккалла тӑратса, Даниил тепӗрне илсе килме хушнӑ та каланӑ: Ханаан ӑрӑвӗ эсӗ, Иуда ӑрӑвӗ мар! сана илем илӗртнӗ, чӗрӳне аскӑн шухӑш ирсӗрлетнӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл мана каларӗ: ан хӑра, Даниил; эсӗ, хӑвӑн Турру умӗнче йӑвашланса, пӗлесчӗ, ӑнланасчӗ тесе чӗрӳне Турӑ еннелле ҫавӑрнӑ пӗрремӗш кунранах санӑн сӑмахна илтнӗ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслӑрах пулнӑран мар, патшана ӑнлантарса пама уҫӑлчӗ ку вӑрттӑнлӑх мана — эсӗ хӑвӑн чӗрӳне мӗн пӑлхатнине пӗлӗн.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫав кун санӑн чӗрӳне каварлӑ шухӑш пырса кӗрӗ те, эсӗ усал ӗҫ тума шутласа хурӑн, 11. калӑн вара: «эпӗ хӳмепе хӳтӗлемен ҫӗре хӑпарӑп, хуйхӑ-суйхӑсӑр, ним шухӑшсӑр пурӑнакансене тапӑнӑп — вӗсем пурте пӗр хӳтлӗхсӗр пурӑнаҫҫӗ, вӗсен сӑлӑп та, алӑк та ҫук» тейӗн.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ — ту хушӑкӗсенче пурӑнаканӗ, сӑрт тӑррисене йышӑнаканӗ — хӑвӑн хаярлӑхна, чӑрсӑр чӗрӳне шанса тӑнӑ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвна валли ҫул паллисем лартса тух, чул юпасем лартса тух, чӗрӳне ҫав ҫул ҫине — ху ҫӳренӗ ҫул ҫине — ҫавӑр; эй Израиль хӗрӗ, таврӑн, хӑвӑн хулусене таврӑн.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чӗрӳне хурлӑх айне ан ту; вӗҫӗнче мӗн пуласса асра тытса хурлӑхна сирсе яр.20. Не предавай сердца твоего печали; отдаляй ее от себя, вспоминая о конце.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫна пӑрах, аллуна тӳрлет, чӗрӳне пур ҫылӑхунтан та тасат.10. Оставь греховную жизнь и исправь руки твои, и от всякого греха очисти сердце.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хуҫӑлса ӳксех ан хурлан, хӑвна ху сӑлтавсӑрах ан асаплантар; 23. чӗре савӑнӑҫӗ — этем пурӑнӑҫӗ, ар хаваслӑхӗ — вӑрӑм ӗмӗр; 24. хӑвӑн чунна юрат, чӗрӳне йӑпат, хурлӑха аяккалла сир: 25. хурлӑх нумайӑшне вӗлернӗ, унран нимӗн усси те ҫук.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кашни ҫыннах чӗрӳне уҫса ан пар, вӑл сана усалпа ан тавӑртӑр.22. Не открывай всякому человеку твоего сердца, чтобы он дурно не отблагодарил тебя.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшла, яланах Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрен: Вӑл вара санӑн чӗрӳне тӗреклӗлентерӗ, ӑслӑлӑхшӑн ҫунакан кӑмӑлна ҫырлахтарӗ.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнатӑн пулсассӑн, чунна хатӗрле — тӳсмелле пулӗ; 2. чӗрӳне сыхӑ тӑрат, ҫирӗп пул, инкек ҫитсессӗн ан васка, ан вӗтелен; 3. кайран ҫӗкленсе каймашкӑн Турӑ ҫумне ҫыпӑҫӑн та — ан хӑп Унран.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй ывӑлӑм! чӗрӳне ман енне ҫавӑр, куҫу ҫул-йӗрӗме курса тӑтӑр.26. Сын мой! отдай сердце твое мне, и глаза твои да наблюдают пути мои,
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Итле, ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗрӳне тӳрӗ ҫул ҫине кӑлар.19. Слушай, сын мой, и будь мудр, и направляй сердце твое на прямой путь.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ.23. Больше всего хранимого храни сердце твое, потому что из него источники жизни.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! эсӗ манӑн сӑмахӑма хапӑл туса, эпӗ вӗрентсе каланине асӑнта тытса 2. хӑлхуна ӑслӑлӑха тимлеме тайсассӑн, чӗрӳне шухӑшлама вӗрентсессӗн, 3. пӗлӳшӗн ӑнтӑлсассӑн, ӑстӑна йӑлӑнсассӑн, 4. ӑна кӗмӗле шыранӑ пек шырасассӑн, ӑна мул тупнӑ пек тупсах тӑрсассӑн 5. эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрама тытӑнӑн, Турра пӗлме пуҫлӑн.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.