Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сир 2

Пай: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:44

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 211

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнатӑн пулсассӑн, чунна хатӗрле — тӳсмелле пулӗ; 2. чӗрӳне сыхӑ тӑрат, ҫирӗп пул, инкек ҫитсессӗн ан васка, ан вӗтелен; 3. кайран ҫӗкленсе каймашкӑн Турӑ ҫумне ҫыпӑҫӑн та — ан хӑп Унран. 4. Хӑв тӗлӗшрен кирек мӗн пулсассӑн та пурне те кӑмӑлтан йышӑн, темӗн тӗрлӗ хурлӑх ҫитсессӗн те вӑрах тӳсӗмлӗ пул: 5. ылтӑна вут-ҫулӑм витӗр кӑларса тӗрӗслеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ ҫынсем тем тӗрлӗ мӑшкӑл курса тасалаҫҫӗ. 6. Турра ӗнен, сана Вӑл хӳтӗлӗ; ҫӳрес ҫулна тӳрлет, Ӑна шанса тӑр.

7. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! Унӑн ырӑлӑхне кӗтӗр, ӳкес мар тесессӗн Унран ан пӑрӑнӑр. 8. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! Ӑна ӗненӗр, вара хӑвӑра тивӗҫли ҫухалмӗ. 9. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! ырӑлӑха, ӗмӗрлӗх савӑнӑҫа, ҫырлахӑва ӗмӗтленӗр. 10. Авалхи ӑрусем ҫине пӑхӑр-ха, курӑр-ха: Ҫӳлхуҫана ӗненекен намӑс курни пулнӑ-и? е Унран хӑракана пӑрахни пулнӑ-и? е Хӑйне тархаслакана Турӑ илтменни пулнӑ-и? 11. Ҫӳлхуҫамӑр ырӑ кӑмӑллӑ, Вӑл хӗрхенет, ҫылӑхсене каҫарать, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра хӑтарать. 12. Шиклӗ чӗресене, халсӑр алӑсене, икӗ тӗрлӗ ҫулпа ҫӳрекен ҫылӑхлӑ ҫынна хурлӑх ҫитӗ! 13. Хавшак чӗрене хурлӑх ҫитӗ! мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗненмест, ҫавӑнпа уншӑн хӳтлӗх пулмӗ. 14. Чӑтӑмлӑх ҫухатнисене хурлӑх ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа килсе пӑхсассӑн, эсир мӗн тӑвайӑр? 15. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем Унӑн сӑмахӗсене итлемесӗр тӑрас ҫук, Ӑна юратакансем Унӑн ҫулӗнчен пӑрӑнас ҫук. 16. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем Унӑн ирӗкне шырӗҫ, Ӑна юратакансем Унӑн саккунӗпе тутӑ пулӗҫ. 17. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем чӗрине хатӗр тытӗҫ, Унӑн умӗнче чунне йӑвашлатӗҫ: 18. этем аллине мар, Ҫӳлхуҫамӑр аллине ӳкӗпӗр: Унӑн аслӑлӑхӗ мӗнле, ырӑлӑхӗ те ҫавӑн пекех, тейӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех