Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ытар 4

Пай: Библи –> Соломон ытарӑшӗсен кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 08:44

Пуплевӗш: 21; Сӑмах: 307

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эй ачамсем, аҫӑр ӳкӗтленине итлӗр, ӑса вӗренмешкӗн тимлесех тӑнлӑр: 2. эпӗ сире ырӑ пӗлӳ паратӑп. Эпӗ вӗрентсе каланине ан манӑр. 3. Эпӗ те аттемӗн ывӑлӗ, аннемӗн пӗтӗм чунтан юратнӑ пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ; 4. аттем мана вӗрентсе ҫапла калатчӗ: чӗрӳ манӑн сӑмахӑмсене упратӑр; эпӗ ӑс панине асра тыт — вара пурӑнӑн эсӗ. 5. Ӑслӑлӑха вӗрен, пӗлӳ пух; ан ман ҫакна, эпӗ каланӑ сӑмахран ан пӑрӑн. 6. Ӑслӑлӑха ан пӑрах — вӑл сана упрасах тӑрӗ; юрат ӑна — вӑл сана сыхӑ усрӗ. 7. Чи кирли — ӑслӑлӑх: ӑслӑлӑха вӗрен, мӗнпур пурлӑхна парса ӑс пуҫтар. 8. Ӑслӑлӑха хаклама пӗл — вӑл ҫӗклентерӗ сана; ун ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, вӑл сана мухтава кӑларӗ; 9. сана хӳхӗм пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартӗ, сана мухтав ҫӗлӗкӗ ҫитерсе парӗ.

10. Ывӑлӑм, итле мана, сӑмахӑма хапӑл ту — вара пурӑнас кунҫулу вӑрӑмланӗ. 11. Эпӗ сана ӑслӑлӑх ҫулне кӑтартатӑп, сана тӳрӗ сукмакпа ертсе пыратӑп. 12. Кайма тухсассӑн — утту чӑлханмӗ, чупнӑ чухне такӑнасси пулмӗ. 13. Вӗрентсе каланине асрах тыт, ан пӑрах, упра ӑна: санӑн пурӑнӑҫу вӑл. 14. Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ ҫине ан пус, усал ҫынсен ҫулӗпе ан ҫӳре; 15. пӑрӑнса кай, вӑл ҫулпа ан ҫӳре, пӑрӑн, айккинчен иртсе кай: 16. усал ӗҫ тӑваймасан, вӗсем ҫывӑрса та каяймаҫҫӗ; кама та пулин пӗтермесессӗн, вӗсен ыйхи те вӗҫет: 17. вӗсем ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫ ҫӑкӑрне ҫиеҫҫӗ, ҫарату эрехне ӗҫеҫҫӗ. 18. Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать. 19. Йӗркесӗр пурӑнакансен ҫулӗ вара — сӗмлӗх пек: мӗнрен такӑнасса хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ.

20. Эй ывӑлӑм, ман сӑмахӑма тӑнла, эпӗ каланине хӑлхуна тайса итле; 21. вӗсем куҫу умӗнчен ан кайччӑр; вӗсене чӗрӳ варринчех упра: 22. вӗсем хӑйсене тупакансене пурӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑваҫҫӗ. 23. Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ. 24. Чӗлхӳ-ҫӑвару суя ан суйтӑр, чӗлхӳ ан чеелентӗр. 25. Куҫу тӳрӗ пӑхтӑр, куҫ хӑрпӑкӗсем те тӳррӗн тӗллесе тӑччӑр. 26. Уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла, ҫулусем санӑн пурте шанчӑклӑ пулччӑр. 27. Сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн; уруна усалтан сыхла: 28. [сылтӑм енчи ҫулсене Ҫӳлхуҫа асӑрхаса тӑрать, сулахай енчисем — пӑсӑлнӑ ҫулсем. 29. Вӑл санӑн ҫулусене тӳрӗ тӑвӗ, сана канӑҫлӑ ҫӳремелле туса парӗ.]

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех