Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иез 38

Пай: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 13:45

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 526

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! Магог ҫӗрӗнчи Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ — енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ! 4. Сана каялла ҫавӑрӑп та ҫӑварлӑхласа илӗп, унтан сана, санӑн пӗтӗм эшкерне — утсемпе юланутҫӑсене, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленсе тимӗр тум тӑхӑннӑ, хулканпа хӗҫ тытнӑ пысӑк ҫарна — илсе тухӑп, 5. вӗсемпе пӗрле хулкан тытнӑ, тимӗр калпак тӑхӑннӑ перссене, эфиопсене, Ливи ҫыннисене, 6. Гомерпа унӑн пӗтӗм ҫарне, Фогарма килне ҫурҫӗр чиккинчен пуҫласа хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе илсе тухӑп, санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑха илсе тухӑп, тесе калать те.

7. Хатӗрлен, вӑрҫӑ кӑралӗ хатӗрле — эсӗ те, сан патна пуҫтарӑннӑ пӗтӗм эшкерӳ те хатӗрленӗр, эсӗ вӗсенӗн ҫулпуҫӗ пул. 8. Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ. 9. Эсӗ тӑвӑл пек ҫӗкленӗн, ҫӗре хуплама хура пӗлӗт пек кайӑн; эсӗ, санӑн пӗтӗм эшкерӳ тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӑр.

10. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫав кун санӑн чӗрӳне каварлӑ шухӑш пырса кӗрӗ те, эсӗ усал ӗҫ тума шутласа хурӑн, 11. калӑн вара: «эпӗ хӳмепе хӳтӗлемен ҫӗре хӑпарӑп, хуйхӑ-суйхӑсӑр, ним шухӑшсӑр пурӑнакансене тапӑнӑп — вӗсем пурте пӗр хӳтлӗхсӗр пурӑнаҫҫӗ, вӗсен сӑлӑп та, алӑк та ҫук» тейӗн. 12. Вара тапӑнӑн вӗсене, пурлӑх ҫаратӑн, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗрен лартнӑ, ҫынсем пурӑнма пуҫланӑ ҫуртсем ҫине, халӑхсем хушшинчен пуҫтарнӑ, хуҫалӑх тытакан, суту-илӳ тӑвакан, ҫӗр тӑрринче пурӑнакан халӑх ҫине аллуна хурӑн. 13. Сава, Дедан тата Фарсис сутуҫисем хӑйсен пӗтӗм ҫамрӑк арӑсланӗсемпе пӗрле калӗҫ сана: «эсӗ ҫаратма килтӗн-и? хӑвӑн эшкерне пурлӑх чыхса тултарма, кӗмӗлпе ылтӑн тӑпӑлтарма, выльӑх-чӗрлӗхпе мул туртса илме, пысӑк тупӑш ярса илме пуҫтартӑн-и?» тейӗҫ.

14. Ҫавӑнпа, этем ывӑлӗ, пулассине пӗлтер, Гога кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫапла мар-и? Манӑн Израиль халӑхӑм хӑрамасӑр пурӑнас кун ҫакна пӗлӗн эсӗ; 15. хӑвӑн вырӑнунтан, ҫурҫӗр чиккинчен, тапранӑн эсӗ, тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӗ, пурте ут ҫинче лараҫҫӗ, сумсӑр ушкӑн, сумсӑр йышлӑ ҫар. 16. Ҫӗре хупӑрласа Манӑн халӑхӑм ҫине, Израиль ҫине, хура пӗлӗт пек ҫӗкленӗн: ку вӑл юлашки кунсенче пулӗ, Эпӗ сана Хамӑн ҫӗрӗм ҫине илсе килӗп, Гог, сана ҫӗнтерсе Хамӑн сӑваплӑхӑма халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартсан, вӗсем Мана пӗлӗҫ вара.

17. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ. 18. Гог Израиль ҫӗрне килнӗ кун Манӑн ҫиллӗм пӗтӗм хаярлӑхӑмпа хыпса илӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 19. Кӗвӗҫсе, тарӑху вучӗпе ҫунса каларӑм Эпӗ: чӑн та, ҫав кун Израиль ҫӗрӗ хӑрушла кисренӗ. 20. Манӑн сӑнӑма курса, тинӗсри пулӑсем, тӳпери кайӑксем, хирти тискер кайӑксем, пӗтӗм шӑван-кусан, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенскерсем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫын чӗтрене ерӗҫ, тусем ишӗлсе анӗҫ, чул сӑртсем йӑтӑнса анӗҫ, пӗтӗм хӳме ҫӗр ҫине ӳкӗ. 21. Хамӑн мӗнпур тӑвӑм тӑрӑх ӑна хирӗҫ хӗҫ йыхӑрӑп: кашнийӗ хӑйӗн тӑванне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех