Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрӳне (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑхать вӑл сан ҫине, мур илесшӗ, сан чӗрӳне вут хыпса илет.

— Глянет на тебя, и чуешь, Егор те за ногу, — в огне душа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эх, чӗрӳне хушас та ҫук хӗрӳллӗн юратма…

Эх, сердцу не закажешь огненно любить…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чӗрӳне хушас та ҫук… — пурте пӗр харӑс кӑшкӑрса юрлама тытӑнчӗҫ.

Сердцу не прикажешь… — подхватили все дружно и звонко.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫапӑҫура суранна хӗссе лартнӑ пек, хӗссе хур чӗрӳне, унтан — малалла.

Зажми сердце, як рану в бою, и вперед…

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Чӗрӳне ан ыраттар, старик, — терӗ арӑмӗ, сӗтел ҫине хатӗрлеме пуҫласа.

— Не рви сердце, старый, — попросила жена и стала накрывать на стол.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Уншӑн хыпӑнса чӗрӳне ан та ҫунтар.

Не трать на это дело пороху.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тура, козак! вӗҫтер, козак! килентер паттӑр чӗрӳне; анчах ылтӑнпа эрешленӗ йӗнер таврашӗпе сӑхман ҫине пит ан пӑх: таптаттар ут урипе ылтӑнпа хаклӑ йышши чулсене!

Руби, козак! гуляй, козак! тешь молодецкое сердце; но не заглядывайся на золотые сбруи и жупаны! топчи под ноги золото и каменья!

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эсӗ халӗ ҫеҫ арӑм пулнӑ-ха, сана час-часах Сергейран уйрӑм пурӑнни те, ҫак ухмахла ҫыру та хумхантарса, чӗрӳне кӑрт-карт таптарать, ыраттарать пулсан, — ку вара аван.

Ты только вступила в обязанности жены, и хорошо то, что и разлука с Сергеем и это глупое письмо тебя уже волнуют, что сердечко твое тревожится, побаливает.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ ахаль те хуторти кушаксене пӗтӗмпех персе вӗлернӗ; кӗҫех хуторта шӑшисем темӗн чухлӗ ӗрчесе кайӗҫ те акӑ чи малтан ҫӗрле сан чӗрӳне кӑшласа татӗҫ.

— Ты и так всех кошек в хуторе перестрелял; скоро мышей столько разведется в хуторе, что тебе же первому они ночью ногти обгрызут.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Санӑн чӗрӳне кулаксем пӗҫернӗ!

— Сердце тебе кулаки запекли…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ху ҫулна кура ытлашши те пулӗ, чӗрӳне хӗрхенме вӑхӑт…

Пожалуй, это не по годам тебе, пора щадить сердце…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хӑй, ҫут тӗнчере нимрен те ытла сана юрататӑп, тет; ну-ка, булавкӑпа тирсе пӑх-ха ӑна, вӑл вара санне чӗрӳне ҫурса тӑкать.

Люблю, говорит, больше всего на свете, а ну-ка, уколи ее булавкой, она разорвет тебе сердце.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Мӗн ахаль чӗрӳне ыраттаран.

— Напрасно совсем такое беспокойство.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Астӑватӑн-и, ӑна туптарасшӑн чӗрӳне хушрӑн эсӗ, — акӑ вал тӑрать, тӳремӗн, кӑвак ҫӳҫлӗ, ҫакӑн пек телей ҫитнӗрен ӑнран та кайӑн.

Помнишь, ты приказала в душе, чтобы вы нашли его, — и вот он стоит, седой, прямой, и можно сойти с ума от волненья и счастья.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Зиночка сана хӑвӑн чӗрӳне заказной пакетпа ярса тавӑрса парӗ!

Зиночка вернет тебе твое сердце заказным пакетом…

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Аннӳ пилӗ чӗрӳне вырнаҫса инкек-синкекрен упратӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чӗрӳне ан ҫунтар, Валя.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

4. Сутман чухне ҫӗрӳ хӑвӑнах марччӗ-и? сутса туни те хӑвӑн аллунтах марччӗ-и? Ҫакна хӑвӑн чӗрӳне мӗншӗн кӗртнӗ эсӗ?

4. Чем ты владел, не твое ли было, и приобретенное продажею не в твоей ли власти находилось? Для чего ты положил это в сердце твоем?

Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Петр ӑна каланӑ: эй Анания! мӗншӗн эсӗ шуйттана хӑвӑн чӗрӳне пӑхӑнтарма ирӗк патӑн, ҫӗр укҫин пӗр пайне пытарса хӑвартӑн: эсӗ ӗнтӗ Таса Сывлӑша суйрӑн.

3. Но Петр сказал: Анания! Для чего ты допустил сатане вложить в сердце твое мысль солгать Духу Святому и утаить из цены земли?

Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Халӗ вара сана калатӑп: 8. Эпӗ хӑвна кӑтартнӑ паллӑсене, ху курнӑ тӗлӗксене, вӗсене ӑнлантарса панине чӗрӳне хыв, 9. мӗншӗн тесессӗн тӗнче вӗҫлениччен сана ҫынсем патӗнчен илсе кайӗҫ, эсӗ Ман Ывӑлӑмпа тата хӑвӑн евӗрлисемпе хутшӑнма пуҫлӑн.

7. И ныне тебе говорю: 8. знамения, которые Я показал тебе, и сны, которые ты видел, и толкования, которые слышал, положи в сердце твоем; 9. потому что ты взят будешь от людей и будешь обращаться с Сыном Моим и с подобными тебе, доколе не окончатся времена.

3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех