Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Дан 13

Пай: Библи –> Даниил пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 14:18

Пуплевӗш: 54; Сӑмах: 1044

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Вавилонра Иоаким ятлӑ ар пу рӑннӑ. 2. Вӑл Хелкия хӗрне, Сусанна ятлӑскерне, питӗ илемлӗ те Турӑран хӑраканскерне, качча илнӗ. 3. Сусаннӑн ашшӗ-амӑшӗ тӳрӗ ҫынсем пулнӑ, хӑйсен хӗрне Моисей саккунне вӗрентнӗ. 4. Иоаким питӗ пуян пулнӑ, унӑн хӑй килӗ ҫывӑхӗнчех йывӑҫ пахчийӗ пулнӑ; унӑн килне иудейсем пуҫтарӑнсах тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пуринчен те ятлӑ-сумлӑрах пулнӑ. 5. Ҫав ҫулхине халӑхран икӗ пуҫлӑха тӳрене лартнӑ пулнӑ, тӳресем пирки Ҫӳлхуҫа: «йӗркесӗр ӗҫсем тӑвасси Вавилонран халӑх пуҫлӑхӗсенче ӗҫленӗ аслӑ тӳресенчен тухнӑ» тенӗ. 6. Вӗсем Иоаким килӗнче тӑтӑшах пулкаланӑ, тавлашуллӑ ӗҫ пуррисем пурте вӗсем патне ҫӳренӗ. 7. Кӑнтӑр тӗлнелле, халӑх салансан, Сусанна хӑй упӑшкийӗн йывӑҫ пахчине уҫӑлма ҫӳренӗ. 8. Ҫав икӗ пуҫлӑх Сусанна кунта кулленех кӗрсе уҫӑлса ҫӳренине курнӑ, вара вӗсен ун тӗлӗшпе аскӑн шухӑш ҫуралнӑ, 9. вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑстӑнне астарса янӑ; тӳпенелле пӑхас мар, тӳрӗ сут пуррине аса илес мар тесе куҫӗсене айккинелле пӑрнӑ. 10. Тӳресем иккӗшӗ те кӑмӑлӗпе аскӑнлӑх енне туртӑннӑ, анчах хӑйсен шухӑшне пӗр-пӗрне уҫса паман, 11. мӗншӗн тесессӗн Сусаннӑпа хутшӑнма тӗмсӗлни ҫинчен пӗлтерме намӑсланнӑ. 12. Хӑйсем вара, ӑна курасчӗ тесе, кулленех вӑрттӑн сыхласа ҫӳренӗ, ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: 13. киле каяр, халь — апатланмалли вӑхӑт, тенӗ; вара, пахчаран тухса, тӗрлӗ еннелле уйӑрӑлса кайнӑ, 14. унтан, каялла таврӑнса, ҫав вырӑнах пырса тухнӑ; вара, пӗр-пӗринчен пӑвӑртса, хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ыйтса пӗлнӗ, хӑйсен аскӑн шухӑшне пӗлтернӗ, ӗнтӗ Сусаннӑна пӗччен чухне тупма май килекен вӑхӑта палӑртнӑ. 15. Вара вӗсем меллӗ куна кӗтсе илнӗ: ӗнерхи, виҫӗмкунхи пекех, Сусанна пахчана икӗ тарҫӑ арӑмпа ҫеҫ пынӑ та ҫавӑнта ҫӑвӑнма шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑрӑх пулнӑ. 16. Пахчара вара ӑна хуралласа, пытанса тӑракан икӗ пуҫлӑхсӑр пуҫне урӑх никам та пулман. 17. Сусанна ӗнтӗ тарҫисене каланӑ: мана ҫупа супӑнь илсе килсе парӑр та пахча алӑкне питӗрӗр, эпӗ ҫӑвӑнасшӑн, тенӗ. 18. Тарҫисем Сусанна каланӑ пекех тунӑ: пахча алӑкне питӗрнӗ те илмеллисене илсе килмешкӗн айккинчи алӑкран тухнӑ, вӗсем пуҫлӑхсене асӑрхайман та, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем пытанса тӑнӑ пулнӑ. 19. Акӑ тарҫӑ арӑмсем тухса кайсассӑн, икӗ пуҫлӑх та сиксе тӑнӑ та Сусанна патне чупса пырса каланӑ: 20. акӑ пахча алӑкӗсем хупӑ, пире никам та курмасть; пирӗн санпа хутшӑнас килет, ҫавӑнпа эсӗ пирӗнпе выртма килӗш. 21. Килӗшмесессӗн, эпир сана хирӗҫ кӳнтелетпӗр: санпа пӗрле кунта каччӑ пулчӗ, ҫавна пула эсӗ тарҫусене каялла ятӑн тейӗпӗр, тенӗ. 22. Сусанна ӗнтӗ ахлатса янӑ та каланӑ: мана апла тусан та, капла тусан та ҫӑмӑл пулас ҫук; капла тусан — мана вилӗм кӗтет, апла тумасан — сирӗн алӑран хӑтӑлаймӑп. 23. Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗрес темесессӗн ҫапла туманни, сирӗн алла ҫакланманни аванрах маншӑн. 24. Вара Сусанна ҫари ҫухӑрса янӑ; пуҫлӑхсем те иккӗн тан ӑна хирӗҫле кӑшкӑрашма тытӑннӑ, 25. вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та пахча алӑкне уҫса пӑрахнӑ. 26. Пахчара кӑшкӑрашнине илтсессӗн, унта мӗн пулнине курас тесе, пӳртре пулнисем айккинчи алӑксенчен чупса кӗнӗ. 27. Пуҫлӑхсем мӗн-мӗн каланине илтсессӗн, Сусанна тарҫисем шутсӑр намӑсланса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сусанна ҫинчен нихӑҫан та никам та кунашкал каламан пулнӑ. 28. Тепӗр кунхине ҫапла пулнӑ: Иоаким патне, Сусанна упӑшки патне, халӑх пухӑнсассӑн, Сусаннӑна вилӗм аллине парас тесе, ӑна хирӗҫ усал шухӑш тытнӑ икӗ пуҫлӑх та пынӑ. 29. Вӗсем халӑх умӗнче ҫапла каланӑ: Сусаннӑна — Хелкия хӗрне, Иоаким арӑмне — илсе килме ярӑр-ха, тенӗ; вара ӑна илсе килме ҫын янӑ. 30. Ӗнтӗ Сусанна хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те, унӑн ачисем те, унӑн мӗнпур тӑванӗ те ҫитнӗ. 31. Сусанна сӑнран питӗ хӳхӗм те хитре пулнӑ, 32. вара ҫав йӗркесӗр ҫынсем, унӑн илемне курса киленес тесе, Сусанна питне хупласа тӑнӑран унӑн питне уҫма хушнӑ. 33. Сусаннӑн тӑванӗ-пӗтенӗ тата ҫавӑнта пӑхса тӑракансем пурте йӗнӗ. 34. Икӗ пуҫлӑх вара, халӑх варрине тухса тӑрса, аллисене Сусанна пуҫӗ ҫине хунӑ. 35. Вӑл, куҫҫуль юхтарса, тӳпенелле пӑхнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн чун-чӗри Ҫӳлхуҫана шанса тӑнӑ. 36. Леш пуҫлӑхсем ӗнтӗ ҫапла каланӑ: эпир пахчара хамӑр кӑна ҫӳренӗ чухне ҫакӑ арӑм икӗ тарҫипе пырса кӗчӗ те, пахча алӑкне питӗрсе хурса, тарҫисене каялла ячӗ; 37. унтан пахчара пытанса тӑнӑ каччӑ ун патне пычӗ те унпа пӗрле выртрӗ. 38. Эпир, пахча кӗтессинче тӑраканскерсем, кунашкал йӗркесӗрлӗхе куртӑмӑр та вӗсем патне пытӑмӑр, 39. вара вӗсем хутӑшнине куртӑмӑр, каччине тытса чараймарӑмӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах пулчӗ, алӑка уҫса тухса тарчӗ; 40. ҫакна ярса тытрӑмӑр та: кам пулчӗ ку каччӑ? тесе тӗпчерӗмӗр. Анчах вӑл пире каласшӑн пулмарӗ. Эпир ҫавӑн ҫинчен кӳнтелетпӗр, тенӗ. 41. Пухӑннисем ӗнтӗ вӗсене ӗненнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх пуҫлӑхӗсем, тӳресем, пулнӑ, вара Сусаннӑна вӗлермелле тунӑ.

42. Сусанна хыттӑн ӗсӗклесе йӗрсе янӑ та каланӑ: ӗмӗрхи Туррӑм, пытарӑнса тӑнине куракан, пурне те пуличчен малтанах пӗлекен Туррӑм! 43. Вӗсем мана хирӗҫ суя кӳнтеленине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ акӑ ҫак ҫынсем мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине кура пӗр айӑпсӑр вилетӗп, тенӗ. 44. Ҫӳлхуҫа вара Сусаннӑн сассине илтнӗ. 45. Ӑна вӗлерме илсе кайнӑ чухне Турӑ Даниил ятлӑ яш ачанӑн таса сывлӑшне чӗртсе янӑ та, 46. Даниил вара хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эпӗ унӑн юнӗ тӗлӗшӗнчен таса! тенӗ. 47. Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх унран ҫапла ыйтнӑ: эсӗ каланӑ сӑмах мӗне пӗлтерет вӑл? тенӗ. 48. Вара Даниил вӗсем варрине тӑрса каланӑ: Израиль ывӑлӗсем, эсир ҫав таранах ӑссӑр-и? тӗпчемесӗр, чӑннине пӗлмесӗр Израиль хӗрне айӑпларӑр-и? 49. Сут тунӑ ҫӗре каялла таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Сусаннӑна хирӗҫ суя кӳнтелерӗҫ, тенӗ. 50. Халӑх ҫийӗнчех каялла таврӑннӑ, вара халӑх пуҫлӑхӗсем Даниила каланӑ: пирӗн хушшӑмӑра килсе лар та пире пӗлтер, мӗншӗн тесессӗн Турӑ сана аслӑ пуҫлӑх турӗ, тенӗ. 51. Даниил каланӑ вара: вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑратӑр, ыйтса тӗпчем вӗсене, тенӗ. 52. Лешӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрсассӑн, Даниил пӗрне чӗнсе илнӗ те каланӑ: усал кунсемпе ватӑлса кайнӑскер! паян санӑн унччен туса пурӑннӑ ҫылӑхусем уҫӑлчӗҫ, 53. тӗрӗс мар сут туса айӑпсӑррисенех айӑплани, айӑплисенех тӳрре кӑларни ҫиеле тухрӗ — Ҫӳлхуҫа вара: «айӑпсӑррине, тӳррине ан вӗлер» тет. 54. Эппин, ҫакна куртӑн пулсассӑн кала-ха: вӗсем пӗр-пӗринпе хӑш йывӑҫ айӗнче калаҫса тӑчӗҫ? тенӗ. Лешӗ: мастика йывӑҫҫи айӗнче, тенӗ. 55. Даниил каланӑ: чӑнах, хӑв пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; акӑ Турӑ Ангелӗ, Турӑран ирӗк илсе, сана ҫурмалла касса татӗ, тенӗ. 56. Ҫакӑскерне аяккалла тӑратса, Даниил тепӗрне илсе килме хушнӑ та каланӑ: Ханаан ӑрӑвӗ эсӗ, Иуда ӑрӑвӗ мар! сана илем илӗртнӗ, чӗрӳне аскӑн шухӑш ирсӗрлетнӗ. 57. Израиль хӗрӗсемпе эсир ҫапла хӑтланнӑ, вӗсем вара, хӑраса, сирӗнпе хутӑшнӑ; анчах та Иуда хӗрӗ сирӗн йӗркесӗрлӗхӗре тӳсме килӗшмен. 58. Эппин, кала-ха мана: эсӗ вӗсене хӑш йывӑҫ айӗнче калаҫса тӑнине куртӑн? тенӗ. Лешӗ: симӗс юман айӗнче, тенӗ. 59. Даниил каланӑ вара: шӑпах хӑвӑн пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; Турӑ Ангелӗ сана ҫурмалла касса татма, сире тӗп тума хӗҫпе кӗтсе тӑрать, тенӗ. 60. Вара, Хӑйне ӗненекенсене ҫӑлакан Турра мухтаса, ҫавӑнта пухӑннӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ, 61. ҫав икӗ пуҫлӑха хирӗҫ ҫӗкленнӗ, мӗншӗн тесессӗн Даниил вӗсене хӑйсем каланӑ сӑмахӗсемпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, вӗсем суя кӳнтеленине кӑтартса панӑ; 62. вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннине мӗн суннӑ — вӗсене хӑйсене те ҫаплах тунӑ, Моисей саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӗсене вӗлернӗ; ӗнтӗ ҫав кунхине айӑпсӑр юна ҫӑлса хӑварнӑ. 63. Хелкияпа унӑн арӑмӗ пӗтӗм тӑванӗ-хурӑнташӗпе пӗрле хӑйсен Сусанна хӗрӗпе Иоакимшӑн, унӑн упӑшкишӗн, Турра мухтанӑ, мӗншӗн тесессӗн Сусаннӑшӑн нимӗн намӑсланмалли те тупӑнман. 64. Вара ҫав кунранпа та, унӑн хыҫҫӑн та Даниил халӑх умӗнче аслӑ ҫын пулса пурӑннӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех